Çемьери патша Юрату пулсан...

8 Июл, 2015

Çуллахи илемлĕ ир. Сар хĕвел ăшă пайăркисене кирлĕ чухлĕ валеçсе ĕлкĕреймесрен шикленнĕн пĕр шелсĕр тавралăх çийĕн сапалать. Кайăксем хирти шăплăха сирсе илемлĕн сасă параççĕ. Етĕрне районĕнчи Алексеевкăналла выртакан çулпа киленсе утатăп. Пурĕ те пĕр урамран тăракан, улах вырăнта вырнаçнă яла çăтмах утравĕ пекех хаклама пуçларăм: юнашарах - Сăр, вăрман-улăх енчен те тулăх вырăнта-çке вăл. 16 çул каялла тĕп хуларан хăй çуралнă тăрăха таврăнса йăнăш туманах эппин Владислав Ильин. Хăйĕн çемйипе ашшĕ-амăшĕн килне таврăннă та чăн-чăн çирĕп йăва çавăрнă! Икĕ хутлă кирпĕч çурт, илемлĕ сад, тĕреклĕ хушма хуçалăх - халĕ çаксене хулари тăватă кĕтеслĕ «читлĕхпе» улăштарĕ-и?! Мал ĕмĕтпе пурăнакан çемье йышĕ ăмсанмалăх пур: ашшĕпе амăшĕ, ывăлĕпе кинĕ, вĕсен пилĕк ачи!

Майăн 31 - июнĕн 1-мĕшĕсенче Оренбургра федерацин Атăлçи округĕн «Атăлçин ăнăçлă çемйи» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен чысне хÿтĕлекенсем шăпах ĕнтĕ Ильинсем пулчĕç. Тĕрлĕ регионран килсе çитнĕ 14 çемье тупăшнă ăмăртура чăваш çемйи «Ĕç династийĕ» номинацире мала тухрĕ. Унсăрăн пуçне Ильинсем уйрăмах хастар çемье валли жюри уйăрнă парнене тивĕçрĕç. Çемьепе çывăхрах паллашас, фестиваль тĕлĕшпе кăмăл-туйăмне ыйтса пĕлес шутпа çула тухрăм та ĕнтĕ Етĕрне районĕнчи Ирçе ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă яла.

Шăпа çырнинчен иртеймĕн

Владиславпа Лариса юлташĕсен туйĕнче паллашнă. Салтака кайса килнĕ, музыка училищинче вокал уйрăмĕнче вĕренекен каччă фотограф пулма кĕрĕшнĕ çав туйра. Яштака сарă каччă ташă вăхăтĕнче хĕрсен ушкăнĕнче сăпайлă кăна тăракан хура хĕре вальса чĕннĕ. Çыхăну техникумĕнче вĕренекен Лариса, ачаранах юрлама килĕштерекенскер, Владик ăçта пĕлÿ пухни çинчен пĕлсенех: «Манăн та музыкант пулас ĕмĕт пысăкчĕ», - тенĕ. Çаврăнăçуллă каччă хĕр чĕрине тупас шанăçа çухатмасăр: «Пырăр ман пата училищĕне. Хам кăштах урок паркалăп - студент пулатăрах!» - тенĕ.

Шăпа çырни-и ку - Лариса çыхăну техникумне пăрахса музыкăпа пĕлÿ паракан заведени студенчĕ пулса тăнă. Икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Кĕçех çут тĕнчене пĕрремĕш кайăк - Станислав - килнĕ.

- Ача чухне сасă вăйлăччĕ. Шкулта вăтам классенче вĕренме тытăнсан вăтанаттăм çын умĕнче юрлама - тĕрĕссипе, сасă хĕлĕхĕсене çавăн чухне аталантармалла пулнă. Училищĕри вĕрентекен Агриппина Иванова эпĕ ытла хăюсăр пулнине кура: «Санăн сăпка юрри кăна юрламалла капла», - тесе вăрçатчĕ. Чăн та, пĕрремĕш курсран урăх малалла вĕренеймерĕм: Стас хыççăн икĕ çултан Максим çуралчĕ. Çапла сăпка юрри шăрантарассинчен мала ÿстереймерĕм пĕлĕве, - çамрăклăхне ăшшăн кулса аса илет кил хуçи мăшăрĕ.

Владислав вара ку тĕнчене юрра-кĕвве туйма вĕрентмешкĕнех килнĕ тейĕн. Дипломлă специалист филармонире ĕçлеме тытăннă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче культура тытăмĕнчи шалупа çемьене тăрантарма йывăр пулнă. Пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес ыйту та кăткăс - ипотека меслечĕ ун чухнех сарăлса ĕлкĕреймен-ха. Çийĕнчен тата шалу та вăхăтра парайман. Çапла тĕвĕленнĕ те майĕпен яла куçса килес шухăш çамрăк арçын пуçĕнче. Чи кирли - Етĕрне хулинче çитĕннĕ мăшăрĕ, пĕтĕм услови пур хваттерте пурăннăскер, хуçалăх тытса пурăнма килĕшсе мăшăрĕн шухăшне ырласа йышăнни.

- Ĕне суса курнă тахçан - асанне вĕрентнĕччĕ. Чĕрчунсене юрататăп - çакă ялти пурнăçа хăнăхма пулăшрĕ. Икĕ ĕне тытнă вăхăтсем те пулчĕç, ирхине кĕтÿ яриччен сума хуняçапа тухаттăмăр. Атте-анне /мăшăрĕн чи çывăх çыннисене çапла чĕнет хĕрарăм. - Авт./ пурри лайăх: унта-кунта каймалла чухне килти хуçалăха вĕсене шанса хăваратпăр, - калаçăва тăсать Лариса Юриевна, пысăк çемьен кил ăшшине упраканĕ.

Ĕмĕтри костюмлă арçын хÿттинче

Владислав Африканович пирки вара «çемье генераторĕ» темелле-ши? Пултарулăхăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăракан çемьере кил хуçин пуçĕнче мĕнле те пулин çĕнĕ шухăш çуралсах тăрать. Тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнекен килйыш техника хатĕрĕсем ăсталассипе пуринчен ытла кăсăкланать. Кулибин вырăнĕнче - ашшĕ. Ильинсен картишĕнче урăх никам патĕнче курман механизмсем курса тĕлĕнетĕн. Утă пуçтарать-и, тавăрать-и, йăран купалать-и, ана сÿрелет-и - пĕтĕм агрегата хăйсен аллипе янтăланă. Хăшне валли - кивĕ сенĕк, хăшне - велосипед кустăрми хута кайнă, «катăк пуртă» пурнăçне çапла тăсаççĕ ăстасем.

- Пирĕн атте тутлă апат пĕçерме те маçтăр, çĕвĕ машини тытса наччасах шорттă та çĕлесе пама пултарать, - терĕ пĕрремĕш класс пĕтернĕ Маша.

- Сăр çине çемьепе кимĕпе ярăнма кайсан атте хатĕрленĕ тĕтĕмленĕ пулла çимесĕр таврăнмастпăр, - хушса каларĕ тăваттăри Дима.

Владислав Африканович пĕтĕм ĕçе ăнăçтарма пултарать тесен те ĕненетĕп. Акă анкартине тухрăмăр. Çимĕçсене шăварасси çуллахи кун мĕн чухлĕ вăхăта илет. Анчах пуç мимине çавăрттарма, ал-урана ĕçлеттерме юратакан арçын ку ĕçе те çăмăллатнă. Пăрăх тăрăх кашни тĕм, калча тĕлне юхса çитет шыв - ытлашши пуласран кнопка пусма кăна ĕлкĕр.

Хальхи вăхăтра ача-пăча ĕçе хăнăхмасăр ÿсни çинчен калаçнине час-час илтме пулать. Ахăртнех, ку енĕпе Ильинсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Акă вĕсен аслă ывăлĕ Стас картишĕнче тем кăштăртатать - юрă-кĕвĕ итлемешкĕн колонка тăвасшăн-мĕн. Техникăна юратасси ашшĕнчен ывăлĕсене куçни куçкĕрет. Механика-технологи техникумĕнче иккĕмĕш курс пĕтернĕ каччă - кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх. Етĕрнери гимназирен килес çул вĕренсе тухакан Максим акă Стаса кура çăмăл атлетикăпа туслашнă. Эпĕ пырса çитнĕ кун килте марччĕ вăл - республикăри çарпа патриотизм «Орленок» вăййисене хутшăнма Патăрьел тăрăхне кайнăччĕ.

Спорт тенĕрен, килĕшÿ хуçаланакан çак çемьере унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакна вĕсемпе кун пирки калаçичченех ăнкартăм: кил хапхи умĕнче - чăн-чăн спорт лапамĕ, унта тĕрлĕ тренажер вырнаçтарнă. Шăмшака çирĕплетмелли хатĕрсем пÿртре те чылай.

- Чăн-чăн пăхаттирсен хÿттинче иккен эсир, Лариса, - ăшшăн сăмах тăсатăп çакна курса кил хуçи мăшăрĕпе.

Хĕрарăм тем аса илсе йăл кулчĕ.

- Юлташ хĕрĕпе пĕрре ĕмĕтленсе ларатпăр. Вăл, православи тĕнне пăхăнса пурăнакан çемьере ÿснĕскер, пачăшкă хĕрĕ, Турра ĕненекен мăшăр лектĕрччĕ терĕ. Эпĕ костюмпа, галстукпа çÿрекен арçынна хампа юнашар курасшăн пулнине каларăм. Айвансем! Тата пĕр арçынпах ĕмĕр ирттермелле пултăрччĕ теттĕм - хам тăван мар аттепе ÿссе темĕн те курнă та. Турри илтрĕ пулĕ мана - чăннипех лайăх мăшăрпа тĕл пултарчĕ, - терĕ Лариса Владислав çине ăшшăн пăхса.

«Ĕненÿ йывăрлăхра пулăшатех»

Пачăшкă хĕрĕпе туслашсан Етĕрне хĕрĕ те чиркÿ енне çул такăрлатма пуçланă. Тĕрĕссипе, ача чухнех пурнăç тĕшшине шыраса хуравсăр ыйтусемпе асапланнă. Малтанах пысăк уявсенче кăна таса çуртра çурта çутнă Лариса. Каярах йывăр самантсенче чун канăçлăхне шыраса чиркĕве васканă.

- Пурнăçăмра нимĕнпе ăнлантарма çук тĕлĕнтермĕшсем чылай пулнă. Пĕррехинче виççĕмĕш ывăлăм Леня, ун чухне вăл тăхăр уйăхраччĕ, вăйлă чирлерĕ. Реанимаци уйрăмнех вырттарчĕç. Тухтăрсем операци тăватпăр терĕç, анчах вăл ăнăçлă иртесси иккĕленÿллĕччĕ. Пăшăрханнипе çÿçĕм икĕ-виçĕ кун хушшинче шуралма тытăнчĕ. Владимир Турă амăшĕн сăнĕ умĕнче хам мĕн вăхăт хушши кĕлĕ тунине сисмен те - медсестра операци вĕçленнине, вăл ăнăçлă иртнине савăнса пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн ĕненÿ йывăрлăхра пулăшнине епле шанмăн? - асаилÿ авăкне путрĕ чунлă хĕрарăм. - Эпĕ ытларах чухне Чирĕккассинчи службăна çÿреттĕм. Пĕррехинче вара Ирçери чиркĕве кĕтĕм те - матăшкă юрланине ытараймасăр итлерĕм. «Манăн мăшăр музыкант. Хăçан та пулин çакăнта юрлатех ĕнтĕ вăл», - хампа хам калаçнăн пуплерĕм çавăн чухне. Çакна илтнĕ матăшкă прихутра юрлакансем çукраххи çинчен каларĕ. Каярах вăл Александр аттене ман сăмахсене пĕлтернĕ курăнать, пире иксĕмĕре те юрлама чĕнчĕç. Çапла темиçе çул ĕнтĕ вырсарникунсерен Ирçе чиркĕвне çÿретпĕр. Халĕ ĕнтĕ Владик та тĕн çине урăхларах куçпа пăхать, вăл чуна тасатнине ĕненет. Ăстăнпа хатĕрленсе çитсен венчете те тăтăмăр.

«Кĕрешмелле, шырамалла, тупмалла...»

- Общество пурнăçне çав тери хастар хутшăнатăр. Районти уявсенче кăна мар, республикăри, унăн тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятире пуçарулăх кăтартатăр. «Атьăр, хутшăнар» текенни эсир пек туйăнать, - Владислав Африканович çине пăхса сăмаха малалла тăсатăп.

Вăл ман шухăш тĕрĕссине систерсе йăл кулать те ума тем хулăнăш портфолио кăларса хурать. Кам мĕнпе кăсăкланни, мĕнлерех çитĕнÿсем туни - йăлтах çак тĕркере. Паллах, культура тытăмĕнче ĕçленĕрен /хальхи вăхăтра - Ирçери культура аталанăвĕн тата библиотека ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ/ Владислав Африканович сисмесĕр районта пĕлтерĕшлĕ пĕр мероприяти те иртмест.

- Юрă-ташă конкурсĕсене яланах хутшăнатпăр. Пушкăртстанра иртнĕ «Шăпчăк сасси - 2005» конкурсра I степень дипломне тивĕçнĕччĕ, тĕслĕ телевизор парнелесе хавхалантарчĕç. «Кĕмĕл сасă» фестиваль дипломанчĕ те пултăм пĕр çулхине. Çемьесен конкурсне хутшăнма сĕнсен те çапла хирĕçлемерĕмĕр. Вăл пулса иртиччен Етĕрне тăрăхĕнче «Сăпка юрри - пепкем валли» конкурс йĕркелерĕç. Унта малти вырăна йышăнтăмăр та... - кайрĕ вара! Республикăра иртнĕ «Çулталăк çемйи - 2014» финалĕнче пирĕн çемье пултарулăх енчен маттуррисен йышне лекрĕ. Май уйăхĕнче федераци Атăлçи округĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлемелле пуласси çинчен хыпарларĕç, - каласа кăтартнă май компьютер çутса Оренбургра иртнĕ чаплă конкурс-уява пĕрле пăхма сĕнчĕ кил хуçи.

- Хатĕрленме вăхăт та пулмарĕ. Сцена çине тухас умĕн питĕ хумхантăмăр. Акă Чăваш Ен делегацине йыхравлас самант çитрĕ те видеозаставка ячĕç: республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов депутат çемье институтне аталантарасси çинчен калаçать. «Малалла, чăвашсем!» - терĕ сăмахне вĕçленĕ май. Çакă вăй кĕртрĕ те - çухалса каймарăмăр. Зал тăвăллăн алă çупни халĕ те хăлхара, ертÿçĕсем пирĕн çинчен «çав тери позитивлă çемье» терĕç. Жюри председателĕпе Валентина Терешковăпа фойере уйрăммăн тĕл пултăмăр, ăна эпир хамăр ăсталанă çемье талисманне парнелерĕмĕр. Пĕр сăмахпа, çулçÿрев ырă асаилÿсем кăна хăварчĕ, çакăн пек пысăк йышпа хамăр тĕллĕн ун пек çĕре тухса курайăттăмăр-и? - кăмăл-туйăм ырă тыткăнĕнчех-ха «Кĕрешмелле, шырамалла, тупмалла» девизпа пурăнакан Ильинсем.

Çак çулçÿреврен юлнă çĕкленÿлллĕ туйăм вара çемьене малашнехи çитĕнÿсем патне çул хывма хавхалантартăрччĕ. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕпе саламланă май Петрпа Февронийăнни пек таса та ĕмĕрлĕх юрату сунатпăр пултаруллă мăшăра. Çак туйăм ăруран ăрăва куçса пырсан Ильинсен тĕслĕхĕ математика прогрессийĕпех сарăлĕ.

Ирина ПУШКИНА

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.