«Эсĕ, Кушков юлташ, райкомăн пĕрремĕш секретарĕ мар...»

10 Июл, 2015

АПК ветеранĕсем ырă сĕнÿ пама ÿркенмеççĕ. Аталану çулĕсене шыраççĕ. Паянхи ертÿçĕсене кирлĕ тесе вĕсен шухăшĕпе "Хыпарта" паллаштарсах тăратпăр. Ку номерте сăмах - Александр Ильич Кушкова.

- Александр Ильич, тĕлĕнсе пĕтерейместĕп: килес çул пуçламăшĕнче 77 çул тултаратăн, ялти пек хисеплесе калаçма ирĕк парсам, çапах та вăхăта çулла тăван ялти пахчара, хĕлле ăшă çуртра ирттерместĕн. Хăвăр 2004 çулта йĕркеленĕ ялхуçалăх потребителĕсен "Козловка-Согласие" кооперативне ертсе пыратăн. Куславккан тĕп урамĕнчи нумай хутлă çуртра 5 пÿлĕмлĕ офис тытатăн. Хăшпĕрисем: "Кушков ватăлчĕ-ши? Карчăкĕ çумĕнчен инçе каймасть", - тени чăнлăхпа килĕшсе тăманнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Калаçăва ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем çĕклекен ыйтуран пуçлас килет: пирĕн атте-анне колхозра вăй хунă чухне машина-трактор паркĕ техникăпа тулличчĕ, фермăсенче çĕр-çĕр пуç выльăхчĕ. "Мĕншĕн тесен патшалăх ялхуçалăх продукцийĕшĕн хальхинчен ытларах тÿленĕ. Раççей рынок хутшăнăвĕсене суйласа илнĕ хыççăн ăна тивĕçлипе хакламанран услам чылай сахалрах илетпĕр", - теççĕ. Çакăн пирки мĕн калатăн?

- Пурнăç улшăнсах пырать...

- Эсĕ ялхуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă çулсенче еплерехчĕ?

- Лайăхрах ĕçлессишĕн, пурнăçа лайăхлатассишĕн вăй хунă. Эпĕ Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ çулсенче тăван яла - Куславкка районĕнчи Куснара - çуллахи каникула таврăнсан прицепщикра ĕçленĕ. Пичче каç пулсан хĕрсем патне каятчĕ, тракторне мана шанса хăваратчĕ. Çĕрĕпех сухаланă, яла ирхине çеç таврăннă.

- Техникумран вĕренсе тухсан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Октябрьский" совхозра ĕç-леме пуçланине пĕлтĕм...

- Малтан Карапаш ялĕнчи трактористсен бригадирне пулăшрăм, каярахпа Октябрьски ялĕнчи трактористсен бригадирĕнче ĕçлеме шанчĕç.

- Ун чухне эсĕ авланман, салтакра пулман - хăв хыççăн çынсене епле ертсе кайрăн?

- Авланни тата салтакри çинчен - кăшт каярахпа. Техникумра эпĕ 60-70 килограмм таякан штангăна икĕ алăпа тытса самантрах çÿле çĕкленĕ. Бригадăри темиçе тракторист ĕç вăхăтĕнчех "çуттине" ĕçсе трактор рулĕ умне ларатчĕ. Инкеке лекес хăрушлăх пур-ччĕ.

- Ĕçкĕпе айкашма мĕнле чартăн?

- Ирхине пăхатăп: каллех ÿсĕр! Çилле шăнăçтараймарăм - ун патне васкаса утса пытăм та икĕ алăпа костюмĕпе пиçиххинчен ярса илсе пуç çине çĕклесе темиçе çеккунт тытса тăтăм. "Мĕн тăвас санпа? - тетĕп. - Ăçта пăрахас?" Трактор гусеници çине мар, улăм çине ывăтрăм.

- Ĕçме чарăнчĕ-и?

-Аншарлипе туслисемпе самаях кĕрешме тиврĕ. Мана трактористсем каярахпа хисеплеме тытăнчĕç. Вĕсене ĕç укçи лайăх туса патăмăр. Халĕ - мĕнле авланни çинчен. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă Гальăна, "Аксаринский" совхозăн тĕп зоотехникĕнче ĕçленĕскере, малтан мотоциклпа лартса çÿрерĕм. Çур çултан, çара кайиччен 20 кун юлсан, качча илтĕм. Совхоз столовăйĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр.

- Питĕ шел, чуп-чуп уйăхне вĕçлеме паман. Ку - биографири ăмсанмалла мар самант.

- Арăм пепке кĕтнине чаçе çыру çырса пĕлтерчĕ. Малтан хыпара савăнса йышăнтăм. Темле самантра: "Ку ача манранах-ши?" - тесе шухăшласа-шутласа пăхрăм. Ачи манранах, хĕр. Пирĕн иккĕмĕш ача та эпĕ службăра тăнă чухне çуралчĕ.

- Мĕнле? Эсĕ çĕршыв чиккисене сыхланă-çке!

- Хамăн тивĕçе лайăх пурнăçланăшăн мана отпуска ячĕç. Чуп-чуп уйăхне тăван ялта вĕçлерĕмĕр. Чаçе таврăнсан Галя иккĕмĕш хут йывăр çын пулни çинчен çырса ячĕ.

- Тĕлĕнмелле биографи. Кун пек никамăн та пулман-тăр. Эсĕ виçĕ çул салтак пăтти çинĕ - мăшăру икĕ ачана çитĕнтернĕ. Сана мар, ăна çарта наградăлакан пĕр-пĕр знак е медаль памалла пулнă.

- Тĕрĕсех. Кайран та, эпĕ тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă çулсенче, ачасене вăл пăхнă. Биографи тенĕрен. Вăл мана республикăри, çĕршыври нумай паллă тата паллă мар çынсемпе пĕрле ĕçлеттерчĕ. Вĕсенчен пĕринпе - Муркаш районĕнчи "Знамя труда" колхоз председателĕпе Евтихий Андреевпа. "Сельхозтехникăн" аслă инженерĕ, Мăн Сĕнтĕрти уйрăмăн тĕп инженерĕ тата управляющийĕ пулнă çулсенче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Анчах вăл Муркашра пурăннă пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк мунчара çемьепе пĕр хĕл каçасси çинчен шухăшлама та пултарайман.

- Компартие Хрущев ертсе пынă тапхăрта районсене, хуçалăхсене пысăклатса производствăна ÿстерме тăрăшнă. Халĕ çакна мĕнле хаклатăн?

- Унăн экономика политики пурнăçа хирĕçле пулнă. Эпĕ совет тапхăрĕнче те, ялхуçалăх министрĕнче ĕçленĕ чухне те мĕнпур шайри пуху-канашлура кашни ялта пĕр фермăран сахал мар пулмалла тенĕ. Вăл вун-вун çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. 1990 çулсенче пĕрлехи хуçалăхсене хупасси патне илсе çитерчĕç. Мĕншĕн тесен патшалăх вĕсене дотаци пама пăрахрĕ. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă чухне пысăк хуçалăхсене темиçе колхоза пайларăм. Çакăншăн мана обком секретарĕсенчен пĕри асăрхаттарчĕ. "10-15 ял кĕрекен хуçалăхсенче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк, пирĕн специалистсем кам мĕнле вăй хунине тĕрĕслесе ĕлкĕреймеççĕ, ша-лу сахал тÿленĕрен колхозниксен хавхалану çителĕксĕр", - терĕм. Хальхи вăхăтра кашни пысăк е вăтам ялта пĕрлехи хуçалăх пĕрререн сахал мар тата темиçе фермер пулмалла.

- Хăвăн тĕллевне пурнăçа кĕртессишĕн яланах çине тăнă-и?

- Çĕршыва КПСС ертсе пынă вăхăтра вăл е ку ĕмĕте çитерессишĕн "çÿлтисемпе" тавлашнă, хирĕçнĕ тесе каламастăп. Ун чухне хăйсемпе "кĕрешекенсене" часах ĕçрен кăларнă. Çапах та пĕр тĕслĕх аса килет. Пĕррехинче ман пата обком секретарĕ Валентин Шурчанов шăнкăравларĕ. "Эсĕ, Кушков юлташ, райкомăн пĕрремĕш секретарĕ мар..." - терĕ. "Эпĕ-и?" - ыйтрăм тепĕр хут. "Эсĕ!" - хуравларĕ вăл. "Кам вара эпĕ?" - пĕлесшĕн пултăм çав самантрах. "Эсĕ - Вăрнар ĕçтăвкомĕн председателĕ", - илтрĕм телефон кĕпçинчен. "Мĕншĕн апла калатăр?" - терĕм. "Эсир идеологи ĕçне тумастăр", - пулчĕ хурав. "Халăха апат-çимĕç, тумтир, ытти кирлĕ. Эпĕ вĕсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн ĕçлетĕп", - терĕм хам шухăша палăртса.

- Обком сана урăх ĕçе куçармарĕ-и-ха?

- Супăнь туса кăларма пуçламаншăн Вăрнарти хими завочĕн директорĕ пулнăскер малтан райком бюровĕнчен выговор илчĕ, кăштахран ĕç вырăнне çухатрĕ. Тавăрас тĕллевпе вăл ман пирки обкома çăхав çырса янă. Малтан вырăна пырса райком ĕç-хĕлне тĕрĕслерĕç, кайран ыйтăва обком бюровĕнче сÿтсе яврĕç. Шурчанов мана малашне Вăрнар ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçлеттерес ыйту тăратрĕ. Ку сĕнĕве республикăри паллă Кольцовка хуçалăхĕн председателĕ Николай Храмов ырларĕ. Вара мана тепĕртакран ĕçтăвком председательне суйларĕç.

- Ялхуçалăх министрĕн портфельне икĕ хут тивĕçрĕн. Ахăртнех, кун пек çын республикăра урăх пулман. Йывăр лава 1991-1994 тата 1997-1999 çулсенче туртрăн. Мĕнле пулнине пытармасăр каласа парсамăр?

- Пĕрремĕш хут вăл вырăна Министрсен Совечĕн Председателĕ Николай Зайцев халăх депутачĕсен Вăрнар ĕçтăвкомĕн председателĕнчен куçарчĕ. Николай Федоров 1993 çулхи декабрь уйăхĕнче республикăн пĕрремĕш Президентне суйланчĕ те Лев Кураков кандидат майлă пулнăшăн мана министра çĕнĕрен илме-рĕ. Вара çур çул ĕçсĕр çÿрерĕм. Юрать-ха, хыççăнах Çĕрпÿ суйлав округĕнчен ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне тата Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне суйларĕç.

- Çапла, кашни сессире Шурчановпа юнашар президиумра ларнине лайăх астăватăп.

- Çапах та мана Патшалăх Канашĕнче документсемпе ĕçлеме, вĕсене тишкернĕ чухне "сăмах çăмхине сÿтме" килĕшместчĕ. Çитменнине, Федоровпа Шурчанов сессисенче пĕрмай тавлашрĕç. Депутатсем икĕ ушкăна пайланчĕç. Мана, производствăра нумай çул вăй хунăскере, унта мая кайман. Çавăнпа ман пата Вăрнартан 10 çынран тăракан делегаци килсе: "Район администрацийĕн пуçлăхне суйланма килĕш", - тесе ыйтсан хирĕç пулмарăм. Суйлавçăсен 78 проценчĕ ман майлă сасăларĕ.

Федоров Президента ик-кĕмĕш хут суйлансан /1997 ç./ Куракова Министрсен Кабинечĕн Председательне çирĕплетрĕ. Лев Пантелеймонович мана ялхуçалăх министрне лартма сĕнчĕ.

- Александр Ильич, сăмах пине çитрĕ. Аграрисене мĕн сунатăн?

- Паллах, хальхи йывăрлăхсене çĕнтерме - вăй, чăтăмлăх, ăнăçу. Ÿсĕм тăвассишĕн ытларах ĕçлĕр, кĕрешĕр, çĕнтерĕр. Вара ырлăх-пурлăх пулĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.