Кулак хĕрĕ

24 Июл, 2015

Пăрчăканпа танлаштарас килет ăна. Çулĕсемпе ватлăхалла кармашнă пулин те яланах вăр-вар, йăпăр-йăпăр çÿрет вăл. Кунĕпех килти хушма хуçалăхра кăштăртатать. Ирĕклĕрех вăхăт тупăнсан - тÿрех хаçат-журнал, кĕнеке вулама пикенет, сăмахкаçмăш тупсăмĕсене тупать. Е тата Чăваш наци радиовне ярать те юрăçсемпе пĕрле чăваш юррисене шăрантарать. Ĕлĕкхи юрăсене питĕ юратать вăл. Вĕсене кăшт урăхларах юрланине илтсен-и - тÿссе тăраймасть, радио ĕçченĕсем патне шăнкăравласах калать. Тăван чĕлхепе вулама юратнăранах вăл 7-8 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан 81 çулти Агафия Казенова пирки. Ялта ăна пурте "Акуç аппа" теççĕ. Анлă тавракурăмлă, шÿте-мĕне ăста Агафия Петровна эпĕ пынă чухне кăмакана çăкăр хывнăччĕ. Çапла вăл - ÿркенмест, çăкăра куллен килте пĕçерет. Хăй вара пиçессе кĕтсе, пÿрте сарăлнă техĕмлĕ шăршăпа киленсе "Чăваш поэзийĕн антологийĕпе" паллашатчĕ.

- Лавккаран туяннă çăкăр пĕррехинче кăмăла килменччĕ те унтанпа килте пĕçерес терĕм. Шурă çăкăра юратарах паратăп. Ăна маларах ятарлă формăпах пĕçереттĕм. Халĕ кăмакана çатмапа лартатăп, - мана тĕпелелле чĕннĕ май ăнлантарчĕ кăмăллăн. Акуç аппа пирки ялта: "Вăл кулак хĕрĕ пулнă. Унăн шăпи интереслĕ ", - тенине маларах та илтнĕ-ха эпĕ. Анчах ыйтса пĕлме хăюлăх çитерейменччĕ...

- Эпĕ Аслă Арапуçрах çуралса ÿснĕ. Анне, Анастасия Николаевна, Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăсран качча килнĕ. Атте, Петр Тихонович, пур енĕпе те ăста, ылтăн алăллă çын пулнă. Мĕнпур пурлăха вĕсем хăйсем ĕçлесе тунă. Лаша, ĕне тытнă. "Аçу çур çĕр иртни пĕр сехетре вăрмана ĕçлеме тухса каятчĕ. Кăвакал пĕçерсе парса яраттăм", - тетчĕ анне.

Хур-кăвакал, чăх-чĕп картиш тулли пулнă. Пÿрт çумĕнчех, çырма хĕрринче кĕрпе, çăнăх тăвакан армансем, çăм тапакан машина пулнă. Лашапа çавăрмалли йышшиччĕ вăл. Кайран атте ăна урăхларах турĕ. Выльăх нумай пулнине калатчĕç. Йăлтах пĕлместĕп çав, эпĕ ссылкăран килсен кăна çуралнă. 1931 çулта, июлĕн 26-мĕшĕнче, пирĕн 8 çынран тăракан Деверинскисен çемйине Свердловcк облаçĕнчи Нижний Тагил хулине кăларса янă. Аттесемпе хирĕçле тата юнашар пурăнакансене те, икĕ киле, Çĕпĕре ăсатнă. Аслă Арапуçран пурĕ 6-7 çемьен тăван килпе сывпуллашма тивнĕ. Аннесем çав кун Пÿртле патĕнчи хире тырă вырма кайнă пулнă. "Сирĕн паян тухса каймалла", - тесе чĕнсе илеççĕ вĕсене. Аттепе анне 5 ачапа, асаннепе инçе çула тухнă. Лере çитсе вырнаçсан, кăштах вăхăт иртсен, аслă тетене, Тимофея пуйăспа тăван тăрăхалла лартса яраççĕ. Вăл вара Шурутра аннен аппăшĕсем патĕнче кĕтÿ кĕтсе пурăннă. Ссылкăра аттепе аннен виçĕ ача - Николай, Александр, Вера - вилнĕ. Асанне те /вăл Мария ятлă пулнă, ăна Мальук аппа тенĕ/ унтах пурнăçран уйрăлнă. Анне каласа панă тăрăх, вĕсене çын ĕретлĕ те пытарман. Пĕр шăтăка кайса пăрахнă та - пулнă та. Манăн тепĕр тете, Петр, каярах салтакран таврăнман. Пурăнаканнисем эпир Тимофейпа иксĕмĕр кăна пулнă", - ку тĕле çитсен Акуç аппа ассăн сывласа илчĕ те шкапран тирпейлĕ упранакан докуменчĕсене кăларчĕ. Кунтах акă - Деверинскисен çемйине ссылкăна ăсатни пирки пĕлтерекен хут. Унта Агафия Петровнăн ашшĕ пирки "социально-опасный элемент" тесе çырнă вырăн та пур. Вĕсен мĕнпур пурлăхĕ 1389 тенкĕ те 80 пуслăх /çав вăхăтри укçапа/ пулнă-мĕн.

- Çĕпĕртен таврăнсан та аттене /вĕсем 1934 çулта килнĕ. Авт./ тĕк пурăнма паман. Вунă çуллăха тĕрмене хупнă. Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче ларнă вăл. Каярах ăна Улатăра куçарнă. Çывăх çыннăм унти табак заводĕнче ĕçлесе пурăннă. Атте анлă тавракурăмлă, ăслă, çав тери ăста çын пулнă. Пирĕн патран 35-40 çухрăмра вырнаçнă 23-мĕш тĕрмене анне кашни эрнерех каятчĕ. "Çавăнпах ура пĕтрĕ пуль", - тетчĕ каярах. Ĕлĕк çуран çÿренĕ вĕт. Хам та атте патне темиçе хут та кайнă. Эпĕ ссылкăран килсен çуралнă. Анне Çĕпĕртен таврăннă чухне йывăр çын пулнă. "Çитрĕмĕр те çурт çук, хапхипе крыльци кăна лараççĕ. Çакна курсан чунра темле сÿ! пулса кайрĕ. Пăлханнăран хырăм касса ыратма пуçларĕ те Юманпа /Агафиян тетĕшне, Петĕре çапла чĕннĕ. - Авт./ пăрăнса утрăмăр. Аптăраса çитнĕрен çын пурăнман кивĕ пÿрте кĕтĕмĕр. Унта урайĕсем те шăтăкчĕ. Пĕчĕк сăхман сартăм та сана алăк патĕнче çуратса пăрахрăм. "Анне, мĕн ку?" - хыпаланса ÿкнĕ Юман. "Кунта ача тухса ÿкнĕ-ха",- тесе каласа паратчĕ каярах анне. Тепĕр темиçе кунранах вăл халăхпа пĕрле хире çĕрулми кăларма тухнă. "Ачана Машук ятлă хурар пуль", - тенĕ анне Юмана. "Çук, Машук ят хумастпăр, Машук йĕрет вăл. Крыловсен Машукне хăть мĕн кала çиччас лĕрр! йĕрсе ярать",- хирĕçленĕ тете. Эпĕ хам та ачапча чухне час-часах йĕреттĕм. "Ма йĕретĕн-ха, Машук ятлă та хумарăмăр вĕт-ха", - тетчĕ вара анне. Манăн хреснатте Михаил Петров аттене: "Хăвăн планлă вырăнна мунча пек пÿрт лартса хур хăть. Атту кайран сана планлă вырăнна та памĕç", - тесе сĕннĕ. Атте вара çырма хĕрринче урамалла - 2, картишнелле пĕр чÿречеллĕ пĕчĕк пÿрт лартать. Анне колхоза ĕçлеме кайнă чухне пÿрте питĕрсе хăваратчĕ те чÿречерен тухса çÿреттĕмччĕ. Халĕ хăш чухне ссылкăра вĕсем мĕнле пурăннине мĕншĕн лайăхрах, тĕплĕнрех ыйтса пĕлмен-ши тесе шухăшлатăп. Атте унта тимĕрçĕре ĕçленĕ-мĕн. Анне каласа панă тăрăх - Аслă Арапуçран пынă пĕр çемье ялан хирĕçнĕ тет. Вара Нăрваш Шăхальсем: "Ак Арапуç йыттисем вĕрме тытăнчĕç", - тенĕ-мĕн. Анне ссылкăра тифпа чирленине те калатчĕ. "Аçу патне апата бидон йăтса кайнă чухне мана хохолсем чышатчĕç те юр ăшне кĕреттĕм те лараттăмччĕ. Кăштах вăй илсен кăштăртатса каяттăмччĕ", - тетчĕ анне. Тата мана вăл каласа панисенчен акă мĕн асра юлнă. Ялтан кăларса янă чухне асанне: "Ах, автанăм, автанăм, юлатăн вĕт", - тесе йĕнĕ-мĕн. "Мана автан та мар, татнă, çурса тирпейленĕ вут шаршанĕсене шелччĕ. Çаплах тăрса юлчĕç", - кăмăлсăрланатчĕ Тимофей тете, - пĕлтерет Агафия Петровна.

Агафия Казенова хăйĕн ачалăх çулĕсене те аса илчĕ. Ăна амăшĕ хăй колхоза ĕçлеме тухса кайнă чухне ялан ĕç хушса хăварнă-мĕн. Ĕлĕк ял çыннисем пахчасене хĕвелçаврăнăш нумай акнă иккен. "Паян хĕвелçаврăнăшсене касса кĕр, унтан шакка", - тетчĕ. Пуçĕ саррисене касса миххе яраттăмччĕ. Эпĕ ун чухне 7-ре кăна пулнă та - михĕне сĕтĕрейместĕмччĕ те. Хĕвелçаврăнăш пуçĕсене кавир сарса тукмакпа шаккаттăмччĕ. Тепĕр кунне анне кăмака хутса кăларатчĕ те вĕсене турчăкапа пăтратма хушса хăваратчĕ. Вуннăсенче чухне иксĕмĕр вутă татма тухаттăмăр та эпĕ туртаймастăмччĕ пулĕ ĕнтĕ. Чалăш та каятчĕ пулĕ. "Ман çак ачапа пурăнсах чун тухать пуль", - тетчĕ вара. Эпир унпа атте лартнă пĕчĕк пÿртре иккĕн кăна пурăннă. Тимофей тете ун чухне салтакра пулнă. 8 çултан кăна таврăннă вăл. Маларах ăна кулак ывăлĕ тесе салтака илмен. "Анне, эпĕ татах килтĕм ĕнтĕ",- тесе пырса кĕретчĕ тет çĕрле. Аванмарланнă ĕнтĕ вăл ял çыннисен умĕнче. "Кил, ачам, кил", - хĕпĕртенĕ анне. Вăл ачи килнĕшĕн савăннă ĕнтĕ. Кайран епле илнĕ-ши ăна? Салтакран таврăнсан авлантартăмăр тетене. Унтах 2 ачаллă пулчĕç. Каярах, çĕнĕ çурт лартсан вара инке 6 ача çуратрĕ. Эпĕ Аслă Арапуçри шкултан 7-мĕш класран вĕренсе тухсан Улатăрти медицина училищине вĕренме каясшăнччĕ. Анне: "Ман пĕччен юлас-им?" - тесе ямарĕ. "8 класс пĕтерсен колхоза ĕçлеме çÿреттĕм. Кĕлте турттарнине астăватăп. Унтан ялти крахмал заводне ĕçе кĕтĕм. Унтан Каçал тăрăхĕнчи Шурутра трахома сестрин курсне пĕтертĕм. Вара çынсене куç чирĕнчен /трахома вăйлăччĕ/ сыватса çÿренĕ. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç çывăхĕнчи рабочисем пурăнакан вырăна ĕçлеме янăччĕ. Хамăр ял каччи мана качча илес тесе унта çитиех пынăччĕ... Анчах эпĕ ăна мар, 1955 çулта хамран 6 çул аслă Илья Казенова качча тухрăм. Чаплă туй тунăччĕ. Мана илме урхамахпа, тăрантаспа килнĕччĕ. Туй халăхĕсене машина лартса пынă. Эпĕ шупка кĕпепеччĕ, тухьяпаччĕ. Кайран хушпу тăхăнтартрĕç. Хĕр туйне тăвансем патĕнче тунă ĕлĕк. Кайран туйпа ялти тăвансем патне кĕрсе тухнă", - пĕлтерет маттур хĕрарăм.

Агафияпа Илья Казеновсем 50 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă. Илья Федорович тăван колхозра нумай çул водительте ĕçленĕ, нумай наградăна тивĕçнĕ. Казеновсем 4 ача пăхса ÿстернĕ. Сергей - Мускавра, Валерипе Таня Тверьпе Чĕмпĕр облаçĕсенче тĕпленнĕ. Акуç аппа вара паян вăталăх ывăлĕпе, Олегпа, пурăнать. 5 мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе чунтан савăнать вăл. Мăшăрĕ Илья Федорович 2004 çултах пурнăçран уйрăлнă. Агафия Петровна пĕр тапхăр Каншелти, каярах Аслă Арапуçри фельдшер пунктĕнче чылай çул вăй хунă. Пенсие кайсан та ĕçе тăруках пăрахман-ха. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн нумай-нумай Хисеп хутне, парнесене, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

- Хĕр чухнехи хушаматăм манăн Деверинскаяччĕ. Куç диспансерне хĕр тусăмпа, трахома сестрипе, отчет пама каяттăмăрччĕ те мана Илья Николаевич:" О-о, Деревенская та килчĕ", - тетчĕ. Калама пĕлместчĕ вăл манăн хушаматăма, - каллех иртни патне таврăнчĕ Акуç аппа.- Ĕлĕк ялта Агафия ятлисем чылайччĕ. Халĕ, авă, пĕчченех юлтăм. Ятăм кăмăла килет. Çĕпĕрти вăрманта пĕччен пурăнакан Агафья Лыковăна та аса илкелетĕп. "Хĕрĕм, ку пăнкли-панкă-и?" - тетчĕ кĕтÿ ачи анне пĕçернĕ çăкăра леçсе парсан. "Пăнкли-панкă" теме пĕлтернĕ ĕнтĕ. Чăнах та, çăкăра анне сĕре лайăх пĕçеретчĕ. Тĕлĕнмелле кăпăшкаччĕ вăл. Эпир выçăпа аптăраман. Атте тырă нумай туса хăварнă та... Ялти ачасем терка икерчи çиетчĕç. Манăн та астивес килетчĕ ăна. "Çĕрулми икерчи пĕçерсе пар-ха", - тесе анрататтăм аннене. Вăл хирĕçленине пăхмасăрах: "Эпĕ те çĕрнĕ çĕрулми пуçтарма каям-ха", - теттĕм. Çук, çывăх çыннăм тантăшăмсемпе ямастчĕ мана. "Иккĕн кăна пурăнаççĕ пулин те çĕрнĕ çĕрулми пуçтарса çÿреççĕ тейĕç", - аванмарланатчĕ вăл.

Акуç аппа хăй те ачисем шкула çÿренĕ чух, каярах та, пĕр сăмахпа, яланах шурă çăкăр пĕçернĕ-мĕн. Тĕпренчĕкĕсем çăкăра шкула чиксе кайнă. "Эпир сирĕн патăрта ялан шурă çăкăр çинĕ", - паянхи кунчченех çапла аса илет Алексей Такташкин. Эпир, чăн та, хура çăкăр пĕçермен. "Сирĕн Илле ялан шурă çăкăр çисе епле йăлăхмасть-ха?" - тетчĕç çынсем. Çав йăлана халĕ те пăрахмастăп. Шурринех пĕçеретĕп. Ăна каçхине çăрса лартатăп та ирхине çатма çине унаса хуратăп. Пăш! кăна хăпарать те кăмакана лартатăп. Пĕр çăкăрĕ миçе грамм таять-ши? Вăт ăна виçсе пăхман вара", - ăшшăн пуплет Акуç аппа.

Агафия Казенова çăкăр кăна мар, кукăль-пÿремеч, пицца пĕçерме те, сыр, турăх, ветчина, шăрттан тума та маçтăр. Хăярпа помидора та ăста маринадлать, варени-компот та тĕпсакай тулли. Уяв кĕреки валли вара сăрине ĕлĕкхи йăла-йĕркепех вĕретет. Паянхи кунчченех вăл икĕ аркăллă чăваш кĕпипе çÿрет. "Майра кĕпипе пахчара ĕçлеме меллĕ мар", - тет. Ырă кăмăлĕпе сăпайлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн ăна ялта та, касра та пурте хисеплеççĕ. Тетĕшĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсем пулăшсах тăраççĕ. Олег та юратнă амăшне лайăх пăхать. "Ан чирлетĕрччĕ, ытларах пурăнтăрччĕ", - тесе упрама тăрăшать. Ватă çыншăн унран пахи мĕн пултăр?

- Калăр-ха, сире çынсем кулак тесе кÿрентермен-и? - питĕ пĕлес килчĕ манăн.

- Пĕчĕк чухне тантăшăмсем мана: "Эсир кулак!" - тетчĕç. Эх, кулянаттăмччĕ ун пек каланăшăн. Пÿрте чупса кĕрсе аннене каласа параттăмччĕ. Халĕ ним те мар, таса ята тавăрнă.

Ахăртнех, халĕ шăпа тени Акуç аппа умĕнче хăйĕн парăмне татать: хăй вăхăтĕнче унăн ашшĕпе амăшне терт курма тивнишĕн, ачалăхĕ ашшĕне курмасăрах иртнишĕн /Петр Тихоновича тĕрмене лартнă чухне Агафия 7-ре пулнă. Ашшĕ киле таврăннă вăхăта вăл 17 тултарнă/. Пурнăçра пурте парăмлă. Асап курнă чун патне Турă амăшĕн курки яланах туллин çаврăнса çитет теççĕ. Çапла пурнăç саккунĕ, йĕрки. Халĕ те Акуç аппа хăйне çамрăк чухнехи пекех туятăп тет. " Тата вăр-вар çÿрес килет те - урасем ямаççĕ", - тесе шÿтлет.

Манпа сывпуллашиччен вара Агафия Петровна хăйĕн чи çутă ĕмĕтне те пĕлтерчĕ. "Ах, кин кĕртесчĕ, Олега авлантарасчĕ", - терĕ. Мĕнех, ĕмĕчĕ пурнăçлантăрччĕ ĕнтĕ. Хамран вара çакна та калам: Акуç аппан шăпи пĕр тĕрленчĕке кăна мар, кĕнекене те вырнаçаяс çук. Кам пĕлет, тен, ун пирки повеç хайлас текен те тупăнĕ.

Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.