Укçа куçарманнисемшĕн ыйту тухса тăмĕ-ши?
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти "ФРОСТО" общество коллективĕпе тĕл пулчĕ, завод туса кăларакан таварпа паллашрĕ.
- Эсир вăй хуракан предприяти иртнĕ çулсенче чикĕ леш енчен тимĕртен продукци хатĕрлекен технологи оборудованийĕ, йăлара усă куракан машинăсем валли комплектсем илсе килнĕ, - терĕ. - Европăри патшалăхсем Раççей тĕ-лĕшпе пирĕн экономикăна йы-вăрлăха кĕртекен санкци йышăннăранпа сирĕн те çĕнĕ çулсем шырама тиврĕ. Çĕр-шывра кăçал тавар туянаслăх шайĕ чакнă. Çак ыйту эсир тăрăшакан общество умне те тухса тăнă. Çапах та сирĕншĕн çивĕчех мар. Предприяти умĕнче йывăрлăх пуррине туятăр-и?
- Пысăк чăрмавсенех курмастпăр, - терĕ пĕри Михаил Васильевич ыйтăвне хуравласа.
- Республикăри общество-политика тăрăмĕ йĕркеллĕ, - калаçăва тăсрĕ М.Игнатьев. - Чăваш Енре пурăнакан вăйпитти çынсенчен ытларахăшĕн ĕç вырăнĕпе тупăш çăлкуçĕ пур, çынсем мĕн кирлине туянаççĕ. Кĕскен - ырлăх-пурлăх тăваççĕ. Çак ăнтăлу общество-политика тăрăвĕ ла-йăххине çирĕплетет.
Шупашкар халăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăвакан ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Шкул çулне çитичченхи ачасене садике вырнаçтарас ыйтăва кăçал туллин татса парассине, тĕп хулари картишсен 70% юсанине палăртрĕ.
- Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнетесси çинчен калаçаççĕ, - терĕ. - Ку ĕçе тума республикăра çуллен млрд тенкĕрен сахал мар пуçтармалла. Çапла çеç эпир кивĕ çуртсене çĕнетмелли программăна пурнăçлăпăр. Шел те, хальлĕхе нумай çемье тĕрлĕ сăлтава пула, вăл шутра обществăн хăшпĕр деятелĕ хĕ-тĕртнĕрен, пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсамалли фонда укçа куçарма пуçламан-ха. Ку - Раççей Федерацийĕн саккунне пăсни.
Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесовпа пĕрле харпăр хăй пурăнакан çуртпа, тĕп хулари автотранспорт маршручĕсемпе, ыттипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. М.Игнатьев тĕлпулу хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕ:
- Паян çĕршыври çеç мар, чикĕ леш енчи предприятисемпе ăнăçлă тупăшса ĕçлекен, паха продукци туса кăларакан обществăра пултăм. Çакнашкаллисем республикăра нумай. Эпĕ вĕсен коллективĕсемпе ертÿçисене ÿсĕм çулĕпе малалла ăнтăлнăшăн тав тăватăп. Патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн çĕнĕ производство йĕркелекеннисене тупăшран, пурлăхран тытакан налукран 5 çула хăтаратпăр. Вĕсемшĕн патшалăх енчен ытти çăмăллăх пур. Хальхи вăхăтра пирĕн 9 предприяти Раççей шайĕнче хыснаран пулăшу илет.
Шупашкарти Калинин районĕнчи И.Франко урамĕнчи пурăнмалли 14-мĕш çурта тĕп-рен юсассине еплерех йĕркеленипе кăсăкланчĕ. Подряд организацийĕ - "Стройцентр" общество. Унпа çирĕплетнĕ килĕшÿре юсава июлĕн 8-мĕшĕнче пĕтермелле тесе çырнă. Анчах ООО ĕçе пуçланă çеç-ха. Журналистсене ку мар, урăххи тĕлĕнтерчĕ: çак çуртра пурăнакансем пĕлтĕрхи декабрьтен пуçласа паянхи кунччен çÿлте асăннă фонда хывнă укçа тÿпи 49,3% кăна танлашать. "Хăйсен çуртне юсаççĕ пулин те кĕмĕл куçармаççĕ", - куç харшисене сиктерсе илчĕç телерепортерсем.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан юсава мĕнлерех пурнăçланипе паллашрĕ. Кунта пурăнакансем унпа çыхăннă вун-вун ыйту пачĕç. Вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хуравларĕ.
М.Игнатьев К.Маркс урамĕнчи пурăнмалли 51-мĕш çуртра та пулчĕ, унта пурăнакансемпе калаçрĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ. Рейда пĕтĕмлетсе республикăри нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсас ĕçе çапла хакларĕ:
- Юсав графикпа ки-лĕшÿллĕн пырать. Пурăнмалли 200 яхăн çурта кăçал юсама тĕллев лартнă. Пĕлтĕр çĕнетме пуçланисене кăçал йĕркене кĕртсе пĕтерĕпĕр. 2015 çулта юсаса пĕтереймен çуртсенче ĕçе килес çул вĕç-лĕпĕр. Юсав валли бюджетра укçа пăхса хăварнă. Патшалăх хваттерсенче пурăнакансен умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Анчах республикăри чылай çемье пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсамалли фонда уйăхсерен укçа кирлĕ чухлĕ хывмасть. Çавна пула вĕсен умĕнче пурăна-киле чăрмав тухса тăрать. Фонда нухрат туллин куçарнă çемьесен çурчĕсене маларах юсĕç. Калăпăр, манăн çемье пурăнакан çурта çитес 5 çул хушшинче тĕпрен юсаманнине пĕлетпĕр пулин те укçа туллин хыватпăр. Паллах, ăна ытти çурта юсама яраççĕ. Пирĕн коммуналлă хуçалăх е патшалăх тĕлĕшпе нимле ыйту та çук.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментировать