Урамсенчи çулсене юсаççĕ

14 Июл, 2015

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура республикăри ялсенчи урам хушшинчи çулсене юсассине пуçлама тĕллев лартрĕ. Вăл еплерех пурнăçланать-ха?

Тăвай районĕнчи А.Н.Макаров фермер хуçалăхĕ çуркунне Тăрмăш ялĕнчи К.Маркс урамне шурчул 250 метр сарнă. «Ÿлĕм çак сыпăкра пылчăк çăрăлмасть, - савăнаççĕ çынсем. - Анчах ытти çĕре çăмăл машинăпа пырса кĕрейместĕн». Кашни урама харăсах сарма ик-виç çул хушшинчех укçа çитереймеççĕ. Ĕç пĕчĕккĕн пырать. Урамсем 16880 метр тăсăлаççĕ. Çав шутран 300 метрне хытарнă.

Шăмăршă-Суйкăн /Улатăр районĕ/-Алтышево автоçулăн Шăмăршă районĕнчи сыпăкне 2011 çултанпа - 7, вăл шутра кăçал 5 çухрăм тĕпрен юсанă. Ĕçе 2017 çулччен тăсасшăн.

Муркаш районĕнчи Чуманкасси кăçал 235 çул тултарать. Геннадий Семенов старостăпа Вячеслав Вязов депутат ертсе пынипе Шкул урамĕнчи çула тикĕсленĕ. Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнчи 200 метр çула хытарнă.

С.СЕРЕГИН.

Автор: