Укçине аппа

17 Июл, 2015

Ăна пурте Укçине аппа теççĕ. Халăх йăли-йĕркине лайăх пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ. Ача пăтти пĕçерсен, çамрăксем венчете тăрсан хăнана чĕнеççĕ, е çынна юлашки çула ăсатмалла-и /мĕн тăвăн, пурнăç йĕрки çапла/ - пурте унран сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан 78 çулти Аксения Кабикова пирки. Аксения Ивановна фермăра нумай çул дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй вăхăтĕнче вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи дояркăсен ăмăртăвĕнче яланах малти вырăнсене йышăннă, нумай наградăна тивĕçнĕ. Вырăнти депутата та пĕрре кăна мар суйланă ăна. Унăн сăнĕ "Коммунизм ялавĕ" /халĕ "Хыпар"/ хаçатра та пичетленсе тухнă.

- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçра çуралса ÿснĕ. Ялта ман пек ятли никам та çукчĕ. Çавăнпа ятăм кăмăла килместчĕ. Ача чухнех мана Укçине тесе чĕннĕ. Манăн атте, Иван Филиппович Редьков, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăччĕ. 11 çĕртен аманни пирки калатчĕ. "Вилнĕ çынсемпе пĕрле пĕр шăтăкра пĕр эрнене яхăн выртни пирки те каласа паратчĕ. Анне Елизавета Федоровна колхозра ĕçлетчĕ. 10 ача çуратнă вăл. Шел, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ кăна пурăнайнă. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Атте вăрçăран килсен виçĕ кунра икĕ ачана пытарчĕç, - ассăн сывласа илчĕ Укçине аппа. Унтан, ахаль те тирпейлĕ çыхнă тутăрне тÿрлетрĕ те тепĕр хут асаилÿ "ытамне" лекрĕ. Аксения вăтăр тултарсан Аслă Арапуçри 2 ачаллă урçана, Николай Кабикова качча тухать. Николай Семенович бригадăра ĕçленĕ пулнă.

 

 "Просфор пĕçернĕ çĕре упăшкаллă хĕрарăма явăçтармаççĕ. Упăшки вилсен 6 çул иртсен кăна хĕрарăм çак "таса çăкăра" пĕçерме пултарать. Анчах унăн арçынсемпе пурăнмалла мар, хăйне йĕркеллĕ тытмалла. "Арçын йĕмми çума та юрамасть", - тетчĕ Натюк аппа. Просфор - сăваплă, таса çимĕç те".

* * *

"Хĕр чухне икĕ çивĕтĕм икĕ алă туни пекчĕ. Купарчаран та иртетчĕç. Экзаменсене яланах иккĕлле çивĕтлесе каяттăмччĕ. Кольăна качча тухнă чухне те лăс! кăначчĕ. Анчах унпа 10 çул пурăннă хыççăн çÿçĕм йăлт пĕтрĕ".

* * *

"78 çул ... Çынсем вăхăт иртни сисĕнмест теççĕ. Пурнăçĕ нушаллă пулсан систерет вăл... Эпĕ ракпа чирлĕ хунямана та, Кĕтерук аппа тетчĕç ăна, чылай пăхнă. Суранĕсене тасатса, вырăн таврашне çуса тăнă. Вăл упăшкаран виçĕ çул маларах пурнăçран уйрăлчĕ". 

- Саккăрти Тольăпа пиллĕкри Саша мана хăйсен çемйине аван йышăнчĕç. "Анне вилнĕ пирĕн, сана "мама" тетпĕр", - терĕç вĕсем. Каярах Татьяна, Ирина, Светлана çуралчĕç. Анчах кĕçĕнни 7 уйăхра чухне мăшăрăм пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. 5 ачапа юлтăм унран. Упăшкапа пурăннă чухне те ыррине питех курман. Эрех ĕçетчĕ вăл... Тĕрĕссипе, эпĕ Кольăна юратса качча тухман. Виçĕ теçетке çул хыçа юлчĕ те - каяс терĕм пуль... Килте шăллăм пурччĕ, вăл авлансан тарçă вырăнне пулатăп терĕм-и ĕнтĕ? Çамрăк чухне эпĕ качча каясчĕ тесе шухăшламан. Кÿршĕ ялсенчен те хăтана килетчĕç, анчах кашнинчех: "Каймастăп!"- теттĕм. Ватлăх еннелле сулăнсан çакăнта килсе пуçа чикнĕ ĕнтĕ. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ упăшкаран пайтах тарнă эпĕ. Чÿречерен те сикнĕ, çĕçĕ айĕнчен те, пуртă айĕнчен те юлнă. Темĕн те курнă. Вăл вилнĕ чухне эпĕ хĕрĕхреччĕ. 5 ачана ура çине тăратмалла... Пÿрчĕ те юхăннă, пĕрре хутмалăх та вутă çук... Юрать, Федя кум / вăл бригадирта ĕçлетчĕ ун чухне/ председательпе калаçрĕ те мана пилорамăран вутă хатĕрлесе пачĕç. Кĕркунне ялти фермăра дояркăра ĕçлеме пуçларăм. Эпĕ вĕт хăй вăхăтĕнче, вунтăваттăра чухнех, Кĕçĕн Арапуç фермине дояркăна кĕнĕ. 7 класс пĕтерсен экзаменсем парса пĕтертĕм кăна Питрав кунне завферма фермăна ертсе кайрĕ. Ун чухне унта йăлт ялтан пуçтарнă ĕнесемччĕ. Хăшĕсем тапатчĕç те... Хăшĕн-хăшĕн чĕччисем шак хытăччĕ... Алăпа сумаллаччĕ. Кĕçех алăсем шыçса кайрĕç. Кĕтÿ ачи пыратчĕ те: "Хĕрĕм, кĕçĕр те çывăраймарăн-и?" - тетчĕ мана шеллесе. "Çывăрнă", - тунаттăм эпĕ. Кĕçĕн Арапуç ферминче дояркăра 16 çул ĕçлерĕм. Аслă Арапуçĕнчи фермăра та чылай çул вăй хутăм. Телее, ферма пахча хыçĕнчехчĕ. Ирхине миçере тăнине хам кăна пĕлетĕп. Çурçĕр иртни иккĕре те, виççĕре те тăнă. Кăмака хутса ачасем валли апат пĕçерсе хăвараттăм. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхаттăм. Эпĕ пĕччен пулсан та яланах сăвакан 2 ĕне, 3 пăру, сыснасем тытнă. Хур-кăвакалпа, чăх-чĕп те йышлă пулнă. Ачасене тăрантарасчĕ, сывă, тĕреклĕ ÿстересчĕ тенĕ. Ун чухне хальхи пек килти сĕте усламçăсене паман. Сĕт-турăхран тĕрлĕ юр-вар янтăланă. Сыр, турăх, тăпăрчă, çу, хăйма тунă. Паян вара ялта икшер ĕне усракансем те сыр тумаççĕ пулĕ... Ĕнепе, Мартăпа, хам 70 тултарсан сывпуллашма тиврĕ. "Ĕнÿне пĕрех илсе тухатпăр та сутса яратпăр", - терĕç ачасем. Халĕ вара манăн картишĕнче автанпа икĕ чăх кăна. Пĕлтĕрччен 30-шар кăрккăвакалĕ усраканччĕ. Кăçал сывлăхăм уйрăмах начарланчĕ çав, чир-чĕр те ытларах çыпăçать," - салхуланчĕ Укçине аппа. Ачисем пирки аса илсен кăна унăн сăн-пичĕ çуталчĕ. Вĕсене пĕрне те уйăрмасть вăл, пурне те пĕр пек юратать. Тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкрен ĕçе "кÿлнĕ". Епле-ха унсăр? Ун чухлĕ выльăх-чĕрлĕхпе пĕччен ĕлкĕрме çук. Паян Укçине аппан 6 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук. Вĕсем тăван килне Чĕмпĕрпе Шупашкартан та, Саратов облаçĕнчен те васкаççĕ. "Йăваран" пĕр вĕçсе тухсассăн ачасен хăйсен пурнăçĕ. Вĕсем килеççĕ те каяççĕ. Эпĕ каллех пĕччен юлатăп. Пĕччен пурăнма лайăх пулнă-тăк - пурте пĕччен пурăнĕччĕç те. Çавăнпа этеме мăшăрлă пурăнма пÿрнĕ", - пытармарĕ ватă сăмах тени пĕчченлĕх патне çитсен.

- Упашкăсăр хĕрарăмăн шăпи пĕрре те çăмăл мар. Манăн фермăра ĕçленĕ чухне ачасемпе чуна уçса калаçса ларма та вăхăт пулман. Телее, вĕсем хăйсем пĕр-пĕрне пулăшнă, воспитани панă. Мана кулянтарас мар тесе шкулта та лайăх вĕренме тăрăшнă, килти хуçалăхри мĕнпур ĕçе тума пулăшнă. Чи кĕçĕнни ялан чирлетчĕ. "Больница ачи" тетчĕç ăна. Пайтах "ăша пĕçернĕ" ĕнтĕ.

"Ачалăх мĕнле - ватлăх та çавăн пекех", - теççĕ халăхра. Пур чухне те ун пек пулмасть-мĕн. Ачалăхăм, чăн та, тертлĕ пулнă-ха. Хальхи пурнăçа вара хурламалла мар. Выçă лармастпăр паян, ĕлĕкхи пек курăк та çиместпĕр. Çурта çутçанталăк газĕпе ăшăтатпăр. Вутă хатĕрлеме вăрмана та каймалла мар. Шыва та çуртах кĕртнĕ. Вĕри шывĕ те пур, - кăмăлне палăртрĕ Укçине аппа.

Аксения Кабикова - чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Алĕç тума та, тĕрĕ тĕрлеме те, кĕпе çĕлеме те ăста вăл. Сăмах май, вăл паянхи кунчченех икĕ аркăллă чăваш кĕпипе çÿрет. "Пĕр хăнăхнă та, унпа меллĕрех", - тет. Сăн ÿкерттерме те вăл арчинчен хăй тĕртнĕ пир кĕпене, тĕрленĕ саппунне кăларчĕ. "Кусене юлашки çула ăсатнă чухне тăхăнтартса яччĕр тесе хатĕрлесе хунă-ха", - пытармарĕ ырă çыннăм. Укçине аппа янтăланă чăваш апатне мана та астивме пÿрнĕ. Вăл каланă рецептпа пĕçерсен те кашнинех унăнни пек пулмастех...

Аксения Кабикова пенсие тухсан чун ыйтнипе чиркĕве çÿреме пуçланă. Натюк аппăшĕ ăна просфор пĕçерме чĕннĕ те - турткалашман, килĕшнĕ. Сăваплă, таса çак ĕçе вăл паянхи кунчченех хутшăнать. "Эпĕ ача чухнех турра ĕненме пуçланă. Аттепе пĕртăван аппапа, Уçи аппа теттĕмĕр ăна, питĕ килĕштереттĕмччĕ. Вĕсем Кĕçĕн Арапуçĕнче пире хирĕçле пурăнатчĕç. "Укçине, ыран ирех тăр, чиркĕве кайăпăр", - тетчĕ вăл мана. Эпĕ ун чухне 5-6 çулсенче кăна пулнă. 8 çухрăмра вырнаçнă Тăрăн чиркĕвне çуран каяттăмăр. Хăйне юлташа ертсе çÿренĕ ĕнтĕ вăл мана. Чиркÿпе тĕн йăли-йĕркине йăлтах Уçи аппа вĕрентсе хăварнă мана. Эпĕ, тĕрĕссипе, хĕр пĕрчи чухнех ирех тăраттăм. "Ирхине кĕтÿ хăвалама тăрат мана", - теттĕм аннене каçхине. Ун чухне кĕтÿ пиллĕкрех каятчĕ. Ĕнене сума тата хăвалама вара тата иртерех тăмалла пулнă. "Ăçта каять-ши, çывăрасчĕ!"- тесе вăрçатчĕç мана пĕр касра пурăнакансем. Анне вăратман кунсенче: "Мĕншĕн тăратман мана? - тесе чÿречене уçса кăшкăрса макăрса лараттăмччĕ. Эх, ачалăхăм йывăр пулнă манăн. Çĕрнĕ çĕрулми крахмалне те, курăк та çинĕ. Апат пĕçерме тесе анне пире курăк пухма ятарласа кăларса яни халĕ те асрах. Хуран тулли курăк тултаратчĕ те сĕт ярса лайăх вĕрететчĕ. Яшкана мăян, пиçен, çĕрулми, кăшман çулçисене, ут кăшкарне, çерçи кăшкарне... яратчĕ. Чăн та, мĕнле курăк пур - пĕтĕмпех çинĕ пуль... Хĕрлĕ мăяна кăна çăвара хыпман. Чей вĕретнине те астумастăп. Мунча кĕрсе тухсан катăклă сахăра кăштах катса паратчĕç те вĕри шывпа сыпса ĕçеттĕмĕр. Крахмала çăнăхпа йăваласа пашалу пĕçернĕ. Çавă çăкăр вырăнне пулнă. "Эпĕ курнă нушана çын ан куртăрччĕ", - тетĕп эпĕ яланах. Çапах та хама пĕрех телейлĕ тетĕп. Выçлăх та, вăрçă та пулнă. Темĕн те курнă. Эпĕ чĕрĕ юлнă. Ара пирĕн çемьере 5 ача таранчченех вилнĕ-çке. "Çăкăр çиме пуçласан вилчĕç-çке", - тесе йĕретчĕ анне", - ку тĕле çитсен Укçине аппа хăй те тÿсеймерĕ, унăн та куçĕсем шывланчĕç.

Аксения Кабикова хăй вăхăтĕнче пĕлÿ илейменнишĕн паянхи кунчченех кулянать. "Ялти пуçламăш шкула эпĕ йăлт "5" паллăсемпе, "Мухтав хучĕпе" пĕтернĕччĕ. Именкассинчи 7 класс вĕренмелли шкула каймаллаччĕ, анчах анне хирĕç пулчĕ. Вара асăннă пĕлÿ çуртĕнчен мана чĕнме тесе 7 учитель киле пычĕç. "Ачуна вĕренме мĕншĕн ямастăн, питĕ пултаруллă вăл", - терĕç. Анне тек хирĕçлемерĕ вара. Эпĕ килте урок туса курман. Учитель каланине тимлĕ итлесе лараттăмччĕ те тепĕр кунне йăлт çавăн пек каласа параттăмччĕ. Тантăшăмсем ман патăма: "Укçине, урок туса пар-ха", - тесе киле пыратчĕç. "Атьăр, мана вутă татса парăр, эпĕ сире урок тума пулăшăп", - теттĕм. Вăт вара вутă та татса купалаттăмăрччĕ, урок та тăваттăмăрччĕ. 7 класс пĕтерсен анне Аслă Арапуç шкулне вĕренме ямарĕ. Ун чухне аслă классенче пĕлÿ илме укçа тÿлемеллеччĕ. "150 тенкĕ укçа саншăн кам парать?" - терĕ. Ăна килте ĕçлекен кирлĕ пулнă. Патăрьелĕнчен хĕрсене сутуçăна вĕренме пуçтарма пынăччĕ. "Саншăн кам ĕне кайса кăкарĕ?" - терĕ каллех анне. Каярах, фермăра ĕçлеме пуçласан, мана Патăрьелне ветеринара вĕренме колхозран ярасшăнччĕ. Унта та ямарĕ анне. Çавсем паян та асран тухмаççĕ. Юрать, хĕрĕмсене аслă пĕлÿ илтерме хевте çитертĕм", - чунне уçрĕ ватă.

Ачисем Укçине аппа патне карас телефонпа шăнкăравласах тăраççĕ. Амăшĕн сывлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ вĕсем. Çывăх çынни телефона тытмасан çиччас çухатаççĕ, кÿршисене ура çине тăратаççĕ. Аксения Кабикова вара паян: "Турă ырă вилĕм патăрччĕ", - тесе ĕмĕтленсе пурăнать. "Вилĕмрен хăрамастăп, пĕрех пĕрре вилмелле. Ăнсăртран тăрăнса анса пĕччен нумайччен выртасси кăна хăратать", - тет. Унăн чун-чĕринче чăнах та лăпкăлăхпа ĕлккенлĕх хуçаланать. Амăш, кил хуçи хĕрарăмĕн, çын тивĕçне тивĕçлипех пурнăçланă вăл. Çав вăхăтрах, ватлăх çитнине пăхмасăрах çынсемшĕн сăваплă, ырă ĕçсем тума пăрахмасть...

n Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.