Çĕр хутшăнăвĕсене коррупци ан çулăхтăр
Эрне кун Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕ енĕпе ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем канашлăва пуçтарăнчĕç. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ.
- Çĕр ресурсĕсем регионсен социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕнче тата инвестици хывас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнаççĕ, - терĕ вăл. - Вĕсем ял тăрăхĕсен пурнăçне те пысăк витĕм кÿреççĕ. Пасар хутшăнăвĕсене пула çынсем улшăнаççĕ. Обществăна усă кÿме тĕллев тытнă предпринимательсем бизнеса аталантарасшăн. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри вăйра тăракан саккунсене пăсса укçа çăмăллăн тăвасшăн. Çĕр хутшăнăвĕсем федерацин Атăлçи округĕнчи кашни регионтах кăткăс. Субъектсен экономики аталанать. Агропромышленноç комплексĕ вăй илнĕ. Çакăнпа пĕрлех патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çĕрпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнман тĕслĕхе, коррупци палăрăмне нумай шута илеççĕ. Вĕсем Чăваш Енре те çителĕклех. Çитменлĕхе пĕтерес килет. Анчах ыйтусене хăвăрт татаймастăн. Мĕншĕн тесен вĕсем федерацин Çĕр, Пурăнмалли вырăн кодексĕсемпе, саккунсемпе çыхăннă. Вĕсене улшăнусем кĕртессипе кая юлсан ĕç тăвакан органсем йывăрлăха лекеççĕ.
М.Игнатьев республикăн тата муниципалитетăн тивĕçлĕ органĕсен умне маларах пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес, çĕр хутшăнăвĕнчи саккунпа килĕшсе тăман, коррупци витĕмĕллĕ килĕшÿсене тăрă шыв çине кăларас тĕллев тăнине палăртрĕ. Çĕр-çĕр харпăрлăхçă малтан лаптăк тара илсе, каярахпа ăна харпăрлăха куçарса ял хуçалăх культурисем çитĕнтерет, налукпа татăлать.
Михаил Игнатьев федераци тата республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн пай çĕрне чи малтан туянмалли правине пăснă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Шупашкар çывăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 118 гектар пай лаптăкне 2 млн тенкĕллех ярăнтарнă. Ăна туяннисем тыр-пул е çĕр улми туса илме тĕллев тытман, çурт-йĕр çавăрма ĕмĕтленнĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче коттедж тума юрамасть. ЧР Министрсен Кабинечĕн пай лаптăкне чи пирвай туянмалли правине пăснă. Республика влаçĕ коммерсантсем саккуна сĕмсĕррĕн пăснине тăрă шыв çине кăларнă. Ял çыннисем йÿнĕлле сутнă пайсене Чăваш Енĕн чи малтан туянмалли правине суд урлă çирĕплетнĕ, лаптăксене республика харпăрлăхне куçарма йышăннă. Юлашки вăхăтра республика правине шута илмен, пая пайăр çынна е юридици сăпатне сутнă тĕслĕх пулман.
- Эпир пай çĕрĕсен 42 % хуçисем ыйтманнине çирĕплетрĕмĕр, - терĕ Мордва республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Алексей Фонов. - Çавнашкал лаптăксене суд урлă муниципалитет харпăрлăхне партаратпăр. Чăн та, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕрлĕ йывăрлăх тухса тăчĕ. Сăмахран, вĕсен пайсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама укçа çителĕксĕр. Çавна пула хăш-пĕр ял тăрăхĕнче «урапа пĕр вырăнта чарăнса тăрать». Ыйтусене татма администрацисенче вăй хуракансен ăсталăхĕ çитмест. Çĕрпе çыхăннă тавăçсене пăхма тÿресем те хатĕр мар.
Тутарстан республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Азат Хамаев пĕлтернĕ тăрăх - хуçисем ыйтман пай 238 пин гектар шутланать. Ăна муниципалитет харпăрлăхне куçарас тĕлĕшпе суд ларăвĕсем иртеççĕ. Тавăçсене пăхма кашни районта 7 млн тенкĕ таран тупаççĕ. Сăмах май, Чăваш Енри ял тăрăхĕсен те сахал мар тăкакланма тивет.
- Шупашкар çывăхĕнчи пай çĕрĕсене коммерсантсем алла илни пирки сăмах пулчĕ, - терĕ А.Хамаев. - Хусан таврашĕнчи - 50, Набережные Челны ункинчи 30 çухрăмри çĕре сутас ыйтăва республика Президенчĕ çеç татса параять.
Саратов облаçĕн пурлăха тытса тăрас енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Галкин куçман пурлăха, çав шутра çĕре кадастр виçевĕпе хакласси еплерех пыни çинчен каласа пачĕ. Мари Эл республикин пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Хайруллова çурт-йĕр çавăрма нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕр парасси мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ. Кÿршĕсен йĕрки Чăваш Енринчен кăштах уйрăлса тăни курăнчĕ. Мари Элре çавнашкал çемьесен 93 % лаптăкпа тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Чăваш Ен кăтартăвĕ пĕчĕкрех. Çармăссем 3 е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене çурт-йĕр çавăрма малтанлăха лаптăка тара çеç параççĕ. Пирĕн тÿрех харпăрлăха илеççĕ.
- Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пĕрешкел шухăш-кăмăллă мар, - терĕ Наталья Анатольевна. - Шел те, пĕр пайĕ ĕçке ерет, лаптăка алла илсенех сутса ярасшăн. Çавăнпа тара паратпăр. Ку категорие касса панă лаптăка республика хыснинчен уйăрнă укçапа инженери коммуникацийĕ хывтарнă.
Удмурт республикин пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Рустэм Зайнуллин та Раççей Президенчĕ нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма тÿлевсĕрех çĕр уйăрасси çинчен указ кăларсан пирвай ăна тара кăна панине пĕлтерчĕ. Федерацин тивĕçлĕ органĕсем ыйтнипе ашшĕ-амăшĕ мĕнле тĕллев лартнине пăхмасăр лаптăка харпăрлăха пама тытăннă.
- Республика пурăнмалли вырăна лайăхлатма тĕллев лартнисене çăмăллăх кÿрет, - терĕ Р.Зайнуллин. - Вĕсем банкран кредит илеççĕ. Унăн çулталăкра тавăрса памалли тÿпи 5: çеç. Паянхи кунччен ăна пурĕ 2 пин ытла çемье илнĕ. Кивçене 20 çулта тавăрмалла. Республика унăн пысăк пайне субсидилет. Пĕчĕк тупăшлă нумай ачаллă çемьесем те çак пулăшăва пула хăйсене уйăрнă çĕр çинче çурт тăваяççĕ. 115 лаптăкра строительство пырать.
Кун йĕркинчи ыйтусемпе ырă сĕнÿ нумай пачĕç. Вĕсем кашни регионшăн усăллă. Федерацин Атăлçи округĕнчи пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе ĕç тăвакан влаçĕн ассоциацине туса хума йышăнчĕç. Унăн иккĕмĕш канашлăвĕ Пушкăртстанра иртĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментировать