Улталаканĕ кам?
Ман умра – «Хресчен сасси - КИЛ» хаçатăн 1/2/-мĕш номерĕ выртать /2015, утă, 2; индексĕ 43887, учредителĕ, тĕп редакторĕ - С. Л. Павлов; хаçата 2015 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче ПИ ТУ 21-00373 номерпе регистрациленĕ/.
Çапла, çапла хисеплĕ вулаканăмăр, С.Л. Павлов кăçалхи мартăн 10-мĕшĕнче «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат /ку ят сана, вулаканăм, питех те паллă мар-и?../ регистрациленĕ, халь çав çын çак хаçата кун çути кăтартма пикеннĕ.
Юрĕ тейĕпĕр: регистрацилекен - регистрацилетĕр, хаçат кăларма пикенекен - пикентĕр. Ирĕклине ирĕк. Мана ку хистемерĕ çыру сĕтелĕ хушшине ларма, УРĂХХИ. Çав УРĂХХИ вăл - Сергей Павловăн кăçалхи мартăн 10-мĕшĕнче регистрациленĕ «Хресчен сасси - КИЛ» хаçатăн 1/2/-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Ултавăн тĕпĕ шăтăк» /мĕскер, мĕскер? Ултавăн тĕпĕпе тăрри те пулать-и вара?!/ ятлă умсăмахĕ.
Çав умсăмахра пире Сергей Павлов, нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕскер, акă еплерех «Америка уçса» тĕлĕнтерет: «Çирĕм çул ытла ĕнтĕ çĕршывра капитализм йăли-йĕрки пурнăçа кĕрсе пырать. Мул чылайăшĕшĕн турă /ку сăмаха автор темшĕн пĕчĕк саспаллипе пуçласа çырнă - В. Т./ вырăннех пулса тăчĕ, вĕсем ăна пуççапма хатĕр. Укçа хыççăн кайса этем ретĕнчен те тухмастпăр-и хушăран?»
«Конкуренци текенни вара, - çырать малалла кивĕ-çĕнĕ хаçатăн тĕп редакторĕ С. Павлов, - пурпĕр майĕпен çиеле тухса пырать. Анчах вăл кашнинех килĕшмест çав. Пултарулăх, ăсталăх тата пĕлÿ çитейменнисем хăраççĕ унран, çавăнпа сĕмсĕрленме пăхаççĕ... «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат иккĕмĕш çур çулта тухма пăрахать тесе сăмах саракансем те ăнсăртран тупăнмарĕç ав. Юратнă хаçатран вулакансене сивĕтес шутпа суя сăмах сарчĕç. Çирĕм çул каялла тухма пăрахнă «Хресчен сассине» /мĕскер, мĕскер?! «Хресчен сасси» çирĕм çул каярах тухма пăрахнă?! - В. Т./ çĕнĕрен ура çине тăратнă, шăп вунтăватă çул каялла «Хресчен сасси - КИЛ» хаçата йĕркеленĕ çынпа тупăшма кирлĕччĕ-и вĕсене?»
... Аптриш! Аптриш-тăк аптриш! Çÿлерех илсе кăтартнă йĕркесене вуласан, пĕлетĕп, пирĕн вулаканăмăр аптрамаллипех аптăрать: КАМА айăплать С. Павлов «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат иккĕмĕш çур çулта тухма пăрахать тесе сăмах саракансем тупăнчĕç тесе? Мĕнле майпа тата мĕне пула «Хресчен сасси» «çирĕм çул каялла тухма пăрахнă»? «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат «шăп вунтăватă çул каялла» йĕркеленнĕ пулсан, хальхи «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат, Сергей Павлов кăларма пикеннĕскер, МĔНЛЕ хаçат тата? Аптриш-и? Аптриш.
Сăмахăма ытла тăсса ярас мар тесе тÿрех çакна калам: «Хресчен сасси - КИЛ» тухма пăрахать тесе сăмах саракансен йышне пире - «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсене кĕртет С. Павлов. «Конкуренцие килĕштерменнисем» те - эпирех. Эпирех «шăп вунтăватă çул каялла» «Хресчен сасси - КИЛ» хаçата йĕркеленĕ çынпа тупăшма хăякансем-мĕн.
... Ĕçĕ-пуçĕ вара çакнашкал пулса иртрĕ. Кăçалхи çурхи кунсем çитичченех Сергей Павлов «Хыпар» Издательство çуртĕнче директор-тĕп редактор çумĕ пулса ĕçлерĕ /«Хресчен сасси», «Хресчен сасси - Кил» хаçатсене ку тарана çитиччен шăпах «Хыпар» ИÇ кăларса тăнă, халĕ те вăлах кун кăтартать вĕсене; «Хресчен сасси - КИЛ» – эпир кун çути кăтартаканни – кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Хресчен сасси» хаçат ĂШĔНЧЕ пичетленет/. «Çурхи кунсем çитеспе» С. Павлов малтан отпуска кайрĕ, унтан «больничнăй» илчĕ. Шăп çавăн чухне, С. Павлов сывлăхне çирĕплетнĕ чухне, пĕлчĕ те пирĕн коллектив çавскер ăçта кирлĕ çавăнта мартăн 10-мĕшĕнче «Хресчен сасси - КИЛ» çĕнĕ-кивĕ хаçат регистрациленине. Тĕлĕнчĕ коллектив, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Унтан эпир «Хыпар» тата «Хресчен сасси» хаçатсенче вулаканăмăрсене С. Павлов регистрациленĕ «Хресчен сасси - КИЛ» «Хыпар» Издательство çурчĕпе ниепле те çыхăнса тăманни çинчен пĕлтертĕмĕр. Унтан С. Павлов пирĕн Издательство çуртне суда пачĕ, ЧР Арбитраж сучĕ урлă пиртен 200 пин тенкĕ шыраса илме хăтланса пăхрĕ. Анчах «çĕршывра капитализм йăли-йĕрки пурнăçа кĕрсе пынине» лайăх ăнланаканскершĕн шаннă кайăк йăвара пулмарĕ - С. Павлов ыйтăвне суд тивĕçтермерĕ.
Вăт çапла. Ку вăл - тĕрĕсси, тин çеç-ха пулса иртни. Халь ĕнтĕ хăвах татса пар, вулакан: кам – суять, кам тĕрĕссине калать?
Валери Туркай,
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ.