Полицейскипе - сăнÿкерчĕк

9 Июл, 2015

Республикăра «ФОТОСПАСИБО» акци вăй илчĕ. Ăна ЧР ШĔМĕн пресс-службипе министерство çумĕнчи общество канашĕ йĕркелеççĕ.

Акципе килĕшÿллĕн Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна полицейскипе пĕрле сăн ÿкерĕнме сĕнеççĕ. Алла фотоаппарат е кĕсье телефонĕ çеç тытмалла. Ун хыççăн çак сăнÿкерчĕке mwd-press@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла. Çырура хăш вырăнта сăн ÿкерĕннине, ятпа хушамата палăртмалла, кăмăл пулсан йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пирки те çырма юрать. Пĕр çыннах тĕрлĕ уйрăмра тăрăшакансене ыррине сунма пултарать.

Йĕркулÿçĕсем палăртнă тăрăх, йăл кулă - çынна тав сăмахĕ каламалли чи ансат мел. Çавăнпах обществăри йĕркене сыхлакансене, пулăшакансене тав туса «Сăнÿкерчĕк урлă - тав сăмахĕ» акцие хутшăнма васкăр.

Ирина КОШКИНА.