Ӳсĕ тутлă купăста, савăнтарĕ тухăçпа
Кăн-кăвак куçлă та çырă çӳçлĕ, хаваслă Ксюша тус-юлташĕпе урамра темччен выляма кăмăллать.
- Шкула кайиччен тăраниччен выляса юлас килет манăн. Кайран унта нумай ĕç-пуç пуçланать. Вуламалла, çырмалла, задача шутламалла... Пушă вăхăт сахалланать, - ăнлантарать Ксюша.
Чĕрчунсене çав тери юратаканскер, килти кушакĕ çăвăрласан çурисем çухаласран питĕ шикленнĕччĕ вăл. Пăлханни, пăшăрханни ахалех пулчĕ. Паян авă çурасем унпа пĕрле чупаççĕ: урамра та, пӳртре те. Каçхине пĕрле çывăрма ăнтăлаççĕ пĕчĕкскерсем.
- Хăлха патне пырса выртаççĕ те мăрлатаççĕ кăна. Ун пек чухне çывăрма та аван. Апатлану вăхăтĕнче сĕтел айне пырса лараççĕ. Тутлипе хăналама тăрăшатăп, никам та курман чухне. Эпĕ хам та тутлă çиме кăмăллатăп. Анне е асанне купăстаран е çĕрулмирен кукăль пĕçерни - маншăн уяв! Çавăнпа пахчаçимĕç ӳстерес тĕлĕшпе хам та тăрăшатăп. Купăста лартнă чухне аслисемпе чун-чĕререн ĕçлерĕм. Шăвартăм, çулçисене сăтăркаласа ăнăçлă ӳсме ырă сунтăм. Манăн сăмаха итлерĕç пулас. Мĕн тери хитрен ӳсеççĕ халĕ пирĕн купăстасем! Кĕçех тутлă кукăль çийĕпĕр, техĕмлĕ яшкине те астивĕпĕр,- тет хĕрача хавхалануллăн.
Икĕ-виçĕ кун каялла çумăр кунĕпех çурĕ. Асламăшĕ час-час калакан сăмаха аса илчĕ вăл.
- Çитĕнĕр, пысăк пулăр. Сире савса авă çумăрĕ те хитрен çăвать. Шывсăр эсир те вăй илеймĕр, - терĕ кантăкран пахчана тинкерсе пăхнă май.
Тепĕр кунне хĕвел çутатса ячĕ, вăл çĕр çинчи пĕтĕм нӳрлĕхе типĕтес терĕ пулас, питех те хĕртсе пăхма тытăнчĕ.
- Çуллахи куна мĕн тери юрататăп! Хĕллехи вăхăтсенчи пек хулăн япаласем те тăхăнас çук. Сивĕ те мар, хĕвел ăшшинче мĕн каçченех выляма пулать. Çакă хăйне евĕр ырлăх мар-и-ха? - хăпартланать Ксюша тринкки-тринкки сиккелесе.
Хĕрача хăвăртрах пĕрремĕш класа каяс ĕмĕтпе пурăнать. Олег пиччĕшĕ пекех сумка çакса пĕлӳ çурчĕ еннелле хавассăн утас тĕллевлĕ.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Йĕпреç районĕ,
Вăтаел.
АВТОР сăнӳкерчĕкĕ.
Комментировать