Маларах çитĕнекенни - тупăшлăрах
Куславкка районĕнчи Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ юлашки çулсенче тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерсе пĕтĕм республикăна тĕлĕнтерет. Купăста уявĕ çинчен халĕ кÿршĕллĕ регионсенче те аван пĕлеççĕ. Пусă çаврăнăшĕнче çĕр улми те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
- Василий Николаевич ир пулаканнине çитĕнтерсе пысăк опыт пухрĕ, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Алексей Андреев. - Çĕр улми туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем юлашки çулсенчи çанталăк условийĕсене пăхмасăр кăçал та лаптăксене чакарасшăн мар - 850-900 гектартан кая пулмĕ.
Ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕпе Тамара Аликовăпа В.Семенов фермер хуçалăхне çитрĕмĕр. Василий Николаевич тунă çитĕнÿсемпе лăпланмасть: çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртесшĕн, урăх отрасле те çул парасшăн. Çавăнпа хăйĕн хуçалăхне ывăлне Ивана шаннă. Ăслăлăх тата практика енчен ăна пулăшса пыратех паллах. Иван Васильевич - ĕç тăвакан тата тытăнакан фермер вырăнĕнче. Мускавра аслă пĕлÿ илнĕ, вĕреннĕ вăхăтра Красноярск крайĕнче практикăра пулнă.
Иван СССР арканнă хыççăнхи куçăмлă саманара çитĕннĕ çĕнĕ ăру çынни, çавăнпа пурнăç çине хăйне евĕр урăхла пăхать, çĕнĕлле шухăшлать. Çивĕч те витĕр ăслăскерпе калаçма питех те интереслĕ. «Малашне шăпах çакнашкал фермерсем кирлĕ», - шухăшлатăп ăшăмра.
- Атте хуçалăха 1999 çулта регистрацилерĕ. Ун чухне эпĕ саккăрта çеç пулнă, - аса илчĕ И.Семенов пулас çĕр ĕçченĕн шухăш-кăмăлĕ пĕчĕклех епле çирĕпленме тытăннине палăртса. - Василий Николаевич хуçалăха çулсерен епле аталантарса пынине сăнанăран, çак ĕçе вăй çитнĕ таран хам та хутшăннăран çĕр çинчех укçа тума пултарнине лайăх ăнлантăм. Хам тĕллĕн нухрат ĕçлесе илес килетчĕ.
Малтанах пуçласа яма йывăрччĕ, пурлăх никĕсĕ пулман. Трактор та, машина та çук. Ун чухне кредитсем паман-ха. Çавăнпа çынсенчен кивçен илеттĕмĕр. Кăштах та пулин тупăш илни савăнтаратчĕ, аталану çулĕ çине тăнине туяттăмăр.
Мускавран таврăннăранпа икĕ çул çитсе пырать, фермер ĕçне пĕчĕккĕн хăнăхатăп. Эпир халĕ производствăна урăхларах йĕркелеме тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев - çĕнĕ технологисемпе анлă усă курса сахал йышпах ĕç тухăçлăхне, продукци калăпăшне ÿстересси. Совет тапхăрĕнчи пек, 30-40 çул каяллахи евĕр ĕçлеме юрамастех.
Ашшĕ Василий Николаевич купăста çитĕнтерессипе тăрăшса ĕçленĕ. Иван Семенов вара çĕр улми отрасльне аталантарасшăн, уйрăмах ир пулаканнине. Сăлтавĕсене уçăмлатрĕ.
Иван Васильевич пĕлтĕр теплицăри пĕтĕм ĕçе хăй йĕркеленĕ. Купăста туса илесси кăткăс пулнине лайăх ăнланнă. Çын ытларах кирлĕ, тăкакĕ те нумайрах. Пĕтĕмпе тенĕ пекех алă вăйĕпе пурнăçламалла. Çум курăкпа хими препарачĕпе кĕрешме май килмест. «Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче пачах урăхла: механизаципе анлă усă курма пулать.
Сорта суйлама пĕлмелле. Комбайн пулмасан юларах çитĕнекеннин лаптăкне пысăклатма кирлех-ши? Йĕпе-сапана пула инкек тÿсетĕн çеç. 2012, 2013 çулсенчи кĕре аса илер-ха. Нумай хуçалăх шар курчĕ.
- Çавăнпа та эпир хальлĕхе ир пулаканнине çеç лартатпăр. Ăна çанталăка кура утă уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче кăларма тытăнатпăр, 2-3 эрнере ĕçе вĕçлетпĕр. Мĕн енчен тивĕçтерет-ха пире çак çĕр улми? - тет çамрăк фермер. - Лайăх çанталăкра типĕ тухать. Хакĕ те пур. Хуçалăх кассине тупăш кĕрет. Ку таранччен Импала, Ред Скарлетт сортсемпе ĕçленĕ. Импала эрне маларах çитĕнет, анчах тухăçĕ пĕчĕкрех. Ред Скарлетт кăшт каярах пулса çитсен те тухăçĕпе савăнтарать. Малтан - пĕрне, унтан теприне кăларса пухнăран халăха кулленех ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Малашне тата лайăхрах сортлă çĕр улми лартса пăхасшăн. Вĕсене сăнасах тăмалла.
Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни И.Семенова та шухăшлаттарать. Пахалăхшăн кĕрешни, ăна лайăхлатсах пымалли тĕп вырăнта пулмаллине аса илтерсех тăрать вăл тет.
- Халăх халĕ пуянрах. Лавккара çимĕç килограмĕ 10 е 13 тенкĕ тăрсан та 3 тенке шута хумасть. Ĕлĕкрех йÿннине шыратчĕç, халĕ - пахараххине, тасараххине, шултрараххине, - тет Иван Васильевич. - Хамăрăн продукци лайăххине çирĕплетме «Семеновское» логотип тăвасшăн. Пур фермер та пĕрешкел технологипе çитĕнтермест вĕт, анчах пурин те рынокра хăйĕн пахча çимĕçне тупăшлă вырнаçтарас килет.
Хуçалăха ăнăçлă аталантарас тесен коллектив çирĕплĕхĕ, пĕр-пĕрне ăнланни, йĕркелĕх кирлĕ. Халăха чи малтан ертÿçĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Çавăншăн тăрăшать те пуçаруллă та пултаруллăскер.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментировать