Ывăла ыталаса темччен йĕтĕм

16 Июл, 2015

"Çын телейне туртса илни лайăххи патне илсе çитермест", - теççĕ халăхра. Эпир тунă çылăхсем ачасемпе мăнуксем патне таврăнса нуша кăтартасси çинчен шухăшламастпăр. Вăхăта каялла тавăрма май пулсан пурнăçăмри чи пысăк йăнăша тумастăм.

Робертпа ĕçре паллашрăм. Мана предприятире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çак ятпа хуçа сĕтел хатĕрлесе уяв йĕркелеме хушрĕ. "Пирĕн йĕрки çавнашкал. Çĕнĕ çын яланах хăналать", - терĕ вăл. Хуçа сăмахĕнчен иртеймерĕм. Ĕç хыççăн никам та киле кайма васкамарĕ. Пĕрле вăй хуракансем самаях ĕçсе ÿсĕрĕлчĕç. "Хаярри" çитменнипе пĕрисем çывăхри лавккана чупрĕç. Сехет йĕпписем 11 сехет тĕлне çитрĕç. Чылайăшĕ ĕçрен тухса утрĕ пулин те малалла савăнма шухăшлакансем те пулчĕç. Эпĕ те киле кайма пуçтарăнтăм. Анчах çак вăхăтра районтан яла епле çитĕн-ха? Люда секретарша кÿршĕ ялтанччĕ. Унпа пĕрле кайма шухăшланăччĕ. "Ан васка, Роберта леçтерĕпĕр", - терĕ пĕрре те качча кайманскер. Ĕçри водитель пире киле леçме килĕшрĕ. Люда мала кĕрсе ларчĕ, Робертпа сăмах вакларĕ. Вăл çак арçынна чунран килĕштернине тепĕр кунхине пĕлтĕм. Ăна Роберт авланни те, вăл виçĕ ача ашшĕ пулни те шиклентермен иккен. Анчах Люда ăна ниепле те хăй енне çавăрайман. Пÿлĕмре пĕрле ларакан хĕрарăмсем секретарша водительпе çĕр каçни пирки те каласа кăтартрĕç. Анчах Роберт çемьерен кайма шухăшламан та. Çак хыпара илтсен питĕ тĕлĕнтĕм. Качча кайманнисем ют хĕрарăмсен мăшăрĕсемпе вăхăт ирттерни чуна питĕ ыраттарчĕ. Анчах сисмерĕм те - хам та Роберта савма пуçларăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.