Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

15 Июл, 2015

Майăн 20-мĕшĕнче иртнĕ информаци кунĕнче граждансенчен килнĕ ыйтусен хуравĕсем

Республикăри районсенче ялсенчи больницăсене мĕншĕн хупаççĕ? Харпăр хăйĕн автомобиль пулмасан чирлисен хулана е республика тĕп хулине мĕнле çитмелле? Ятарлă тумтир çĕлекен «Вилан» фабрика ĕçченĕсем, Шупашкар хули.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ пама республикăра инфратытăм çителĕклĕ - кашни муниципалитет районĕнче тĕп больница ĕçлет. Республикăра районти тĕп больницăсенчен пĕрне те чакарман, чакарма палăртмаççĕ те.

Халăх таçта çити каймасăрах медпулăшу илме пултартăр тесе юлашки 5 çулта пĕтĕмĕшле тухтăр практикин тата 20 уйрăмне уçнă, вĕсенче кăнтăрлахи стационар койкисем йĕркеленĕ. Ятарлă медпулăшу пама территорисен хушшинче 12 центр ĕçлет.

Чăваш Республикинче 2009 çултанпа фельдшер-акушер тата фельдшер пункчĕсен инфратытăмне палăрмаллах çирĕплетнĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 124-мĕш Указне пурнăçласа «Çĕнĕ 100 ФАП» программăна пурнăçа кĕртнĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Яманак ялĕнчи фельдшер-акушер пунктне юсамашкăн пулăшма ыйтатпăр. Ял çыннисем хăйсем те ниме мелĕпе пулăшĕç. Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче пурăнакансем.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Яманак ялĕнче халĕ ĕçлекен ФАП çурчĕ пĕр хутлă, 1969 çулта тунăскер, Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕн шутланать. Халăха пĕр специалист тивĕçтерет. Çурт кивелсе çитнипе федераци йĕркисем ыйтнипе килĕшÿллĕн медпулăшу пама йывăртарах.

Красноармейски районĕнчи тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх - Красноармейски район администрацийĕ тата уйрăм предпринимательсем спонсорсен укçипе ФАП çуртне юсасси çинчен йышăннă. 2015 çул вĕçлениччен юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.

Мускаври тата ытти хăшпĕр хулари аслă шкулсенче социаллă çăмăллăхсем илме нумай ачаллă амăшĕн е нумай ачаллă çемьен кĕнекине кăтартма ыйтаççĕ. Чăваш Республикинче çакнашкал кĕнекене мĕншĕн памаççĕ? Етĕрне районĕнчи Чирĕккасси ялĕнче пурăнакан.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - федерацин, Чăваш Республикин вăйра тăракан саккунĕсемпе нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем пама пăхман. Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу мерисем илме нумай ачаллă çемье удостоверенийĕ кирлĕ мар, çавна май ăна памаççĕ те.

2016 çулта ялсенче клубсем тумалли программăна Вăрнар районĕнчи Пăртас ялне кĕртме ыйтатпăр. Г.Петров, Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Пăртас ял тăрăхĕнче 3 клуб тата 2 библиотека ĕçлеççĕ. Ялта 1250 ытла çын пурăнать, клуб Пăртас ялĕнчи шкулăн акт залĕнче вырнаçнă.

РФ Правительствин 1996 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчи 1063-р хушăвĕпе /унта культура организацийĕсем халăха тивĕçтермелли социаллă нормативсене ырланă/ çак ялта пурне те тивĕçтерекен вулавăш тата 150 вырăнлăх культура çурчĕ пулмалла.

Хальхи вăхăтра проектпа смета докуменчĕсене туса хатĕрленĕ, унăн смета хакне тишкернĕ.

Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин 2015 çулхи мартăн 10-мĕшĕнчи 1601-мĕш Приказĕпе /ачасен искусствăсен шкулĕн тата ачасен музыка шкулĕн ĕçченĕсем тĕлĕшпе палăртнă йĕркесемпе/ хăçан усă курма пуçлĕç? С.Максимов ячĕллĕ ачасен музыка шкулĕн сотрудникĕсем, Шупашкар хули.

ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - ачасен искусствăсен шкулĕсен преподавателĕсем валли пĕрлехи норма палăртнă çак Приказ педагогика ĕçченĕсен ку категорийĕн статусне палăрмаллах ÿстернĕ.

Ачасен музыка шкулĕсенчи тата искусствăсен шкулĕсенчи педагогсен вĕрентÿ ĕçĕнчи сехечĕсене /учебная нагрузка/ 2015-2016 çулсенчи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче улăштарĕç.

Хресчен олимпиадине малашне те ирттерес пуçарăва анлă çул пама ыйтатпăр. Тăвай салинче пурăнакан, Тăвай районĕ.

ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - республикăри I хресчен олимпиади Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенчи 7-11 классенче вĕренекенсен хушшинче 2015 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Куславкка районĕнче иртнĕ.

Олимпиадăна «Энĕш» хресчен-фермер хуçалăхĕ /ертÿçи В.Семенов/ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политики, Ялхуçалăх министерстви, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕ, Чăваш Республикинчи «Çамрăксен технологийĕсем» çамрăксен общество организацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Олимпиадăна малашне те ирттерес ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Районта çÿп-çап тăкмалли вырăн пур. Ăна кирлĕ пек йĕркелемен, карта тытса çавăрман, çÿп-çап йĕри-тавралла вĕçет. «Мой дом» ООО çак вырăна уçма лицензи мĕнле майпа илме пултарнă-ха? Кăнар ялĕнче пурăнакан, Çĕрпÿ районĕ.

ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çÿп-çап тăкмалли вырăнта çак ĕçсене туса ирттернĕ: 2012 çулта çурçĕр енчен 82 метр тăршшĕ карта тытнă, 2013 çулта дезванна вырнаçтарнă, 2014 çулта администраци çуртне тума пуçланă, унта бульдозер валли гараж та пулĕ, 2015 çулта сетка-рабица туяннă, металл юпасем лартнă, карта тытаççĕ.

Çакна та пĕлтеретпĕр: Росприроднадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2014 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче çÿп-çап тăкмалли вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман.

Муркаш салинче спорт лапамне хăçан туса пĕтереççĕ? Уйрăммăн илсен, стадион çывăхĕнчи асфальт çине резина вырнаçтарман. Нормăсемпе килĕшÿллĕн ун пек вырăнта ачасемпе занятисем ирттерме юрамасть. С.Ермолаев, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Муркаш районĕ.

ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикинче «Физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплекссем тăвасси» социаллă проект ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çак проекта пурнăçласа Муркаш салинчи спорт лапамне йĕркелес енĕпе ĕçленĕ.

Проект докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн Муркаш салинче спорт лапамне асфальт сарас, трибунăсем, тренажерсем, çавăн пекех спорт оборудованийĕ вырнаçтарас енĕпе ĕçленĕ. Резина йĕрсем сарассине проект докуменчĕсемпе пăхман.

Çичĕпÿрт ялĕ тăрăх шывпа тивĕçтермелли проект пур. Проектпа смета докуменчĕсем, экспертсен пĕтĕмлетĕвĕ хатĕр. Анчах та темшĕн-çке çак ĕçе пуçăнассине, ку тĕллевпе укçа уйăрассине тăсса пыраççĕ. Ыйтăва хăвăртрах татса пама çук-ши? Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакансем, Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çÿлерех илсе кăтартнă объекта республикăн 2018 çулхи адреслă инвестици программи тăрăх панă сĕнÿсене кĕртнĕ.

Çĕнĕ Шупашкартан Кÿкеçе çÿрекен 247-мĕш маршрут таксийĕн шутне çуркуннехи-çуллахи тапхăрта ÿстерессине е сад юлташлăхĕсем патне çити çĕнĕ маршрут уçассине пăхса тухма ыйтатпăр. «Ремхимпромстрой» ОООн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн сотрудникĕ.

ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Федерацин монополие хирĕç службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн позицийĕпе килĕшÿллĕн расписани автомобиль транспортне пассажирсене пĕрмаях илсе çÿреме ирĕк паракан килĕшĕвĕн тĕп пайĕ пулса тăрать. Конкурс ирттермесĕр расписание улăштарма юрамасть, çакă Федерацин «Конкуренцие хÿтĕлесси çинчен» саккунне пăсни пулĕччĕ.

Хуласен çывăхне çÿрекен 247-мĕш «Çĕнĕ Шупашкар - Кÿкеç» автобус маршрутне ĕçлеттерес тĕлĕшпе конкурса кăçалхи апрельте ирттернĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Республикин «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕпе 5 çуллăха килĕшÿ тунă. Хальхи вăхăтра ку маршрутпа автобуссем çÿретмелли расписание улăштарма çук.

Праймериза ĕç кунĕнче ирттерме юрать-и? Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин сотрудникĕ, Шупашкар хули.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политикин управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - партири маларах йĕркелекен сасăлава /ПВГ/ политика партийĕн уставĕпе тата ПВГ йĕркелемелли положенипе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Праймериза ирттермелли куна çÿлерех илсе кăтартнă нормативлă документсемпе тата политика партийĕсен ертсе пыракан органĕсен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.