Вĕрентеççĕ, вăхăтлăх вырăн сĕнеççĕ...

15 Июл, 2015

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Элĕкри уйрăмне пулăшу ыйтса 322 çын пынă, вĕсенчен 280-шне ĕç вырăнĕ тупса панă. Асăннă кун тĕлне служба органĕнче официаллă йĕркепе 32-ĕн регистрациленнĕ. Ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем - 23-ĕн, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 6-ăн, ĕçрен кăларса янисем - 6-ăн, хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем - 12-ĕн, пенси ÿсĕмне çывхаракансем - 6-ăн. Çавсенчен 10-шĕ - аслă шкул пĕтернĕ , 20-шĕ - профессин вăтам, 2-шĕ вăтам пĕлÿ илнĕ.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вăйпитти ÿсĕмри ĕçлеме пултаракан халăх шучĕпе шайлаштарсан 0,36 процентпа танлашнă. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /1 ваканси пуçне тивекен ĕçсĕрсен шучĕ/ - 0,36 процент.

Ĕçпе тивĕçтерекенсем центра 146 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Вĕсене ялхуçалăх, строительство, суту-илÿ, сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсем ытларах кирлĕ. Çавăн пекех тухтăрсем, ертсе пыракан специалистсем, почтальонсем, сутуçăсем, сварщиксем çитмеççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçлакан мероприятисемпе центр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Васильевна ПЕТРОВА паллаштарать.

 

Пулăшу - тĕрлĕ енлĕ

Ĕçлĕ пулас текен çыннăн самана уттинчен юлмалла мар, рынок ыйтакан, чун туртакан тата хăй пултаракан специальноçа, профессие суйлама тăрăшмалла. Ку енĕпе пирĕн специалистсен сĕнÿ-консультацийĕн витĕмĕ пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа 265 çынна /çав шутра - 29 çула çитмен 52 çамрăка/ професси ориентацийĕ панă.

Служба органĕн тĕллевĕсенчен пĕри - ĕçсĕрсене социаллă адаптаципе тивĕçтересси. Ку енĕпе психологи тренингĕсем, ушкăнпа калаçусем, уйрăм консультацисем ирттеретпĕр, занятисенче пуçлăхпа хутшăнмалли, ĕç шыранă чухне конкретлă план тумалли, резюме тата ĕçлĕ çырусем йĕркелемелли мелсене вĕрентетпĕр. Ĕç рынокĕнче еплерех пулмаллине хăнăхтаракан адаптаци программисене 11 çын хутшăннă.

Йывăрлăха лекнисенчен чылайăшĕ ырă сĕнÿ-канаш кĕтет. Вĕсене психологи пулăшăвĕ паратпăр: уйрăм консультацие е тренинга «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕн психологĕсем ирттереççĕ.

Шкул ачисем валли «Манăн пулас професси» уйăхлăхсем хатĕрлетпĕр, çамрăксене промышленноç, ялхуçалăх предприятийĕсене экскурсисене илсе çÿретпĕр, преподавательсене, библиотекарьсене, район администрацийĕн специалисчĕсене хутшăнтарса «Эсĕ професси суйлатăн» йышши тренингсене йыхравлатпăр.

Кăçалхи ултă уйăхра психологин асăннă пулăшăвне 20 çын тивĕçнĕ. Асăннă тапхăрта професси вĕренĕвне 10-ăн кайрĕç, «1С: Предприяти» программăпа бухгалтер квалификацине ÿстерчĕç, электрогазосварщик, уйрăм хуралçă специальноçĕсене илчĕç.

Юрăхлă вырăн çийĕнчех тупса пама кансĕр паллах. Кун пек чухне общество ĕçĕсене хутшăнмашкăн сĕнетпĕр. Кăçалхи ултă уйăхра районти предприяти-организаципе çак тĕллевпе 10 килĕшÿ çирĕплетсе 38 çынна вырнаçтартăмăр. Тĕпрен илсен вĕсем ял тăрăхĕсене, салана тирпей-илем кĕртес çĕрте тăрăшаççĕ.

 

Хăйнеевĕр тĕрĕслев

Ĕçпе тивĕçтерекен центр асăннă мелпе 14-18 çулсенчи çамрăксене те вĕренÿрен ирĕклĕ тапхăрта пулăшассине тивĕçлипе хаклать. Хăйсене тыткаламалăх укçаллă пулччăр тата çемье бюджетне тĕреклетмешкĕн хăйсен тÿпине хывччăр тет. Ĕçе хаклама пĕлекен çамрăк пурнăçра шуçлак çул çине тăмасть, тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿремест тата саккун йĕркине пăсмасть. Каникул кунĕсенче производствăна хутшăнни уншăн - хăйнеевĕр тĕрĕслев те: професси ориентацийĕ илет, специальноç суйлать, юрăхлине уçăмлатать.

Кăçал пирĕн çул çитмен 322 çамрăка вăхăтлăх ĕç тупса памалла. Районти предприятисемпе çирĕплетнĕ 7 килĕшÿ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа 144 вĕренекене йышăннă. Сахал тупăшлă, тăнăçсăр, тулли мар, йышлă çемьесенче çитĕнекенсем, сусăрсен ачисем тата çул çитменнисен комиссийĕсенче учетра тăракансем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатпăр. Кăçал вырнаçтарнисен йышĕнче йышлă çемьесенчен - 6-ăн, тăнăçсăррисенчен - 2-ĕн, çул çитменнисемпе ĕçлекен органсенче шутра тăракан пĕр ача пулчĕç.

Яшсемпе хĕрсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕк, Питĕшкасси, Ураскилт, Шĕмшеш, Мăн Вылă, В.С.Марков ячĕллĕ Тавăт вăтам шкулĕсенче тирпей-илем кĕртеççĕ, юсав ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсен тупăшĕ икĕ пайран тăрать: пуçлăх чи пĕчĕк шалу виçинчен кая мар тÿлет тата служба органĕ уйăхра 1275 тенкĕ уйăрать.

Центр специалисчĕсем çул çитмен граждансене вырнаçтарассипе çыхăннă информацие предприяти-организаци ертÿçисене пĕлтерсех тăраççĕ. Кун пирки сайтра тата центрта вырнаçтарнă стендсенче те хыпарлатпăр, ялсене тухса консультацисем йĕркеленĕ чухне çав хутлăхри ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тĕл пулатпăр, вĕсене халăха ĕçлĕ тăвас енĕпе тытса пыракан пуçаруллă политика мероприятийĕсемпе, çав шутра шкул ачисене йышăнассипе çыхăннисемпе, паллаштаратпăр.

Професси вĕренĕвĕн учрежденийĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вырнаçайман, пуçласа ĕç шыракан тата центрта регистрациленнĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене те патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр. Çакăн тĕллевĕ - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хăйсен пултарулăхне аталантармашкăн, ĕçе хăнăхмашкăн тата рынокра тупăшма пултараслăха ÿстермешкĕн май туса парасси. Çулталăк пуçланнăранпа ку енĕпе 3 килĕшÿ çирĕплетсе 2 çамрăка вăхăтлăх вырнаçтартăмăр.

 

Сусăрсене - ятарласа майлаштарнă вырăн...

Çивĕч ыйтусенчен тепри - инвалидсене ятарласа майлаштарнă вырăнсене йышăнмашкăн пулăшасси. Чăваш Республикин 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче инвалидсем валли вырăн квотăласси çинчен» 68-мĕш саккунĕпе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем çинчен» 597-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн йыш 35- 100 çын шутланакан тата 100-ен иртекен предприятисенче сусăрсене йышăнмалла пулнă. Паянхи кун тĕлне райпора - 5, тĕп больницăра - 6, «АФ Рабия» ОООра тата «Çăлкуç» ача садĕнче 1-ер сусăра йышăннă. Пахчаçимĕç комбиначĕпе тĕрлĕ ĕçе пурнăçламашкăн инвалида илесси пирки килĕшÿ тунă ĕнтĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта кăнтăрлахи хуралçă валли вырăн хатĕрленĕ, вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан ĕçе пикенмелле.

Республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх кăçал пирĕн виççĕмĕш ушкăнри 2 инвалида тата сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне ĕçлĕ тумалла. Пĕр сусăра вырнаçтартăмăр, ыттисене те пулăшма хатĕр.

 

Ярмăркка йыхравлать, бизнес илĕртет

Ваканси ярмăрккисене çÿрекен йышланчĕ. Асăннă мероприятие кăçал икĕ хут пухрăмăр, вĕсене вырнаçас тĕллевлĕ 20 çын çитсе курчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен 8 представитель 14 ваканси сĕнчĕ. Çакăн хыççăн пĕри вырăн тупрĕ.

Ĕçсĕр гражданин статусне предпринимателĕннипе улăштарттарасси - центр халăха хÿтĕлес тĕллевпе палăртнă çул-йĕртен тепри. Пĕчĕк бизнес йĕркелес тĕллевлĕ ентешсем патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илеççĕ. Паянхи кун тĕлне 58000 тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕпе пĕр çынна тивĕçтертĕмĕр. Вăл хăйĕн бизнесне уяв ирттерес енĕпе йĕркеленĕ агентствăпа çыхăнтарма палăртрĕ.

Учетра тăракансене тата ĕçлемен граждансене Раççей Федерацийĕн ытти регионне кайса вырнаçмашкăн та йыхравлатпăр. Хăйсем тĕллĕн ĕç шыраттармастпăр, ятарласа çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх яратпăр.

Халĕ, авă, Мускав облаçĕнчи «Конфаэль Коллекция» ОООна инвентаризаци ирттермешкĕн - комплектовщиксем, «Состра» ОООна апат-çимĕç промышленноçĕн линийĕ çине - операторсем, Владимир облаçĕнчи «Царский пир» ОООна вăхăтлăх рабочисем кирлĕ. Кăмăл тăвакансене Элĕк салине çак адреспа йыхравлатпăр: Чăваш Республики, Элĕк сали, Совет урамĕ, 13-мĕш çурт, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Телефон: /8 835 35/ 22-4-53, 23-3-36.

Тĕллевсем кăçал чăннипех пысăк. Элĕк ен çыннисене ĕçлĕ тăвасси - пирĕн тивĕç. Палăртнине пурнăçлатпăрах. Йыш туслă та çирĕп. Наталия Захарова, Ирина Петрова, Светлана Викторова, Алина Васильева, Елена Казакова ертсе пыракан инспекторсем - ăста та пултаруллă специалистсем. Центра пулăшу илме пынă кашни çыннах вырăн тупса пама тăрăшаççĕ, çийĕнчех май килмесен ырă сĕнÿ-канаш параççĕ, вĕсен чунĕсенче шанчăк хĕлхемне чĕртеççĕ. Валерий Павлов водительпе Светлана Семенова тирпейлÿçĕ коллектива кал-кал ĕçлемешкĕн май туса параççĕ: пĕри палăртнă вырăна вăхăтра илсе çитерет, тепри пÿлĕмсене хăтлăх кĕртет.

Партнерсем те шанчăклă. Районти шкулсем, «Жилище» УК», «Тепловодоканал» ОООсем, Чăвашпотребсоюзăн Элĕкри райповĕ тата ытти хуçалăх ĕçсĕр граждансене йышăнмашкăн яланах хатĕр.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ кулленхи ĕçре пулăшса-хавхалантарса пырать.

Валентина СМИРНОВА.

Элĕк районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.