Çĕр-шыв хÿтĕлевĕнче те, йĕркелĕх хуралĕнче те

22 Фев, 2014

«Пирĕн пысăк йышра кăкăр çине Хĕрлĕ Çăлтăр орденне çакма тивĕçнĕ çын пур. Милицире тахçантанпах службăра. Тÿрĕ кăмăллă, хушнине тĕрĕс те вăхăтра пурнăçлакан, опытлă ĕçчен. Яланах яваплăха туять», - ĕçтешне мухтанăччĕ шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн штаб пуçлăхĕ, шалти служба подполковникĕ Ярослав Никифоров пĕр калаçура.

Сергей Кузьмич Степанов аслă эксперт-криминалист, полици майорĕ пĕлтĕр пенсие тухрĕ, полици ветеранĕсен йышне кĕчĕ. Шăпах вĕсем В.Синдячкин техник-криминалистпа пĕрле çивĕч ĕçленĕрен кăткăс чылай преступление уçса панă.

Çÿлерех асăннă орден патне каялла таврăнар-ха. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пĕлтерĕшĕпе патшалăхра виççĕмĕш шутланнă. С.Степанова унпа çамрăклах, çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтрах, чысланă.

Санарпуçĕнче çуралса ÿснĕ, ялти шкултан, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă çамрăка 1985 çулхи çуркунне салтака кайма ят тухнă. Çар ретне тăнăскер малтанах Литвара вĕренÿре пулать, унтан Афган вăрçине лекет. Тăван тăрăхра ветеринар профессине алла илнĕскере кунта санинструктора вĕрентеççĕ. «Лайăх ас тăватăп: чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпир засадăна кайрăмăр. Душмансем уйрăмах праçник кунĕсенче хăйсене «кăтартма» юрататчĕç. Эпир вăрттăн вырăна вырнаçрăмăр. Кăнтăрла шăп-шăпăрт, апат пĕçерсе çирĕмĕр. Эпĕ йĕри-тавра питĕ лăпкă пулнинчен тĕлĕнетĕп, хăрушах мар-ха тесе шухăшлатăп. Анчах каç пулчĕ те... пуçланчĕ: хире-хирĕçле икĕ ушкăн пĕр-пĕрне чарăнмасăр перет. Эпир, вĕсен варринче юлнăскерсем, хамăр пуррине пĕлтермесĕр шăпăрт ларатпăр. Пĕрремĕш хут курнă çак хирĕç тăруран маншăн чăн-чăн вăрçă пуçланчĕ», - аса илет халĕ полицин отставкăри майорĕ.

Малалла вара - сăрт-ту хушшинчи çапăçусем, аманнă салтаксем, тус-юлташ, афган халăхĕн ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă çынсем... Çакнашкал ÿкерчĕк куç умĕнчен пачах татăлман - аманнисене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парса вилĕмрен çăлса хăварасси Степанов санинструкторăн тивĕçĕ пулнă-çке: вăл сурансене çыхса янă, палкаса юхакан юна чарнă, укол туса ыратнине çăмăллатнă...

1986 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче вĕсен роти душмансен засадине лекнĕ. Нумаййăн аманнă, чылайăшне «çулăм» ăшĕнчен илсе тухса сиплеме май килнĕ. Тăшман пульли Сергей Степанова хăйне те ураран амантнă. Баграм хулинчи госпитальте тăна кĕнĕ вăл. Пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн каяллах таврăннă, анчах текех хăйĕн ротипе çÿреймен, ту çинчи çулсене сыхланă, хамăр колоннăсем йĕркеллĕ иртсе каяссине тивĕçтернĕ. Шăпах юнлă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн, салтаксене вилĕмрен çăлса хăварнăшăн Санарпуç çамрăкне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех вăл «Тав тăвакан афган халăхĕнчен» медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ.

Салтак тумне хывнă каччă пĕр вăхăт Калининăри 24-мĕш училищĕре ĕçленĕ, каярахпа Элĕкри ПАИ инспекторне вырнаçнă. Тепĕр çултанах пултаруллă çамрăка административлă практика инспекторĕн должноçне шаннă, кĕçĕн лейтенант званине панă. Ялти ашшĕ-амăшне ватлăхра пулăшас тени, вĕсемпе çывăхрах пулас кăмăл-туртăм Сергей Кузьмича тăван районалла куçма хистенĕ. Вăрнарти автоинспекцире çулталăк вăй хунă хыççăн 2002 çулта ăна эксперт-криминалиста куçараççĕ. Йывăрлăхсенчен нихăçан та хăраманскер çĕнĕ профессие хăвăртах хăнăхнă, Шупашкарти экспертизăпа криминалистика центрĕнче тата Мускавра куçăн мар майпа вĕреннĕ.

С.Степанов экспертизăпа криминалистика центрĕн районсен хушшинчи Çĕмĕрлере вырнаçнă уйрăмĕн аслă эксперт-криминалисчĕ пулнă май Вăрнар тата Элĕк районĕсенчи киревсĕр ĕçсене уçса пама хутшăннă. Çак тапхăрта миçе преступление тăрă шыв çине кăларман пулĕ?!

Йĕркелĕх хуралĕнче тăраканăн ĕçĕ кăткăс, кану кунĕсем те çукпа пĕрех, пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Çавăнпа чи пĕлтерĕшли - çемье тылĕ çирĕп пулни, килте ăнланулăх хуçаланни. С.Степанова та пурнăçра хавхалантарса пыраканĕ, пулăшаканĕ - мăшăрĕ Людмила Ивановна. Вăл чылай çул Калининăри «Светлячок» ача садĕнче тăрăшать. Степановсем пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, халĕ Алеша программистра ĕçлет.


Ирина ЯКОВЛЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.