«Боингра» Чăваш Ен çыннисем пулман
Хусанта вырсарни кун ÿксе арканнă самолетра пирĕн ентешсем пулман. Çакăн çинчен «Хыпар» корреспондентне ĕнер Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтерчĕç. «Хусан пирĕнпе юнашарах пулнине кура эпир кун пирки ятарласа интереслентĕмĕр, - терĕç унта, - Чăваш Ен çыннисем çук». Авари сиенне пĕтерме чăваш çăлавçисене те явăçтарман - «пирĕн пулăшу кирлĕ тĕслĕх мар. Ытларах психологсен ĕçлемелле - вĕсем Мускавран килнĕ».
Апла пулин те хуйха ку пĕчĕклетмест ĕнтĕ - чăннипех пысăк инкек. Вăл вырсарни кун каçхине пулнă. 18 сехет те 25 минутра Мускаври «Домодедово» аэропортран вĕçсе тухнă «Боинг-737» 19 сехет те 26 минутра Хусан аэропортне анса ларнă май ÿксе арканнă. Пирвайхи хутĕнчех анса ларайман-мĕн, тепĕр çаврăм тунă - сăмсипе çĕре тĕкĕннĕ, унтан взрыв кĕрленĕ - самолет бензобакĕсенчи топливо сирпĕннĕ.
Уголовлă ĕç пуçарнă. Инкек сăлтавĕсене тĕпчеме Владимир Путин Президент хушнипе комисси васкавлă йĕркеленĕ - вăл пĕтĕмпех уçăмлатма тивĕç. Тĕрлĕ верси пур, тĕпре - экипаж йăнăшма пултарни. Самолета ĕçлеттернĕ «Тутарстан» авиакомпани «Боинг» техника тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ пулнине çирĕплетет. Маларах çак самолет Хусан-Ереван-Хусан маршрутпа вĕçевре пулнă, унтан Мускава çул тытнă. Рейссем штат режимĕпе килĕшÿллĕ пулнă, вĕçевсен умĕн техника енĕпе кирлĕ ĕçсене пурнăçланă - кăлтăксене тупса палăртман. Пилотсем те опытлăскерсем пулнă. Пурте - Хусантан. Рустем Салихов командирăн вĕçев стажĕ 21 çулпа танлашать, иккĕмĕш пилотăн Виктор Гуцулăн - 23 çул.
Пĕтĕмпе 50 çын вилнĕ. 6-шĕ - экипаж членĕсем, ыттисем - пассажирсем. Вĕсем тĕпрен илсен Тутартсан çыннисем /Хусантан, Çыранçи Чаллăран, Анат Камăран, Альметьевскран/. Кемĕр, Челябинск, Волгоград, Рязань облаçĕсен, Удмурт тата Мари Эл çыннисем те пур. Çавăн пекех - Аслă Британи тата Украина гражданĕсем Бул Донна Каролина тата Виктория Згурская. Çав шутра Хусан хĕр ачисем - 11 тата 15 çулсенчисем.
Вилнисен шутĕнче - Тутартсан Президенчĕн ывăлĕ Ирек Минниханов. Тата - Федерацин хăрушсăрлăх службин Тутарстанри управленийĕн пуçлăхĕ Александр Антонов генерал. Бортра çавăн пекех паллă спорт комментаторĕн Роман Скворцовăн мăшăрĕ Эллина та пулнă.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать