Çамрăк ентешĕмĕрĕн пурнăçне тăшман пульли татнă

2 Июл, 2015

Кăçал, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитрĕ. Ытла та йывăр килнĕ вăл. Миçе пин çынна асап кÿмен-ши, выçăпа нушалантарман-ши, миçе çемьене, ачана тăлăха тăратса хăварман-ши, миçе пин çамрăка вăхăтсăр çĕре кĕртмен-ши хăрушă вăрçă? Анчах мирлĕ пурнăçра та пирĕнтен çамрăк- лах уйрăлса каякансем чылай. Афганистан, Чечня... Ку сăмахсене илтсен чĕре ыратса каять, пырта тем капланса килет, куççуль тухать.

Хĕлле эпир Чечен Республикинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешĕмĕр, Владимир Анатольевич Антонов ячĕпе, асăну кунне ирттертĕмĕр.

Вăл Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăсра 1976 çулта çуралнă. Ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ, шкула кÿршĕри Çĕрпеле çÿренĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă.

1994 çулта Вăрнарти Çар комиссариачĕ чĕннипе каччă çар ретне тăрать. Çÿллĕ те яштака йĕкĕте тÿрех асăрханă, тинĕс çар флотне илсе кайнă. Владимир Анатольевич спортпа питĕ туслă пулнă. Тăван тăрăхра çеç мар, районта та, республикăра та тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Сехечĕ-сехечĕпе вăлтапа кÿлĕ хĕрринче ларнă, çутçанталăкпа киленме юратнă, тус-тантăшĕсемшĕн çывăх юлташ пулнă, ытти ача пекех вăрçăлла выляма кăмăлланă. Асăну кунĕнче те çывăх тусĕсемпе тăванĕсем Владимир Анатольевич лăпкă та лайăх юлташ пулнине аса илчĕç.

1995 çулхи январь уйăхĕнче Владимир Антонов тăракан полк Çурçĕр Кавказа çитсе чарăнать. Вăл ун чухне çыхăну ушкăнĕн водителĕ тата электрикĕ шутланнă. Январĕн 30-мĕшĕнче машинăсен колонни, унта Владимир Анатольевич та пулнă, Çурçĕр Осетинчен Грозный хулине çул тытнă. Самашки ялĕ çывăхĕнче темиçе машина тăшмансен засадине лекнĕ... Çак тан мар çапăçуран пĕр салтак та чĕрĕ тухайман. Тăшман пульли пирĕн ентешĕмĕрĕн пурнăçне те татнă... Владимир Анатольевич Антонова хăй çуралса ÿснĕ ялĕнче, Вăрнар районĕнчи Хурăнсурта пытарнă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Ял çыннисем, тус-юлташĕсем, тăван-хурăнташĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем унăн сăнарне яланах асра тытаççĕ. Владимир Антонов ячĕпе шкулта стенд, Асăну хăми уçнă. Çывăх вăхăтрах кадетсен ушкăнне те йĕркелеме палăртнă.

Асăну кунĕ Çĕрпелти культура керменĕнче иртрĕ. Чечен вăрçин паттăрне чыслама Шупашкартан, район администрацийĕнчен, Калининоран, Туçи Çармăсран, районти техникумран килнĕ хăнасемпе кадет класĕсем, Афганистанпа Чечен вăрçин ветеранĕсем, ял çыннисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех хăйĕн ывăлне тата юратнă шăллĕне асăнма Владимир Анатольевичăн ашшĕпе пиччĕшĕ те килчĕç.

Тухса калаçакансем хушшинче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П.Петров, çамрăк пограничниксен ушкăнне ертсе пыракан штаб начальникĕ Ю.А. Никифоров, районти «Боевое братство» ушкăн ертÿçи О.Л.Никитин, Афганистан вăрçин ветеранĕсен Совечĕн ертÿçи С.Г.Ефимов, Афган вăрçин ветеранĕ Л.В.Иванов, Калининори тата Çĕрпелти шкул директорĕсем Т.П.Ефимовăпа И.А.Миронова пулчĕç. Вĕсен сăмахĕсем, ырă сĕнĕвĕсем, чĕнсе каланисем кашнийĕн чĕринчех ырă туйăмсем вăратрĕç. Владимир Антоновăн ашшĕ каланă сăмахсене вара никам та пăлханмасăр, куççульленмесĕр итлеме пултараймарĕ. «Чечен вăрçи юратнă ывăлăма ĕмĕрлĕхех тĕп туни чуна ыраттарать... Сирĕн нихăçан та çакăн пек çухату курмалла ан пултăрччĕ... Манăн ывăлăма асра тытнăшăн тав тăватăп...», - терĕ вăл хăй те пăчăртанса тухакан куççульне чараймасăр. Паттăр ывăл çуратса ÿстернĕшĕн ăна пурте тав сăмахĕ каларĕç, ырă сăнарне яланах асра тытма сăмах пачĕç.

Асăну кунне халалланă концертра Çĕрпелти шкулта вĕренекенсен сăвви-юрри культура керменĕнчи халăха тыткăнларĕ, чылайăшĕ куççульне шăла-шăла сасăсăр макăрчĕ. Владимир Антонова асăнса хатĕрленĕ презентаци те пурин чун-чĕрине те хускатрĕ: унăн ачалăхри, шкулта вĕреннĕ вăхăтри, çамрăклăх çулĕсенчи, салтак тумне тăхăннă сăнÿкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пычĕç. Пурин чунне те пăлхатрĕç вĕсем.

Асăну кунне пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă паттăрсене пĕр минут шăп тăрса чысларăмăр. Юлашкинчен Владимир Анатольевич Антонов вил тăприйĕ çине, Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Ентешĕмĕрĕн ырă сăнарĕ яланах чĕрере упранĕ.

Анастасия ФЕОФАНОВА.

Вăрнар районĕ,

Çĕрпел.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.