Кунта никама та уйăрмаççĕ

9 Июл, 2015

Пăрачкав районĕнчи 415 киллĕ Кудеиха ялĕ темиçе наци халăхне пĕрлештернĕ. Кунта вырăссем, чăвашсем, мăкшăсем, украинсем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Ялта Азербайджан çынни те, эрмен те тĕпленнĕ. Кудеихăра 936 çын пурăнать. Вĕсенчен 53: - вырăс, 14: - чăваш, 4: - мăкшă. Кунта никама та уйăрмаççĕ. Вырăс-и, чăваш-и, украин-и - пурне те пĕр пек хисеплеççĕ. Кудеихăна туслăх ялĕ теме те пулать. Унта икĕ наци çынни çемье тĕвĕленĕ тĕслĕх те сайра мар.

Улăм тиеме кайсан паллашнă

Украинăри Винница облаçĕнчи Бубновка салинче çуралса ÿснĕ Раиса Кучурук /хальхи хушамачĕ - Уракова/ Кудеиха ялĕнче 1975 çултанпа кун кунлать. Мăшăрĕпе вăл 30 çул пурăннă. Шел те, вырăс арçынни чылай çул чирленĕ хыççăн 5 çул каялла çĕре кĕнĕ. Хăть те ăçта çитсен те, кирек ăçта пурăнсан та тăван тăрăх хăйĕн патне кăчăк туртать. Раиса Степановна Кудеиха каччипе çемье çавăрсан Украинăшăн тунсăхланă. Хăçан та пулин каялла, çуралнă тăрăхне, таврăнас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах 1997 çулта аслă ачи Сергей сарăмсăр вилнĕ. 21 çулти ывăлне юлашки çула ăсатсан Раиса Степановна кунтах юлма шухăшланă. Ывăлĕн вилтăпри ăна Кудеиха ялĕпе ĕмĕрлĕхех çыхăнтарнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.