«ХУРА ÇĂКĂР» роман - чăваш халăхĕн ĕмĕрхи пуянлăхĕ
Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа кăçал çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Унăн чылай калавĕ, повеçĕ, уйрăмах «Хура çăкăр» романĕпе çав ятлă драми çынсен кăмăл-туйăмĕпе чунне тата чăваш халăх пурнăçне лайăх пĕлнипе палăрса тăрать.
Сумлă çыравçăн, илемлĕ проза ăстин «Хура çăкăр» романĕ паянхи кун та халăх юратса вулакан кĕнеке йышне кĕрет. Чăнах та, çак паллă произведени кăçал та чи вулакан 100 кĕнекерен пĕри пулчĕ. Чăваш халăхĕн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи кулленхи пурнăçне сăнлакан «Хура çăкăр» роман тăван халăх культурин ĕмĕрхи пуянлăхĕн йышне кĕрсе юлчĕ.
Пурнăç чăнлăхĕпе палăракан хайлава тĕпе хурса «Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» литература викторинине ирттерес терĕмĕр. Ăна йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал редакцийĕ пулчĕç. Вăйă ăмăртăва Ирина Иванова /11-мĕш класс, Усак-Кичури шкулĕ, Пишпÿлек районĕ, Пушкăртстан, вĕрентекен - Венера Васильевна Васильева/, Людмила Васильева /Çĕнĕ Выçли ялĕ, Йĕпреç районĕ/, Марта Михайловна Павлова /вĕрентекен, Шупашкар, 50-мĕш шкул/, Екатерина Егорова /9-мĕш класс, Шупашкар, 49-мĕш шкул, вĕрентекен - Татьяна Владимировна Иванова/, Анна Генералова /10-мĕш класс, Çĕньял Покровски шкулĕ, Шупашкар районĕ, вĕрентекен - Галина Аркадьевна Смирнова/, Анастасия Николаева /9-мĕш класс, Шупашкар, 49-мĕш шкул, вĕрентекен - Елена Дмитриевна Данилова/, Снежана Волкова /11-мĕш класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕренте- кен - Нина Аркадьевна Левая/, Ангелина Тулпанова /8-мĕш класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен - Мария Ильинична Архипова/, Анастасия Васильева, Ольга Федорова /10-мĕш класс, Урпаш шкулĕ, Етĕрне районĕ, вĕрентекен - Венера Меркурьевна Кузьмина/, Нина Филиппова /11-мĕш класс, Янкăлч шкулĕ, Канаш районĕ, вĕренте- кен - Елена Всеволдовна Васильева/, Вероника Мулюкова /11-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен - Мария Зиновьевна Табакова/, Павел Кузнецов /10-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен - Алевтина Юрьевна Кузнецова/, Татьяна Степанова, Екатерина Федотова, Юлия Фомина /9-мĕш класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен - Ольга Николаевна Яковлева/, Вера Артемьевна Фомина /вĕрентекен, Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Анастасия Антонова /11-мĕш класс, Вăрман Çĕктер шкулĕ, Шупашкар районĕ/, Инна Васильева /10-мĕш класс, Ухман шкулĕ, Канаш районĕ, вĕрентекен - Елена Петровна Васильева/, Сергей Яковлев /9-мĕш класс, Йÿçкасси шкулĕ, Муркаш районĕ, вĕрентекен - Елена Сергеевна Шумилова/, Светлана Садовникова /ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн тĕп специалист эксперчĕ/, Елена Кудрявцева /3-мĕш курс студентки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, вĕрентекен - Любовь Васильевна Кудрявцева/ хастар хутшăнчĕç.
Пире, «Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» викторинăна ирттерекенсене, эсир литература ăмăртăвне хутшăнса çак произведенипе тĕплĕн паллашни, тишкерни, редакцие хуравсене вăхăтра ярса пани савăнтарчĕ. Хайлава вулакансем хăйсен ăс-хакăлĕпе чунне пуянлатни пирки пачах иккĕленместпĕр. Ара, «Хура çăкăр» ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăхĕн кулленхи пурнăç йĕркисене, ĕлĕкхи йăлисене питĕ тĕплĕ сăнласа парать. Çапла эпир чăваш хресченĕн хуçалăхĕнчи ĕçĕсемпе, уявĕ-вăййипе, йăли-йĕркипе паллашрăмăр, хура çĕр çинче çăкăр тăвакан халăхăн пурнăçĕ тем пек йывăрлăхра та чун хавалĕ çирĕп, кăмăл-сипечĕ ырă, шухăш-ĕмĕчĕ илемлĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Ваттисем «Хура çăкăр çиекен хур пулман», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Автор романăн пĕрремĕш кĕнеки умне эпиграф вырăнне çак ваттисен сăмахне илнĕ. Ыраш çăкăрне туса илме, чăнах та, çăмăл мар. Çĕр ĕçĕ вăл ĕлĕкех тертлĕ те нушаллă пулнă. Йывăр ĕç хресчен чунне пиçĕхтернĕ, чăтăмлă тунă, тÿрĕ те таса кăмăла аталантарнă, çавăнпа Илпек Микулайĕ хăйĕн романне «Хура çăкăр» тесе ят панă.
Викторина ыйтăвĕсене пурте тулли хуравланă. Çапах та хăшĕ-пĕри «Хура çăкăр» романăн малтанхи ячĕсене тĕрĕс палăртайманни тĕл пулчĕ. Романăн маларахри ячĕсем -- «Ыраш çăкăрĕ» тата «Хура ыраш».
«Хура çăкăрти» хăш сăнар чухăн хресченсен ачисен пурнăçĕпе шăпи пирки шухăшланă чухне хытă чунлă, хĕрхенÿсĕр пулни палăрать?» ыйтура Кантюк сăнарĕ пирки сăмах пырать. «...Кантюк урамри ачасем çинелле пăхать, вĕсем пирки пулас тарçисем тесе шухăшлать. Çав ачасенчен çын пуличчен çурри ытла вилсе пĕтет, хăшĕ-пĕрисем вара пурăнкалам пек хăтланаççĕ. Мĕн тăвайĕç-ши вĕсем ÿлĕмрен?.. Хĕç пек ырхан вĕсем, аяк пĕрчийĕсем хушшипе витĕр çил вĕрет, черченкĕ шăммисем çурхах пек çÿхе те патрак, ÿт-тирĕ турткаланса пĕтнĕ, кирĕклĕ ÿчĕсене кĕсен çине кĕсен пирченĕ». «Нимĕн те çук хăвăрăн, ним масăр та çук, çапах та пурăнасшăн», - тесе шухăшлать Кантюк. - Кама кирлĕ эсир пурăнни? Кама?..».
«Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» викторинăна хутшăннисен йышĕнче ыйтусене туллирех те тĕрĕсрех хуравланисем пулчĕç. Вĕсем: Павел Кузнецов /10 класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен - Алевтина Юрьевна Кузнецова/, Вероника Мулюкова /11-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен - Мария Зиновьевна Табакова/, Снежана Волкова /11-мĕш класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен - Нина Аркадьевна Левая/, Вера Артемьевна Фомина /вĕрентекен, Шупашкар, 29-мĕш шкул/.
«Хура çăкăр» романа юратса вулакан хаклă туссем! Сире К.В. Иванов çулталăкĕнче литература вăййине хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, пурне те Хисеп грамоти парса чыслатпăр, малашне те тĕрлĕ викторинăпа конкурссене хутшăнма, «Тантăш» хаçатпа, «Самант» журналпа тата кĕнекепе туслă пулма çирĕп вăй-хал сунатпăр!
Викторинăна хутшăннисене пурне те «Самант» журнал редакцине кĕрсе тухма чĕнетпĕр, сире Хисеп грамотипе парне кĕтет.
Ырлăх-сывлăх сунса, викторинăна йĕркелекенсем
Юлия АНИСИМОВА,
Геронтий НИКИФОРОВ,
ЧНК Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕсем.
Комментировать