“Çăлтăр чирне” ачасем мĕнле чăтаççĕ?
БЕРРИМОР |
ХАРАТЬЯН |
Кристиан Бэйл
Голливуд Бэтменĕ, “Оскара” тивĕçнĕскер, пĕрремĕш хут “Анастасия: Тайна Анны” фильмра 12 çулта ÿкерĕннĕ. 1987 çулта вара чăннипех чапа тухнă - 13-ри арçын ача Стивен Спилбергăн “Империя солнца” ĕçне хутшăннă. Унта выляма ăна 4000 арçын ача хушшинчен суйласа илнĕ. АПШ кинокритикĕсене те питĕ килĕшнĕ Бэйл сăнарĕ - уншăн вăл Наци канашĕн сумлă премине тивĕçнĕ.
Телее, Бэйл ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс тактика суйласа илнĕ - вĕсем ачин чапĕпе усă курса укçа ĕçлесе илес темен. Çавăнпах ăна кăсăклă рольсем кăна суйлама пулăшнă.
Натали Портман
“Оскара” тивĕçнĕ Натали 12 çулта чапа тухнă - Люк Бессонăн “Леон” фильмĕ хыççăн. Çамрăк актриса сăнарĕ ыттисемшĕн кĕçех канон пулса тăнă: каре, йывăр пушмак, мăй çинче - хура хăю. Тÿрех ыйту çуралать - ашшĕ-амăшĕ мĕнле майпа ирĕк панă-ха ăна? Аран-аран! Кастинга хутшăнмашкăн Натали вĕсенчен аран ирĕк ыйтса илнĕ. “Леон” фильмра Матильда ролĕнче выляма кастинга 2000 хĕрача хутшăннă. Портман-аслисем вара контракта хăйсем ыйтнипе улшăнусем кĕртсен кăна алă пусма килĕшнĕ. Ытларах ку сигаретпа çыхăннă сценăсене пырса тивнĕ - Наталие вĕсене хутшăнма чарнă.
“Леон” хыççăн хĕрача çăлтăра çаврăннă, анчах та пурнăçран пыл тути кĕмен - журналистсем унăн кашни утăмне сăнанă. Çавăн пекех шкулта та çăмăл пулман çамрăк актрисăна - тантăшĕсем кĕтмен çĕртен чапа тухнă хĕр енне çурăмпа çаврăннă.
Дрю Бэрримор
Америкă сцени çинче XIX ĕмĕртех хуçаланнă Бэрриморсен йăхĕнчен тухнă Дрю урăх мĕнле çулпа кайма пултартăр-ха? 11 уйăхра вăл рекламăра ÿкерĕннĕ. 5 çулта пысăк кинона хутшăннă. 6-ра вара чапа тухнă. Хресна ашшĕ Стивен Спилберг ÿкернĕ “Инопланетяне” фильмра Дрю пиччĕшĕсене ют планета çинчен килнĕ чĕрчуна пытарма пулăшакан Гертие вылять. 8-та вара Дрю Стивен Кингăн “Порождающая огонь” фильмĕнче тĕп сăнар калăплать.
Шел те, ирех килнĕ чапа çăмăллăн чăтса ирттереймен Дрю. Аслисем те, вăхăта савăнăçлă ирттерме хăнăхнăскерсем, ача çуралсан пурнăçĕсене улăштарас темен. Бэрримор-кĕçĕнни 11 çултах туртма та, ĕçме те хăнăхнă. 13-ре Голливудри паллă чи çамрăк наркоманка пулса тăнă. Хĕрача унта та кунта çĕклекен шăв-шава тепĕр ирех МИХсем тĕнчипех сарнă. 14-ра Дрю хăй çине алă хума тăнă хыççăн реабилитаци клиникине çакланать. Çакăнта кăна урăхларах та пурăнма май пуррине шухăшласа илет. 16 çула çитсен ашшĕ-амăшĕн опекине вăйпах пăрахăçлаттарать. Каярахпа актер пултарулăхнех аталантарать.
Джоди Фостер
Джоди иккĕре рекламăра ÿкерĕннĕ, улттăра - телесериалта. Пысăк кинона лекиччен Фостер еткерĕнче икĕ теçетке роле яхăн пулнă. 12 çула çитсен вăл Мартин Скорсезен “Алиса здесь больше не живет” фильмĕнче Одри вăрра вылянă. Икĕ çултан çав режиссерах ăна “Таксист” фильмра çамрăк проститутка Айрис рольне сĕннĕ. Ÿкерме пуçличччен тĕп сăнара калăплаканăн 4 сехет психиатрпа калаçма тивнĕ. “Таксист” пурнăçăма тĕпрен улăштарчĕ, - тенĕ каярахпа актриса. - Актер ĕçĕ чун турамĕ кăна мар, йывăр ĕç пулнине шăпах çавăн чухне туйса илтĕм”.
Анчах та ку ĕç чап кăна мар, кăткăслăхсем те кăларса тăратнă. Джон Хинкли, фильмри Айриса юратса пăрахнăскер, ултă çул актриса хыççăн йĕрленĕ. Вĕçĕмсĕр шăнкăравланă, çырусем çырнă, тĕлпулу шыранă. Джоди хирĕçленине илтесшĕн те пулман. Хĕр парăнманнине кура арçын кинори сюжетпах усă курса унăн чунне тыткăнлама тĕв тунă. Фильмра Трэвис Бикл сенатора вĕлерме тăрать. Хинкли унран та маларах каять - вăл Америка президентне суйлать, ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Рональд Рейгана пăшалтан перет. Патшалăх ертÿçине тата унăн хуралçине амантать. Юрать-ха çакă актриса карьерине начар витĕм кÿмест. Халĕ “Оскара” - икĕ хут тата “Ылтăн глобуса” тивĕçнĕскерĕн пухматĕнче - 40 роль. Унсăр пуçне режиссура енĕпе те тĕрĕсленĕ хăйне вăл.
Леонардо Ди Каприо
Кинематографие вăл та çав сукмакпах утнă: реклама, ача-пăча телекăларăмĕсем... Чăн та, тепĕр чухне ÿкерÿ лапамĕнче вăрах тытăнса тăрайман самантсем те пулнă - арçын ачана ашкăннăшăн кăлара-кăлара янă.
Актер пулма çирĕп шухăш вăл 14 çулта тытать. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ валли агент тупать. Анчах та лешĕ усăллă канаш пама та пĕлмен. Сăмахран, ятне улăштарма сĕннĕ - Ленни Вильямс. Анчах та телекуравра палăрма пулăшнă çапах та. Ди Каприо “Изгои” фильмра ÿкерĕннĕ. Ун чухнех Тоби Магуайрпа паллашнă. “Санта-Барбара” телесериалта та ÿкерĕннĕ Каприо - çамрăк Мэйсон Кэпвелшăн премие тивĕçнĕ. “Жизнь этого парня”, “Что гложет Гилберта Грейпа?” фильмсем карьерине ăнăçлă аталантарма пулăшнă. Икĕ ĕçĕ те экрансем çине Каприо 19 тултарсан тухнă. Каярахри ĕçĕсем те паллă: “Ромео и Джульетта”, “Титаник”, “Пляж”, Спилберг, Скорсезе патĕнчи рольсем... Кăçал пиллĕкмĕш теçеткене ярса пуснă Ди Каприо - Голливудри чи ăмсанмалли хусах, чи пултаруллă актерсенчен пĕри. Çав вăхăтрах Артистсен киноакадемийĕ ăна темшĕн питĕ юратмасть - “Оскар” илме пилĕк хутчен тăратнă пулин те пĕрре те паман.
Линдси Лохан
Тахçан Линдси сарă-хĕрлĕ çÿçлĕ хĕр пĕрчи пулнă. Шкулта гимнастикăпа, юрлассипе, ишессипе аппаланнă, питĕ лайăх вĕреннĕ. Виççĕри Линдси модель агентствипе килĕшĕве алă пуснă, шучĕ те çук рекламăра ÿкерĕннĕ. 10-ра сериалра, çулталăкран паллă фильмра вылянă - “Ловушка для родителей” фильмра харăсах икĕ роль калăпланă: йĕкĕрешсене. Çапла туххăмрах чапа тухнă. Кĕçех çăлтăр-ачаран драма королеви пулса тăнă: “Чумовая пятница” тата “Дрянные девчонки” ĕçсенче ÿкерĕннĕ.
Шел те, Лохан чапа чăтайман. Актрисăн пуçĕ çаврăнма тытăннă. Паян ун çинчен ырă сăмах калакан çук, ĕçкĕ-çикĕпе çыхăннă шăв-шава тата ашшĕпе судлашнине кăна аса илеççĕ. Юлашки вăхăтри ролĕсем те пĕлтерĕшлĕ мар.
Кристофер Уокен
Ронни /ку унăн чăн ячĕ/ телекăларăма 11 çулта ăнсăртран лекнĕ. 15-ре Уокен театрта та, циркра та ĕçленĕ. Ятне вăл ÿссе çитсен, юлташĕсем сĕннипе, улăштарнă. Халĕ 72-ри актер пухматĕнче 100 ытла роль. Вăл вара чарăнма шухăшламасть те. 2015-16 çулсенче вăл хутшăнакан 6 фильм тухмалла проката.
Райан Гослинг
Райан карьерине 12 çулта 15000 конкурента хыçа хăварса “Микки Маус клубĕнче” “мышкетертан” пуçланă. Киле таврăнсан ăна тÿрех телесериала чĕннĕ. 18 çулта каччă Çĕнĕ Зеландие çул тытнă. Унта “Геракл çамрăклăхĕнче” ÿкерĕннĕ. Черетлĕ ĕç - неонацист - малашлăхри çул-йĕре палăртнă: ирĕклĕ кино тата кăсăклă, кăткăс рольсем кăна. Паян та вăл çакăнтан пăрăнмасть.
Кристина Орбакайте
Совет Союзĕнче те çăлтăр ачасем пулнă. Цирк артисчĕн тата Раççей эстрадин примадоннин хĕрĕ телекамера умне чи пĕрремĕш хут çиччĕре тăнă - “Веселые нотки” кăларăмра “Солнышко смеется” юрра шăрантарнă.
11 çулта вара пысăк кинора ÿкерĕннĕ - “Чучело” фильма, паллах, кашниех астăвать. Чăн та, ку ĕçе ÿкерме пĕрре те çăмăл пулман. Режиссер Ролан Быков Горбачев патнех çитнĕ. Тĕп сăнарта выляма пултаракана шыраса та хăшкăлнă - кастинга пĕтĕм Совет Союзĕнчен 17000 хĕрача хутшăннă.
Фильм проката тухнипе пĕрлех чап та çитнĕ, анчах Кристина çакна туйман та. “Эпĕ капла та паллă çын ачи пулнă вĕт”, - тенĕ вăл. Орбакайтешĕн ку роль трамплин кăна пулнă. Чăн та, вăл музыка сценине суйласа илнĕ. Анчах ку ăна хушăран экрансем çине тухма чармасть /Александр Стриженовăн “Любовь-морковь” ĕçĕ мĕне тăрать/.
Дмитрий Харатьян
Раççей тĕп гардемаринĕсенчен пĕри кинона ăнсăртран лекнĕ. Ăна актриса пулма ĕмĕтленекен паллакан хĕрача Галя кастинга чĕннĕ. Гальăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Димăна вара роль калăплама шаннă. Малтанах фильм ăнăçăвне никам та шанман “Розыгрыша” 1976 çулта 30 млн çын пăхнă! Çапла Харатьян чапа тухнă.
Шкул хыççăн арçын ача ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе инженер çулне мар, Щепкин училищине суйласа илнĕ. Çав хушăра кинора ÿкерĕнме пăрахман. Ĕçĕсем мĕн тери! “Гардемарины”, “На Дерибасовской хорошая погода”, “Мордашки”... Çамрăк актерăн пуçĕ çак чапа мĕнле чăтса ирттернĕ-ши? “Çаврăнатчĕ, паллах, анчах темĕнле майпа вырăнтах юлчĕ”, - кулнă каярахпра Харатьян.
/«Афиша@Mail.ru»/.
Комментировать