Ярмăрккара та пулчĕ, комплекс та уçрĕ

7 Июл, 2015

Июлĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăрккинче тата Çĕрпÿ районĕн ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра - пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Çĕрпÿ район ертÿлĕхĕ хутшăнчĕ.

Михаил Игнатьев ярмăрккăра алĕç ăстисен тата ялхуçалăх куравĕсемпе, ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ этнографи картишĕсемпе паллашрĕ. Ун хыççăн «Юпа» лартса Акатуй праçникне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх, районшăн пĕлтерĕшлĕ икĕ уяв - Тихвин ярмăркки тата Акатуй - наци культурипе историне, чи лайăх йăли-йĕркине упраççĕ. Çакнашкал мероприятисем ачасене тăван тăрăха, ашшĕ-амăшне юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ.

«Эпĕ ларма-канма пĕлмесĕр уй-хирте, килти хушма хуçалăхра вăй хуракан, тухăç чылай туса илекен çĕр ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Ял çыннисен тĕп тивĕçĕ паян - выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлесси. Май килнĕ таран ăна икĕ çуллăх саппас та янтăламалла. Тырпула пухса кĕртмелли вăхăт та çывхарать. Ăна та тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмелле. Ĕçе чунтан юратни лайăх кăтартусем тума май парать», - терĕ вăл. Михаил Игнатьев çавăн пекех пухăннисене 2015 çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Аслă Çĕнтерÿ Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăха туслаштарнине палăртрĕ. Çĕрпÿ районĕн маттур та хастар çыннисене наградăсем, сертификатсем, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕсене пачĕ.

Кăçал Тихвин ярмăркки июлĕн 2-5-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта республикăри 40 ытла общество апатланăвĕн предприятийĕ хутшăнчĕ. Раççейри 10 регионта пурăнакансем хăйсен сувенир продукцийĕпе халăх промыслисен ĕçĕсене тăратрĕ. Ярмăрккăна Мари, Мордва, Тутар республикисен, Владимир, Чулхула, Тула, Чĕмпĕр облаçĕсенчи алĕç ăстисем хутшăнчĕç.

Чулхула облаçĕнчи Полоховский Майдан салинче пурăнакан Любовь Полина каласа панă тăрăх - вĕсен çемйи 60 çул ытла ĕнтĕ Тихвин ярмăрккине çÿрет, йывăçран ăсталанă матрÿшкесене, шăхличсене тата ытти сувенира сутать. Иваново облаçĕнчи Кинешмăри Виталий Прокопюк мастер вара кунта пĕрремĕш хут. Вăл Тихвин ярмăркки пирки пĕрре кăна мар илтнĕ-мĕн, кăçал вара хурăнран, çăкаран тата ытти йывăçран ăсталанă савăт-сапа илсе килчĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев Çĕрпÿри «Солнечный» суту-илÿ комплексне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Çак пысăк комплекс апат-çимĕç, «Тетте» лавккасене, аптекăна, кафене тата ача-пăча кафине пĕрлештерет. Михаил Васильевич Çĕрпÿ хули аталансах пынине, çĕнĕ çуртсем, ача сачĕсем хута кайнине палăртрĕ. Сăмах май, суту-илÿ комплексĕ «Южный» çĕнĕ микрорайонта уçăлчĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Михаил Игнатьев суту-илÿ комплексĕпе, тавар ассортименчĕпе паллашрĕ.

С.ИВАНОВА

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.