Хăçан куçармалла?
Чÿрече янахĕнче çулла та, хĕлле те чечек ешерет. Халĕ алă айĕнче тăпра пур чухне вĕсене куçарса лартасшăнччĕ. Анчах куршакри чечексене куçарма иртерех тесе ăнлантарчĕ кÿршĕ.
Нина Михайлова.
Муркаш районĕ.
Пÿлĕмри чечексене час-часах куçарса лартмаççĕ. Çамрăк, хăвăрт ÿсекен чечексене кăна çулсерен куçармалла. Пысăккисене, уйрăмах вăрах çитĕнекеннисене, темиçе çултан пĕрре куçараççĕ. Сăмахран, пальма, кактус, мирт тата ытти те пĕр куршакрах 3-5 çул е ытларах ÿсме пултараççĕ.
Ÿсен-тăран тымарĕ çитĕнсе куршака тулсан тин куçарса лартма юрать. Вăл тăвăрлансан та çак ĕçе каярах хăварма май пур. Кун пек чухне çиелти тăпрана улăштараççĕ. Чечеке лайăх ÿсме, аталанма удобренипе апатлантармалла. Анчах пур удобрени те юрăхлă мар. Сăмахран, хитре чечеклĕ ÿсен-тăрана фосфор, кали ытларах кирлĕ. Илемлĕ çулçăллисем вара азота кăмăллаççĕ.
Енчен ун пеккисене тупса илеймесен универсаллă комплекслă удобрени туянма тăрăшмалла. Вăл макроэлементсемпе /азот, фосфор, кали/ пуян.
Комментировать