«Ылтăн кайăка» çĕклеме нухрат кирлĕ...

17 Июл, 2015

Преподобный Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта Пысăк Собор чиркĕвне тума укçа-тенкĕ пухас тĕлĕшпе ирттерекен "Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине" ыркăмăллăх акцийĕ кăçалхи январĕн 19-мĕшĕнчех пуçланнăччĕ. Çак ырă пулăм малалла вăй илсех пырать. Чиркĕве хăпартас тĕлĕшпе пур енлĕ пулăшу кÿме ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пырать, ку ыйтупа эрнесерен канашлу ирттерет.

Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин строительство комплексĕнчи организацисем çĕнĕ храма хăпартас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ, 1535 пин тенкĕ укçа хывнă. Культура тытăмĕнчи организацисем те ырă кăмăллăхĕпе палăраççĕ. Июнĕн 14-мĕшĕнче ак ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса "Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине" акцие хастаррăн хутшăннă. Чиркÿ тăвас тĕлĕшпе чунтан кÿнĕ пулăшу пархатарлăхĕ пирки культура ĕçченĕсене Михаил Иванов протоиерей каласа панă, ятран тивĕçекен Ыркăмăллăх сертификачĕсене Серафима матушка çыра-çыра панă.

Ырă шухăш-кăмăл - çутă пек, уншăн чăрмав çук, вăл темĕнле тискер тĕттĕмлĕхе те сирсе таçта та çитет. Культура министерствин пуçарулăхне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ малалла тăснă: виçĕмкун, июнĕн 15-мĕшĕнче, артистсемпе театр ĕçченĕсем сертификатлă пулнă. Паллах, кăмăл пуррисем. "Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине" ыркăмăллăх акцине никама та вăйпа кÿлĕнтермеççĕ-çке.

Манар мар, чиркÿсене ĕмĕрех халăх вăй-халĕпе лартнă. Çакăн пирки пире тăван халăхăмăрăн каларăшĕсем те аса илтереççĕ. Вĕсем вара çав тери ытарлă та тарăн шухăшлă. Тĕслĕхрен, "чиркÿ" ăнлавпа çыхăннă тупмалли юмаха кăна аса илер: "Чăрăш, чăрăш тăрринче ылтăн кайăк, ылтăн кайăка çĕклеме мул кирлĕ, мула çĕклеме çын кирлĕ". Асăрхарăр-и, çын кирлĕ... Çын. Çавăнпах "Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине" ыркăмăллăх акцине уйрăм çынсем те, юридици тытăмĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Чиркÿ стенине хăпартма каякан кирпĕче туянса унта харпăр хăйĕн ятне, тăванĕсен, çывăх çыннисен, вилнисен ячĕсене çыртарма пулать. Сăваплă ĕç тăвакан - нихăçан та кая юлмĕ. Çул-йĕрне, майне пĕлместĕр-и? Çыхăну тытмалли телефон номерĕсене тата укçа куçармалли реквизитсене "Хыпарăн" июлĕн 10-мĕшĕнче тухнă эрнекунхи номерĕнче 15-мĕш страницăра тупма пултаратăр.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: