Шкулсен юсавлăхне тĕрĕслеме тытăнчĕç

21 Июл, 2015

2015 çулта çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине республикипе 464 шкулта, 399 ача садĕнче, професси пĕлĕвĕ паракан 19 учрежденире, 16 интернат шкулта, 3 ача çуртĕнче тĕрĕслĕç. Юсавпа тирпей кĕртес ĕçсене мĕнлерех ирттернине хаклакан йышăну тапхăрĕ июлĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен пырĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитермешкĕн республика хыснинчен пурĕ 670 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çак нухратпа юсав ĕçĕсем ирттерме кăна мар, пурлăх никĕсне пуянлатма та усă курĕç.

Хальхи вăхăтра ялти шкулсенче спортзалсене юсас ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕхпе пурнăçланине асăнмалла. Сентябрь уйăхĕччен вĕсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 29 учрежденире çĕнетме палăртнă. Хăшпĕр шкул территорийĕнче спорт лапамĕсене тĕрлĕ хатĕрпе пуянлатасси те аван пурнăçланса пырать.

Çуллахи кунсем - çĕнĕ объектсене çĕклес ĕçе хăвăртлатмалли меллĕ тапхăр. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре никĕсрен хăтлама пуçăннă шкулсем иккĕ: Шупашкар районĕнчи Янăшра та, Комсомольски районĕнчи Эльпуç ялĕнче те вырăнсен йышĕ пĕрешкел - 165 вĕренекенпе шкул ÿсĕмне çитмен 40 ача валли. Янăшсем пĕлÿ керменне кăçалхи сентябрь уйăхĕнчех кĕтсе илĕç. Эльпуçĕнче, палăртнă тăрăх, строительство ĕçĕсем 2016-2017 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçленмелле.

Республикăра садиксем çĕклес, пуррисене реконструкцилесе сарас ĕç малалла пырать. Ку тĕллеве пурнăçлама 432,4 миллион тенкĕ уйăрнă.

Ирина ИВАНОВА

Рубрика: