Паян - ĕнерхинчен...

20 Фев, 2014

Ĕнер республикăра Информаци кунĕ иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «ЧЭТА» общество коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Ку предприятие 2009 çулта çеç йĕркеленĕ пулин те производствăн çĕнĕ корпусĕсемпе администраци çуртне хута янă. М.Игнатьев завод туса кăларакан электрооборудованипе паллашрĕ. Ăна «Газпром», «Транснефть» обществăсене, хими, металлурги, электроэнергетика предприятийĕсене сутаççĕ. Пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 33,4% нумайрах ăсатнă.

Кунта 127 çын вăй хурать. Уйăхри вăтам ĕç укçи - 60,9 пин тенкĕ! Ĕненменнипе рабочипе калаçрăм. «Хĕрĕх-аллă пин тенкĕ параççĕ, - хуравларĕ электрошкап пухаканни. - Корпуссенче ăшă, кăнтăрла предприятирех апатланатпăр, ĕç тивĕçтерет, кăмăл çĕкленÿллĕ». Чăваш Ен Пуçлăхĕ электроаппаратура пуçтаракансемпе калаçрĕ. Вĕсем ĕç укçи тивĕçтернине палăртрĕç. «ЧЭТА» компани йышĕнче тата 3 общество: «Искра НКУ», «ЭНИ», «ЭГИ». Компанире 300 яхăн çын ĕçлет. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕн çавнашкал заводра вăй хурасса ĕмĕтленме кăна тивет.

Михаил Игнатьев инженерсемпе рабочисене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин пĕлтĕрхи апатланăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Федераципе республикăн социаллă мĕн пур программи пурнăçланнине, вĕсене малалла тăснине пĕлтерчĕ. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкул çулне çитичченхи ача-пăчана садиксемпе тивĕçтерес, пурăнмалли çуртсен картишĕнчи çул-йĕре асфальт сарас ĕç еплерех пыни çинчен каларĕ.

Ытти ыйту чылай пачĕç. Пĕри энерги перекетлекен электролампăсен каяш вырăнне пĕлесшĕн пулчĕ. «Юрăхсăра тухнисене Шупашкарти «Меркурий» общество пухать», - пулчĕ хурав. Иккĕмĕшне Çĕрпÿ районĕнчи «Богатырь» совхозран юлнă пурлăх шăпи пăшăрхантарчĕ. Патăрьел ял администрацийĕ выльăх витисене, ытти объекта, клуб çуртне сутнă. Çынсем ĕç вырăнĕсĕр. Çак ыйтăва пăхса тухасчĕ», - ыйтрĕ вăл.

М.Игнатьев Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Артамоновпа телефонпа çыхăнса ăна тишкерме шантарчĕ. Виççĕмĕшĕ тĕп хулари ача-пăчан 2-мĕш музыка шкулĕ вырнаçнă пурăнмалли çуртпа çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. «Ачасем пĕрремĕш хутра баян, фортепьяно калаççĕ - сасă иккĕмĕшпе виççĕмĕш хутсенче пурăнакансене канăçсăрлантарать. Шкула урăх çурта куçарма çук-ши?» - кăсăкланчĕ вăл.

«Кăçал 2-мĕш шкул валли çурт хăпартма хыснара укçа палăртман», - хуравларĕ хула пуçлăхĕ. Сăмах май, ăна Сĕнтĕрвăрри çулĕ шăтса-путса автотранспорта çÿреме юрăхсăрланнă пирки сăмах тиврĕ.

Михаил Игнатьев тикĕс мар çулсем автомобилистсене инкек кÿнине пытармарĕ. «Çулсене юсама, шăтăк-путăка саплама пĕлтĕр Чăваш Ен Çул-йĕр фондĕнче 2,7 млрд тенкĕ пухрăмăр, - терĕ. - Ăна çулсене çĕнетме, вĕсене пăхса тăрассипе çыхăннă ытти ыйтăва татса пама янă».

М.Игнатьев ыйтусене хуравласа алкоголь продукцийĕн çаврăнăшĕ çинчен калакан саккуна пăснăшăн 4 лавккаран эрех сутма ирĕк паракан лицензи туртса илес ыйту тăратассине, Атăл леш енчи поселоксене газ кĕртес тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе малалла тăсассине, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи Çĕнĕ хулара 2 садикпе шкула хута ярассине пĕлтерчĕ. «Кăçал республикăри ачасен сывлăхне çуллахи каникул вăхăтĕнче çирĕплетмелли çĕнĕ çурт çĕклеме палăртман, - терĕ вăл. - Çапах та ачасене çав учрежденисене ямашкăн путевка уйăрмалли йĕркене ансатлатрăмăр. Ашшĕ-амăшĕ ăна илнĕ чух черетре иртнĕ çулсенчи пек нумай тăмарĕ».

Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар маршрутпа куллен ĕçе çÿрекенсем Питтукассинчи йăлари хытă каяш вырăнĕн пуласлăхĕпе кăсăкланчĕç. «Унăн пуласлăхĕ çук, - хуравларĕ Михаил Игнатьев. - Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи хытă каяш полигонне ĕçе кĕртсенех ăна хупатпăр».


Юрий МИХАЙЛОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.