- Чăвашла верси
- Русская версия
“Мана пурте шухăшсăр каччă пек йышăнччăр”
Мĕншĕн килĕштеретĕп-ха эпĕ Калян Ключников юрăçа? Вăл хăйне сцена çинче чăрсăр та шухă тытнишĕн-ши е унран тапса тăракан хăйнеевĕрлĕ илĕртÿлĕхшĕн-ши? Тен, чун хавалĕпе парăнса пурнăçа юратнишĕн? Тĕрĕссипе, хам та пĕлместĕп. Пĕтĕм уçăмлăхĕ те çутçанталăк вăрттăнлăхĕнче пуль: унăн та, манăн та шалти вăй-хăват пĕр пекех. Вăл çамрăк тусăмсен хушшинче пулнишĕн савăнатăп, унпа мăнаçланатăп, ăна пурнăç çулĕ çинче ăнăçупа тÿсĕмлĕх сунатăп. Тÿсĕмлĕх тесе ахальтен çырмарăм. Вăл манпа чуна уçса калаçнă вăхăта çĕнĕрен аса илсен çурăм тăрăх сивĕ чупать. 22 çулти каччăн çемçе чĕри çавăн чухлĕ хуйха епле тÿссе ирттернĕ-ши?
- Калян, мана санпа "Çамрăксен хаçачĕ" туслаштарчĕ. Ун чухне Тутар Республикинчи Алешкин-Саплăк ялне Хаçат кунне ирттерме пĕрле кайнăччĕ. Ял хĕрĕсем сана пĕрре курсах килĕштерчĕç. Паллашма тесе каярахпа кулиса хыçне те ятарласа хăпарчĕç. Чутах "вăрласа" юлатчĕç. Ара, сцена çине тухсан çиларман пек çавăрттарса куракан пуçне çавăртăн та!
- Халăх аван йышăннине курсан эпĕ тата хĕрÿленетĕп. Залран килекен вăйпа пĕр пулса тăратăп, хĕмленсе, çурăм хыçĕнче çунат сарăлнăн юрласа ташлатăп. Юрă сăмахĕсем итлекен патне çитчĕр тесе яланах чĕрĕ сасăпа юрлама тăрăшатăп.
- Сцена çинчи чĕрĕлĕхÿ камран-ши?
- "Аслаçуран", - тет асанне. Эпĕ ăна курман, вăл çĕре ир кĕнĕ. Асанне каланă тăрăх, ÿркенменскер колхозăн маттур ертÿçи пулнă. Купăс ăстин сасси те илемлĕ янăранă. Хаваслă кăмăллăскерĕн шалти пурнăç шăнăрĕ те юман пекех çирĕп. Яланах хăйне шаннă, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскер ăраскалне куçран тинкернĕ. Эпĕ те ун пекех часах тăлăха юлтăм.
- Эсĕ атте-аннесĕр, пиччÿсĕр тăрса юлнине юрăçсенчен илт-нĕччĕ-ха. Хăвăнтан ыйтма аванмарланнипе сас-хурапах çырлахрăм. Туртăннă суранна хускатса тепĕр хут тăвар сапатăп пулсан та пĕр пуçланă калаçăва малалла тăсар пуль.Малалла вулас...
Комментировать