АРПУС ХУППИНЕ ПĂРАХМАСТПĂР

22 Июл, 2015

Пÿре, чĕре, юн тымарĕсем чирлĕ чухне ÿт тăртансан арпус хуппи шăк хăвалама питĕ витĕмлĕ пулăшать. Вăл подагрăпа, самăрлăхпа, гипертонипе аптранă чухне те усăллă.

Арпус хуппин шăк хăвалакан витĕмĕ унран хатĕрленĕ варение е цуката çисен те палăрать. Шăк тухассине вăйлатса вĕсем пÿрепе шăк çулĕсене вĕчĕрхентермеççĕ. Хупă варенине тата цукатне йывăр чир хыççăн организма çирĕплетме, шăк тухасси йывăрлансан, пĕверте, пÿресенче чул пулсан, шыв чирĕ аптратсан çиме сĕнеççĕ. Арпус хуппи вар хытсан та пулăшать, мĕншĕн тесен унра пыршăлăхра апат куçассине лайăхлатакан клетчатка нумай. Вăл ачасене те юрать.

  • Шăк хăвалама. 20 грамм чĕрĕ е типĕтнĕ арпус хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
  • Пÿресенче чул пулсан тата подагра чухне организмран тăвар кăларма. Арпус хуппин çиелти симĕс сийĕнчен хатĕрленĕ порошока ăшă шывра ирĕлтерсе е пыллă шывпа сыпса ĕçмелле. Кунне 2-3 хут апат умĕн 1-2 чей кашăкĕ порошок ĕçме юрать. Виçене кашнин сывлăха кура палăртмалла. Пÿрери чул чирĕнчен тата çак рецепт аван. Хупăн симĕс сийĕнчен хатĕрленĕ 2 апат кашăкĕ порошока тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 45 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Арпус хуппине вакламалла, çиеле сахăр чылаях сапмалла. Сĕткен тухса тулсан тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ярса илмелле. Холодильникре упрамалла. 1 апат кашăкĕ сĕткене чейпе пĕрле ĕçмелле.
  • Пĕвер чирĕсем аптратсан. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ арпус хуппине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 5 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  • Ват хăмпин чул чирĕ чухне. 150 грамм типĕ хуппа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн 1-ер стакан ĕçмелле.
  • Дисбактериоз аптратсан. 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ хуппа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
  • Вар хытсан. 500 грамм чĕрĕ арпус хуппине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 30 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.
  • Организмран тăвар кăларма. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа каçхине термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ярса лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче темиçе сăтăрккăпа ĕçсе ямалла.
  • Ыйхă вĕçсен, чĕрен ишеми чирĕ пулсан. Арпус хуппин çур чей кашăкĕ порошокне çур стакан шыва е кефира ярса пăтратмалла. Кунне 2 хут апатсен хушшинче ĕçмелле.

Шута илме. Арпус хуппипе нумай вăхăт сипленсен организмра кали виçи чакма пултарать. Çавăнпа унпа тивĕçтерме ккалипе пуян çимĕçсем /курага, хура слива, иçĕм, мăйăр/ çимелле. Çавăн пекех вар-хырăм чирĕсем, метеоризм вĕрĕлме пултараççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.