Саккунпа туслă пурăнма шантарнă

22 Июл, 2015

Миравай судья Мускав хулинче пурăнакан 34 çулти Андрей Потапов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Суд сакки çине вăл çынна вĕлерессипе хăратнăшăн ларнă.

Çут тĕнчере пĕртăвансенчен çывăхрах çынсем те çук темелле. Анчах пурнăçра урăхларах та килсе тухать çав. Тăван тăваншăн тăшманран та усалрах пулать иккен тепĕр чухне. Пĕр-пĕрне вĕлересси те ним те мар...

2014 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче çур çĕр иртсен ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ А.Потапов йăмăкĕпе вăрçăнса кайнă, ăна ашшĕ-амăшĕн килĕнчен хăвалама пуçланă. Ку кăна сахал пек туйăннă, ахăртнех, урмашнăскере. Арçын сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса тытнă, хĕрарăмăн мăйĕ патне илсе пынă, вĕлерессипе хăратма пуçланă. Йăмăкĕ çийĕнчех полицейскисене чĕнсе илнĕ. Йĕрке хуралçисем тухса кайсан А.Потапов тепĕр хут урса кайнă. Хальхинче вăл йăмăкне питĕ вăйлă хĕнесе тăкнă, çÿçĕнчен тытса урайĕнче сĕтĕрсе çÿренĕ, тапнă, çапнă. Тискер этем кунпа кăна çырлахман. Пÿрте бензопăчкă йăтса кĕнĕ, ăна ĕçлеттерсе янă. Хĕрарăма мăйĕнчен касса пăрахассипе хăратнă.

Уголовлă ĕç пуçарсан Потапов тарса пытаннă. Анчах нумайлăха мар. Мускавра тепĕр преступлени - çынна хĕнесе унăн пурлăхне çаратма хăтланнă - тунă хыççăн ăна тытса чарнă. Мускав хула сучĕн амнистине лексе Потапов ирĕке тухнă. Кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче ăна Тăвай район полицине илсе çитернĕ.

Малтанах А.Потапов пулса иртнĕ тискер ĕçсем çинчен каласа кăтартма килĕшмен. Судра та айăпне йăмăкĕ çине йăвантарма хăтланнă. Вăл каланине ĕненес-тĕк - ĕç-пуç акă мĕнлерех пулса иртнĕ. Потапов пĕлĕшĕсемпе хытă вăрçăннă хыççăн киле таврăннă. Пăсăк кăмăлне йăмăкĕ хăйне йĕркесĕр тытнипе пушшех "йÿçĕхтернĕ". Тăванне çĕçĕпе хăмсарнине йышăннă-ха вăл, бензопăчкăпа вара хăратман имĕш.

Юлашкинчен çапах та хĕрарăмăн чунĕ çемçелнĕ. Вăл пиччĕшне шеллесе каçарнине пĕлтернĕ, ытлашши çирĕп айăплавран хăтарма ыйтнă. Суд Андрей Потапова РФ УК 119-мĕш статйипе килĕшÿллĕн айăплă тесе йышăннă. Икĕ пĕчĕк ачи пуррине тата шар курнă çынна мораль тĕлĕшĕнчен саплаштарнине шута илсе ăна 280 сехет ĕçлесе юсанмалли айăплав çирĕплетнĕ. Анчах ку преступленисене А.Потапов Мускавра çаратма хăтланиччен маларах тунине шута илсе РФ Патшалăх Думин апрельти амнистийĕпе килĕшÿллĕн айăплава пурнăçлассинчен хăтарнă.

А.Потапов малашне саккунпа туслă пурăнма шантарнă.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай район прокурорĕ.

Рубрика: