Пĕчĕк заводăн пысăк çитĕнĕвĕсем

20 Фев, 2014

Вăрнарти хими завочĕ /халĕ - "Август" фирма/ 1930 çулта ĕçлеме пуçланă. Çав тапхăртанпах предприятире физкультурăпа спорт юхăмĕ вăй илме тытăннă. Паян завод ĕçченĕсем ĕç кăтартăвĕсемпе кăна мар, спортри çитĕнÿсемпе те мухтанма пултараççĕ.

Спортсăр - пĕр кун та

Çапларах каланă пулăттăм заводăн кун-çулĕпе паллашнă хыççăн. Унта ĕçлекенсенчен чылайăшĕ спортпа туслă пулнă, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă. Çак тĕллевпех предприятире ертÿçĕсем секци е кружок йĕркелеме майсем туса панă. Малтанхи çулсенчех завод спортсменĕсем районта иртекен ăмăртусенче çитĕнÿсемпе палăрнă. Акă 1938-1941 çулсенче йĕлтĕрпе чупса тата гимнастика енĕпе спорт нормативне 11 çын тултарнă. В.Григорьев инженер поселокра иртнĕ шахматистсен чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 1950 çулта волейболистсем районăн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илнĕ, йĕлтĕрçĕсен команди те пысăк парнесĕр юлман. XX ĕмĕр варринчех заводра конькипе чупакансен секцийĕ уçăлнă, унтах çĕр-шыв ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем Н.Гамаюнов, Г.Алексеев, Е.Абашева ăсталăха туптанă. 1962 çулта ишевçĕсем республика турнирĕнче мала тухнă, çавăнтанпа вĕсем темиçе хутчен пĕрремĕш пулнă. Завод хоккеисчĕсем район чысне Чăваш Ен ăмăртăвĕсенче пĕрре мар хÿтĕленĕ. Йывăр атлетика, сĕтелçи теннис, футбол, пăшалтан пересси тата ытти енĕпе палăрнă "Химиксем".

1950 çулта завод директорĕ Георгий Чуприн тăрăшнипе "Труд" /халĕ - "Химик"/ стадион хута кайнă. Хальхи вăхăтра унта - 600 çын лармалăх вырăн пур. Çулла футбол уйĕнче, волейболла, баскетболла тата теннисла вылямалли лапамсенче, ача-пăча площадкинче çын татăлмасть. Хĕлле стадионта йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнма юратакансем валли ятарлă трассăпа каток ĕçлет. Кашни çул "Химикре" район тата республика шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ, унта фирма спартакиадисене йĕркелесси йăлана кĕнĕ. 2005 çулта стадион çумĕнче спорт керменĕ çĕкленсе ларнă. Икĕ çул каялла спортсменсем валли ăшă пÿлĕмсем янтăланă, йывăр атлетикăпа кăсăкланакансем валли снарядсем вырнаçтарнă. Пĕтĕмпех заводăн укçи-тенкипе: спорта аталантармашкăн предприяти çулталăкра 5 млн яхăн тăкаклать.

2004 çул Вăрнарсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа палăрса юлнă: "Химик" спорт клубĕ йĕркеленнĕ. Унăн ертÿçи пулма заводра 1991 çултанпа ĕçлекен, спорта чунтан парăннă Евгений Захарова çирĕплетнĕ. Футболпа, волейболпа тата баскетболпа туслăскер ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. Евгений Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх спорт клубĕнче 5 секци ĕçлет. Йывăр атлетика ушкăнĕсенче /тренерĕ Юрий Агилов/ 12 çултан аслăрах яшсемпе арçынсем ÿт-пĕве çирĕплетеççĕ. Спорт аэробикин секцине Елена Аликова ертсе пырать, фитнес-аэробика хуçи - Ирина Куркина. Унта 14-65 çулсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсем çÿреççĕ. Каратэпе туслисем кашни кун Алексей Владимиров тренер патне васкаççĕ. Кăçал 10 çулхи юбилейне паллă тăвакан организаци тăрăшнипе Вăрнарта спортпа туслашакансен тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пырать, уйрăмах футболпа кăсăкланакан нумай.

 

"Химиксем" футболла выляççĕ

Завод ĕçченĕсем футбол енĕпе палăрасси "Фосфорит" команда йĕркеленнинчен пуçланнă. Каярах спортсменсем район тата республика ăмăртăвĕсене хутшăнма тытăннă. 1950-1960 çулсенче завод команди уйрăмах пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă: çав тапхăрта районти турнирсенче куçса çÿрекен кубока темиçе хут та çĕнсе илнĕ. Ун чухне команда чысне хÿтĕленĕ В.Фролов /капитан/, Н.Галкин, Л.Емельянов, Ю.Войтенко, Г.Алексеев тата ыттисем ăмăртусенче хăйсен ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ.

Хальхи вăхăтра республика тата çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртусенче "Химик-Август" футболисчĕсем хастар. Вĕсем Чăваш Ен чемпионатĕнче 3 хут çĕнтернĕ, 14 хут кĕмĕл призер пулнă, республика кубокне 8 хут çĕнсе илнĕ. Вăрнар каччисем Антон Ефимов, Артем Бычков, Роман Шалин, Дмитрий Терентьев республикăн пĕрлештернĕ командишĕн выляççĕ, иртнĕ çул "Чăваш Ен - ДЮСШ" Раççей ăмăртăвĕн виççĕмĕш дивизионĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

2002 çултанпа футбол секцине ачасене йышăнма тытăннă. Халĕ спорт клубĕнче 5 команда, унта 120 яш ăсталăхне туптать. Вĕсемпе пултаруллă тренер Александр Строганов пĕтĕм вăй-халĕпе чунне парса ĕçлет, Çĕмĕрле тăрăхĕнче пурăнаканскер кашни кун Вăрнара ÿркенмесĕр çÿрет. Пĕлтĕр акă футбол уйрăмне 9-10 çулсенчи тепĕр 38 ачана илнине пĕлтерчĕ Евгений Анатольевич. Пĕтĕм Раççейри "Пучах" ял вăййисенче ачасен коллективĕсем кашни çул малти вырăнсене тухаççĕ, Хусанта иртекен ăмăртусенчен медальсемпе таврăнаççĕ. 1998-1999 çулсенче çуралнă яшсен команди пĕлтĕр çĕр-шыв ăмăртăвĕн бронза призерĕ, республикăра пĕрремĕш пулнă.

Чăваш Енре йĕркелекен пĕр ăмăртуран та юлманскерсем мини-футбол енĕпе те палăраççĕ. Пĕлтĕр, калăпăр, ача-пăча командисем республика чемпионатĕнче 8 наградăран 6-шне çĕнсе илнĕ. Вăрнар футболисчĕсен, чăн та, çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Спорт клубĕн ертÿçисене пĕр ыйту канăç памасть - тренерсем çитменни. Темиçе ушкăнпа пĕр çыннăн ĕçлеме çăмăл мар паллах. Çавăнпа вĕсем пултаруллă тепĕр вĕрентекене хапăлласах кĕтсе илĕç. Ун чухне "Химик-Августăн" çитĕнĕвĕсем татах ÿсĕç.


Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.