Вырма пуçланчĕ. Тухăç аван

21 Июл, 2015

Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне Улатăрсем - 228, Патăрьелсем - 17, Комсомольскисем - 315, Пăрачкавсем - 367, Елчĕксем 218 гектар çинчен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 2346 тонна пухса кĕртнĕ. Республикипе тухăç кашни гектартан вăтамран - 20,5, Улатăрсен - 27,2, Патăрьелсен - 25,9, Елчĕксен - 19,8, Пăрачкавсен - 19,6, Комсомольскисен 16,9 центнер.

- Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне "Сюрбеево" обществăра чи нумай - 110 гектар - вырса 220 тонна кĕрхи тулă çапса илчĕç, - пĕлтерчĕ телефонпа Комсомольски район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Шамиль Зейнутдинов. - "Слава картофелю" агрофирмăра ăна 148 гектар çинчен 273 центнер пуçтарса кĕртнĕ. "Дружба", "Труд", "Заря", "Рассвет" кооперативсенче, Ф.Хайртдинов, М.Минатуллин, Н.Самарин фермер хуçалăхĕсенче те вырмана тухрĕç. "Комсомольские овощи" агрофирмăра ир пулакан çĕрулми кăлараççĕ.

Июлĕн 19-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи "Простор" обществăн ултă "Дон" комбайнĕ малтанхи гектарсем çинчи тырра çапса тĕшĕленĕ. "Россы Поречье" тата "Маяк" обществăсемпе В.Герасимов фермер техники те вĕсенчен юласшăн мар. Çавсем пĕр кунта 367 гектар кĕрхи тулă вырса 718 тонна тĕшĕленĕ.

Елчĕк районĕнчи "Прогресс" общество механизаторĕ Владимир Воронцов ЖХТ-7 жаткăпа июлĕн 19-мĕшĕнче пăрçа çулма тухнă. Тепĕр кунне комбайнсем кĕрхи тритикале лаптăкне кĕнĕ. Штурвал умĕнче - В.Дмитриевпа С.Марков комбайнерсем. Тĕшĕленĕ тырра йĕтеме А.Немцев водитель турттарать. А.Владимиров тĕп агроном вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.

Ю.МИХАЙЛОВ

Автор: