Кросс чупнă чухне ачалăхăм аса килет
«Кросс - спортăн чи илĕртÿллĕ тĕсĕсенчен пĕри. Кросс чупма питĕ интереслĕ, яка çулпа чупассинчен кăткăсрах вăл. Айлăмлă-тĕкĕмлĕ, пылчăклă-кÿлленчĕклĕ трасса çинче чупнă чухне ачалăха аса илетĕн. Куракансем те килĕштереççĕ кроса», - тет Чăваш Енри чи маттур кроссмен Александр НОВИКОВ. Вăл - кросс чупассипе Раççей чемпионĕ тата çĕршыв кубокĕн çĕнтерÿçи. Ку - 20-ри спортсменăн кăçалхи чи пысăк çитĕнĕвĕсем. Нумаях пулмасть вăл 10 пин метрлă дистанцие чупас енĕпе иртнĕ çĕршыв ăмăртăвĕнче «бронзăпа» пуянланчĕ. Шупашкарта иртнĕ турнир хыççăн курса калаçрăмăр унпа.
- Спортсмен пурнăçĕ - вĕçленми тренировка теççĕ. Эсĕ те вăхăтна стадионта ирттеретĕн пулĕ? Олимп резервĕсен училищин студенчĕн кун йĕркипе паллаштар-ха.
- Йăлана кĕнĕ тăрăх эпир 7 сехетре тăратпăр. Ирхи ĕç-пуçа вĕçлесен 9 валли тренировкăна тухатпăр. 1,5 е 2 сехете тăсăлать вăл. Унтан училищĕре занятисем пуçланаççĕ. Каникул вăхăтĕнче кăшт пушăрах паллах. Ăмăртусенче пулнăран вĕренÿрен юлса пыма тивет. Çавăнпа каникул вăхăтĕнче те кану пирки манатпăр. Каçхине каллех тренировкăна. Ытларах чухне «Олимпийский» стадионта е Лакрей паркĕнче хатĕрленетпĕр. Унта çÿреме пире çывăхрах. Вăрăм дистанцисене - Берендей вăрманĕнче, хĕлле урамра чупатпăр.
- Апла-тăк санăн савнипе уçăлса çÿреме те вăхăт çук?
- Сахалрах çав. Пĕр-пĕр ăмăртăва хатĕрленмелле пулсан - пушшех. Çапах спортсменсен те пушă вăхăт çук мар. Хĕр тусăмпа залив хĕрне уçăлма тухма темиçе сехет те пулин тупатăпах. Ытти чухне вара кĕнеке вулама юрататăп, компьютер умĕнче ирттеретĕп. Машина та тимлĕх ыйтать.
- Спортсменсен пур апата та çиме юрамасть теççĕ, хăшĕ-пĕрне пачах тутанса пăхма чараççĕ. Санăн ку енĕпе еплерех? Юратнă çимĕçсем те пур пулĕ-ха?
- Ăмăртуччен 2-3 кун маларах сĕтрен хатĕрленĕ апат-çимĕç, юр-вар çиме юрамасть пирĕн. Ытти чухне уйрăмлăх çук. Сиенлисене кăна çимелле мар. Плов, кăшман салачĕ юрататăп. Училище столовăйĕнче питĕ тутлă пĕçереççĕ. Унти апат техĕмлĕ те сывлăхшăн усăллă.
- Эсĕ кăçал кросс чупса Раççей чемпионĕн тата çĕршыв кубокĕн çĕнтерÿçин ятне тивĕçрĕн. Саншăн - пысăк та пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсем. Тата мĕнле ăмăртусене хутшăнтăн юлашки вăхăтра? Медальсемпе пуянлантăн-и?
- Яланхи пекех кашни çул темиçе турнир стартне тухатăп. Хальхи вăхăтра эпĕ çамрăксен ушкăнĕнче тупăшатăп, çав вăхăтрах арçынсемпе те вăй виçетĕп. Хĕлле, ак, Раççейри юниорсем хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура 3 тата 5 километрлă дистанцисенче 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Анчах Сочири турнирта 12-мĕш пултăм. Унта эпĕ арçынсемпе кĕрешрĕм паллах.
- Ăмăртăва хутшăнни уй урлă çуран утса тухнă пекех туйăнать - ывăнтарать. Турнирсенче пĕтĕм вăй-хална шеллемесĕр тупăшнă хыççăн канас килет пулĕ?
- Пирĕншĕн канмалли тени диван çинче выртмалла тенине пĕлтермест. Турнир хыççăн ытларах чухне 2-3 кун çăмăллăн чупатăн та тепĕр хут вăй илетĕн. Чупасси маншăн пĕрре те йывăр мар - юратнă ĕç. Ĕçе юратса тусан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать.
- Спортсмен пулнă май санăн хамăр çĕршыври тĕрлĕ хулана, тĕрлĕ çĕршыва çитсе килме тивет. Ăçти вырăнсем сана уйрăмах илĕртрĕç?
- Чăн та, Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те пулса курнă эпĕ. Португалире сборта пулнăччĕ. Унта 3 эрне пурăннăран курса çÿреме тÿр килчĕ. Хăйнеевĕрлĕ çĕршыв, çыннисем те раснарах. Сербире те, Испанире те килĕшнĕччĕ мана. Паллах, пирĕннинчен уйрăлса тăраççĕ унти вырăнсем. Курса çÿреме юрататăп, экскурси тесен пĕтĕм ĕçе пăрахатăп. Çÿреме хăнăхнă, ывăннине туймастăп. Çапах та пирĕншĕн тăван хуламăртан - Шупашкартан - илемлĕреххи çук.
- Хăш регион спортсменĕсемпе старта ытларах тухатăн?
- Пуринпе те. Орел облаçĕн, Пушкăрт Республикин, Новосибирск, Ижевск спортсменĕсем питĕ вăйлă пулнине палăртас килет. Эпĕ вĕсемпе пĕрре мар вăй виçнĕ. Сборсенче вара çĕршыври паллă спортсменсемпе хатĕрленетĕп. Тĕрлĕ дистанцисене чупас енĕпе ăста атлетсемпе Валентин Смирновпа, пĕртăван Рыбаковсемпе, Егор Николаевпа старта темиçе хут та тухнă. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкарта иртнĕ командăсен чемпионатĕнче çĕршыв чысне хÿтĕлесе чемпионсем пулса тăчĕç. Раççей чемпионĕнчен Ильгизар Сафиуллинран та тĕслĕх илмелли нумай.
- Шупашкар районĕнчи Йăршу ялĕнче çуралса ÿснĕ, Атайкасси шкулĕнче вĕреннĕ чухне-и спортпа туслашнă?
- Манăн атте спортпа туслă. Чукун çул çинче ĕçленĕрен тĕреклĕ те вăйлă пулмалла унăн. Ăна курах пулĕ эпĕ те 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне спорт секцине çырăнтăм. Анчах ытти ачасем пек футболла выляма юратмастăм, халĕ те командăпа вылямалли вăйăсене килĕштерместĕп. Ача чухне мана уйрăмах чупма килĕшетчĕ. Физкультура учителĕ Николай Афанасьевич Беляков вĕрентсе пычĕ. Анчах малтанлăха лайăх кăтартусемпе палăраймарăм, çавăнпа пысăк ăмăртусене хутшăнтармастчĕç. Пĕррехинче мана Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ республика кросне илсе кайрĕç. Унта та ăнсăртран лекрĕм тесен юрать - пĕри чирлесе ÿкрĕ. Телее, хам ÿсĕмрисен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Ун чухне мана РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов асăрхарĕ, Олимп резервĕсен училищине вĕренме килме сĕнчĕ. 7-мĕш класс хыççăн унта вĕренме куçрăм. Çапла вара 2009 çултанпа - кунта эпĕ.
- Хăвăн наставникна аса илтĕн. Çирĕп ыйтакан тренер теççĕ ун пирки.
- Çапла. Атте вырăнĕнчех вăл. Пире тĕрĕслесех тăрать. Вăл мĕн каланине ăша хывма тăрăшатăп. Çав вăхăтрах вăл пире шанать: яланах пирĕнпе юшашар пулаймасть-çке. Ун ушкăнĕнче эпĕ асли пулнăран тренера нумай пулăшатăп. Тренер çук чухне кĕçĕннисене ăс паратăп. Вăл хăйĕн хÿттине 15 çынна илнĕ, унччен тата нумайрахчĕ. Пирĕн ушкăнра пултаруллă яшпа хĕр сахал мар. Тĕслĕхрен, çамрăк спортсменка Лариса Семенова Раççейри ăмăртусенче палăрма пуçларĕ, Владимир Попов - спорт мастерĕ, çамрăксен хушшинче çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçрĕ. Ушкăнра манăн ентешсем те пур. Калăпăр, Атайкасси шкулĕнче вĕреннĕ Александр Данилов та В.Давалов патĕнче ăсталăха туптать.
- Кашни спортсмен Олимпиада пирки ĕмĕтленет...
- Эпĕ те. Çак ĕмĕтпех çуралнă тесен те йăнăшас çук. Паянхи тĕллев вара - кăтартусене лайăхлатса пысăкран та пысăк ăмăртусене хутшăнасси. Кăçал, акă, октябрьте кросс енĕпе иртекен çĕршыв чемпионатне парăнтарма тĕллевлĕ. Унта ăнсан, тен, Европа чемпионатне лекĕп.
- Санăн пухмачра - вун-вун награда. Пĕрремĕшĕ уйрăмах асра юлнă пулĕ?
- Наградăсен шучĕ - 60 яхăн. Вĕсем атте-анне килĕнче упранаççĕ. Пирвайхи медале çакнине халĕ те манаймастăп. Ун чухне пирĕн шкулта районти вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче эстафета ирттернĕччĕ. Ку ăмăртура пирĕн шкул команди мала тухрĕ. Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ республика турнирĕнче иккĕмĕш медаль çĕнсе илтĕм.
- Эсĕ тĕрлĕ дистание чупассипе ăста...
- Малтанлăха эпĕ 800 метрлă дистанцисене чупаттăм, халĕ - 5-10 км. Кĕске дистанцисене чупма юратмастăп, кăтартусем япăхрах. Вăрăммисем лайăхрах пулаççĕ, çавăнпа малашне çурма марафон, каярах марафон чупса пăхас килет.
- Чылай спортсмен карьерăна вĕçлесен хăнăхнă çулпах утасшăн. Эсĕ вара хăвăн малашлăхна палăртса хунă-и?
- Училище хыççăн физкультура енĕпех аслă шкула вĕренме кĕме тăрăшăп. Вĕрентекен е тренер пулас килет: хамăн ушкăна пухма тĕллевлĕ. Анчах паянхи ачасене спорта явăçтарма çăмăл мар. Вĕсене хавхалантарма пĕлмелле, хăвăн тĕслĕх кăтартмалла.
Андрей МИХАЙЛОВ
калаçнă
Комментировать