«Конкурссене хутшăнсан хăвна тытма вĕренетĕн»

16 Июл, 2015

Ачаранах алĕçĕпе аппаланма пĕлнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Хĕрачасем тĕрĕ тĕрлеççĕ, нуски-алсиш çыхаççĕ, арçын ачасем вара сĕтел-пукан ăсталаççĕ, кил-çурта йывăçран кас-каласа тунă эрешсемпе илемлетеççĕ… Паллах, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕнчен чылай тĕслĕх илеççĕ. Çапах шкулти ятарлă кружоксен те витĕмĕ пурах.

Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕнче вĕренекен Лев Романов вара сĕтел-пукан çеç мар, самолет модельне те кăсăклансах ăсталать. Авиамоделировани кружокне вăл тăваттăмĕш класранпах, юлташĕ Дима сĕннипе, çÿрет. Çак кружокра вăхăта пĕрре те сая яманнине палăртать арçын ача. Унта вăл тĕрлĕрен ĕçе хăнăхать-çке. Юрий Николаевич Самушков вĕрентекенрен Лева ырă тĕслĕх илме тăрăшать. Ăсталăхне кăтартас тесе килĕнче тăтăшах мăлатук тытса ĕçе пуçăнать.

Виçĕм çул авиамоделировани кружокне çÿрекенсенчен чи хастаррисене, Левăпа тусне, Чĕмпĕрте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри авиамодельсен конкурсне хутшăнма суйланă. Çĕмĕрлери тепĕр виçĕ маттурпа пĕрле Юнкăсем кÿршĕ регионра тăван республика чысне хÿтĕленĕ. Хастар ачасем яланах ырăпа палăрма май тупаççĕ çав.

Çавăн пекех Лева «Çамрăк биолог» кружока та çÿрет. Çакă ăна çутçанталăка лайăх ăнланма, кашни ÿсентăран тата чĕрчун ятне пĕлме пулăшать иккен. Экологи слечĕсене хутшăнсан вара вăл хăйне çав тери телейлĕ туять. Татьяна Владимировна Ермакова вĕрентекен ертсе пынипе кружока хутшăнакансем тăван тавралăхшăн сахал мар ырă ĕç тăваççĕ.

Общество ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн, тĕрлĕрен ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн Лев Романов кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Çакă малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарнине палăртрĕ маттур арçын ача.

- Конкурссене хутшăнсан хăвна тытма вĕренетĕн, ытти çынсене хăнăхатăн. Стипендиат пулас тесен лайăх вĕренĕр, ăмăртусене хутшăнăр, - терĕ Лева «Тантăш» вулаканĕсене ăнăçу суннă май.

Лариса ПЕТРОВА.

Муркаш районĕ,

Юнкă шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.