Вăлча сапма пулăшрăмăр

17 Июл, 2015

Атăл пуллисенчен ытларахăшĕ çуркунне ÿсентăран туни-çулçи çине вăлча сапать.

Шупашкар е Куйбышев управĕсенчи шыв шайĕ час-часах улшăнса тăрать. ГЭСсем вăл е ку уйăхра ятарласа юхтарнăран вăл самаях чакать. Çавна пула курăк шывран тухать - вăлчасем вилеççĕ, промышленноç мелĕпе тытакан хăшпĕр пулăсен тĕсĕ пысăк çухату тÿсет. Тăкака саплаштарас тĕллевпе юханшыв тĕпне çуллен вăлчалăх хыватпăр. Сăмахран, Шупашкар ГЭСĕн хыçне е Куйбышев управĕн вĕçне. Республикăра ку тĕлĕшпе паха опыт пухнă. Кăçал федерацин "Средневолжрыбвод" патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсем унта 5625 йăва вырнаçтарчĕç. Вĕсене мĕнле турăмăр-ха?

Çĕр-çĕр хыр лăсси илтĕмĕр, турачĕсене каснă тĕлтен кантрапа çавăрса çыхрăмăр. Тата капрон çипĕн çĕр-çĕр çăмхине тетел евĕрлĕ хатĕртен çыхса ятăмăр. Вĕсене Куйбышев управĕнчи Казин утравĕ çумĕнчи вăлчалăха вырнаçтартăмăр. Атăл юххинчен ăна шăпах çав утрав хÿтĕлет.

Çуркунне хĕвел кунти шыв кукрине маларах ăшăтать. Управри тĕп пулăсем 3-6 метр тарăнăшĕнче вăлча сапаççĕ. Йăвасем 9,5 га йышăнчĕç.

Апрель уйăхĕнче шыв сивлекрехчĕ: ăшă 5,5° çеçчĕ. Майăн 6-мĕшĕнче - 10°. 10-мĕшĕнче эпир лартнă хатĕрсем çине уланкăпа /окунь/ чапак /плотва/ вăлча сапма тытăнчĕç. 9-12-мĕшĕсенче шыв татах ăшăнчĕ, чапаксем хатĕрсем çине вăлча хурса тухрĕç.

Çупах майăн 13-16-мĕшĕсенче, шыв 13,2-14,5° ăшăнсан, вăлча тăкрĕ. Çав пулăсем лăсăсемпе, çăмхасемпе харăс тата васкаса усă курчĕç.

Куйбышев управĕн таппи шыв çителĕксĕртен ГЭС хыçĕнчен пуçласа кăшт маларах май уйăхĕнчех анчĕ. Тарăнăшĕ çуллахи пекехчĕ. Вăлча хумалли хатĕрсене тĕрĕслесех тăтăмăр. Юшкăн хупласан - тасатрăмăр. Шыв шайĕ чакнă тĕлтисене тарăнрах вырăна куçарса лартрăмăр.

Учрежденипе ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин специалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси май уйăхĕн 14-мĕшĕнче пулăсем вăлча еплерех сапнине тĕрĕслерĕ. Пирĕн хатĕрсен 50% - çупах, 40% - чапак, 10% уланкă усă курнине палăртрĕ.

Кантраран 2820 йăва çыхса ятăмăр. Кашнине - 5100, пурĕ 14,4 млн вăлча хучĕç.

"Тетел" евĕрлĕ 2805 йăва турăмăр. Кашнине - 7880, пĕтĕмпе 22,1 млн вăлча сапрĕç. Комисси этем хывакан вăлчалăх тухăçĕ пысăккине палăртрĕ.

Александр ИЛЬГАЧЕВ,

"Средневолжрыбвод" ФПБУ республикăри филиалĕн ертÿçи

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.