Тури Хурасан, «Карман-ту» - истори ахрăмĕ

22 Июл, 2015

Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕн çывăхĕнче çĕнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш пинçуллăхĕнчи тапхăртан археологи палăкĕ - хулаш сыхланса юлнă. Нумаях пулмасть унта ял халăхĕ 7 метр çуллĕш, 3 тонна яхăн таякан тимĕрпе бетонран ăсталанă палăка вырнаçтарчĕ. Ăна уçса "Элĕк ачи" ентешлĕхĕн ертÿçи В.Иванов профессор юлашки çулсенче ентешлĕх президиумĕ ертсе пынипе Исванккă хулашĕнче, Тени кÿлли çывăхĕнче çакăн евĕр палăксем вырнаçтарни, районти ялсенче паллă ентешсен ячĕпе Асăну хăмисем уçни - пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсем ку палăка чăвашăн авалтан пыракан йăлипе - нимелле, хăйсен шучĕпе лартнă. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов, район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Л.Семенова, Л.Ефимов профессор, А.Александров, Н.Иванов /Ахпай/ тата ыттисем район çĕрĕнчи сăваплă пур вырăна та çакнашкал чыс тумалли çинчен асăнчĕç. Паллах, çакăн пек мероприятисем çитĕнекен ăрусемшĕн, уйрăмах воспитани тĕлĕшĕнчен, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вулакана кĕскен те пулин хулаш историйĕпе паллаштарни вырăнлă пек туйăнать.

"Карман-ту" хулаш Тури Хурасан ялĕнчен 150-200 метр кăнтăралла вырнаçнă, тăршшĕ - 117 метр. Пĕрремĕш хут археологи палăкне 1890 çулсенче В.Магницкий, 1909-1911 çулсенче Г.Комиссаров тĕпченĕ. Мăн Шетмĕ пупĕ те интересленнĕ хулашпа. Ахăртнех, вăл В.Магницкий хушăвне пурнăçланă пулас. Топонимика тĕлĕшĕнчен "Карман-ту çырми" сăмаха вăл çапла ăнлантарать: "Слово "карман" - древнечувашское, что означает "укрепление", Ту - гора, "сирма" - овраг, что в связанном переводе означает "овраг с укреплăнной горой". Название оврага, при котором расположен околоток, указывает на присутствие в нем городища". 1927 çулта çак ялта пурăнакан И.Ефимов хресчен ял çывăхĕнче авалхи тапхăрти хăлхаллă пăхăр пуртă тупнă, ăна Шупашкарти наци музейне панă.

Каярахпа палăк манăçа тухнă. 1960 çулсен пуçламăшĕнче "Карман-ту" çырмине пĕвеленĕ май хăватлă трактор хулашăн пĕр пайне аркатнă. Тата хулашăн хĕвелтухăç енчи пайĕ шыв çинипе те арканса пынă. 1983 çулта Чăваш Сурăм шкулĕнчи туризмпа краеведени кружок членĕсемпе вырăна тухса хулаша тĕплĕн тишкертĕмĕр. Палăка сыхласа хăварас тĕлĕшпе хаçатра çивĕч ыйту та çĕклеме тиврĕ. 1987 çулта Шупашкарти наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Е.Михайлов археолог хулаш вырăнĕнче тĕпчев ирттерчĕ, тăмран тунă авалхи керамика катăкĕсем тупрĕ. ЧАССР Министрсен Совечĕн 1993 çулта кăларнă йышăнăвĕпе "Карман-ту" хулаша патшалăх упрамалли палăксен списокне кĕртнĕ.

Хурасан тăрăхĕнче сĕм-авал пирĕн несĕлсем - пăлхар-чăвашсем пурăнни иккĕлентермест. Вырăнти халăх сăмахлăхне пухнă май çак хулаш çинчен ваттисем çапларах ăнлантараççĕ: "Карман-ту" - авалхи тапхăрта ăрусен хушшинче пынă çапăçусенчен сыхланмалли крепоç". Ĕлĕк-авал Хурасан ялĕ çырма-вăрман тăрăх вырнаçнă. Шыв çурса пынă май ял çыннисем "Типçĕр карчăкки" текен вырăна куçса ларнă, хăшĕ-пĕри вара - çырмапа анаталла анса Çĕнъял - Анатри Хурасан ялне йĕркелесе янă.

Сергей Есенин поэт çырнă сăвăри пĕр йĕрке аса килет: "В Хорассанах есть такие двери", - çырать вăл. Паллă поэт Чăваш Ен Хурасанĕ çинчен пĕлнĕ-ши - калама хĕн. Анчах та ял витĕр Кĕтерне патша вăхăтĕнче лартнă "Хурăнлă çул" иртни - тĕрĕсех. Паянхи кунчченех халăхра асăнакан "сăстав хапхи" /вырăсла - застава/ ятпа Тури Хурасанăн уй алăкĕ упранса юлни тарăн шухăша ярать, чăвашсен паллă поэчĕн - Юрий Сементерĕн "Хурасан хапхи" сăвă йĕркисене аса илтереççĕ.

...Мĕншĕн тухрăм, мĕншĕн утрăм,

Мĕншĕн эп шăратрăм çак юрра.

Ма тесессĕн шăнкăр шывлă Сурăм

Ылтăн кĕвĕ хыврĕ чунăмра.

 

Иртеймерĕ ăшăмра пăлханăç

Сурăм хĕрĕн илемне курсан.

Пуçăмра пăтранчĕ тухăç-анăç,

Асăмран тухмарĕ Хурасан.

 

...Хурасанăн хурăн уй хапхине

Икĕ пăрăс янă ик енчен...

Мĕн вара, хапхийĕ кĕртмесен

Кĕрĕп анкарти алăкĕнчен

Е, унта та майĕ килмесен,

Тухăп çаврăнса Карман-ту енчен.

Хурасанăм, хаклă Хурасан,

Кăмăлу сив кăмрăк мар-тăр сан,

Çăлтăрсен вăййи екки ярсан

Çăлтăр евĕр хапхуна уçсам.

 

...Çÿреймен кунта Сергей Есенин,

Хурасанăн хапхине уçман,

Вăл кунта сукмак хывма пилленĕн

Çĕкленсе юрлассăм килчĕ ман.…

 

"Карман-ту", Хурасан историйĕн ыйтăвĕсемпе историксем, таврапĕлÿçĕсем малашне те кăсăкланасса шанас килет. Тин çеç тÿпенелле çĕкленнĕ Карман-ту палăкĕ республика историйĕшĕн, унăн культуришĕн каламасăрах паллă пулăм. Мĕншĕн тесен паянхи тапхăрта Чăваш Енре çакăн евĕр палăк пĕрремĕш хут çĕкленчĕ. Унăн тăрринче ылтăн тĕспе сăрланă, хĕвел çинче ялтăракан пысăк глобус евĕрлĕ шар çĕр чăмăрне, чăваш тĕнчине аса илтерет. Палăкăн тăватă енне çырса илемлетнĕ сăмахсенче те хăйнеевĕрлĕ философиллĕ шухăшсем. Акă, палăкăн кăнтăр енче çапла çырса хунă: "Карман-ту - Верхнехоразанское городище - археологический памятник I тыс. н. э". Кăнтăр енне вара Элĕк район Мухтав юррин сăмахĕсене вырнаçтарнă:

Элĕк ен, эс аслă Элĕк ен,

Ытарми илемлĕ тăван ен.

Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн,

Кăмăла çĕкле, хĕвеллĕ ен!

Палăкăн çурçĕр енне вара Элĕк енĕн Аслă вăрçине хутшăннă 9115 салтака тата тыл паттăрĕсене халалланă.

"Аваллăха асăнмасăр малашлăх çук", - тенĕ ваттисем. Çакна шута илсе палăк маçтăрĕсем çурçĕр енне çакăн пек сăмахсем çырса çирĕплетнĕ: "Авалхи чăваш тĕнчин патшисене Элĕксем, Сурăмсем, Хурасансем манас çук - Аттила /434 - 453/, Эллак /437 - 454/, Кубрат /635 - 642/, Алмуш /895 - 925/".

Элĕк енне килсе курас кăмăл тăвакансене вара симĕс тумпа витĕннĕ Тури Хурасана, Карман-ту палăкĕ патне çитсе курма сĕнесшĕн. Çĕр хут илтиччен пĕрре курнине мĕн çиттĕр ентĕ!

Лев ЕФИМОВ,

профессор.

 

Элĕк районĕ,

Тури Хурасан ялĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.