«Сăвă-калав çыракан пурнăç çине ăшшăн, ыррăн пăхать…»
Хăш-пĕр шкулсенче чăваш чĕлхи предметне хисепе хуманни палăрать. Шел пулин те, пурах çав ун пеккисем. Анчах Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй шку-лĕнче мар. Кунта чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекен Татьяна Николаевна Петрова предметăн пысăк пĕлтерĕшне тата хăй мĕн тери ăста учитель пулнине Раççей шайĕнче кăтартса панă, Гранд çĕнсе илнĕ.
- Ĕçленĕ тапхăрта нумай ачана вĕрентсе кăларма тиврĕ, класс ертÿçи пулса та ултă класс кăларса янă эпĕ, - тет 32-мĕш çул ĕнтĕ çак тивĕçе пурнăçлакан Татьяна Николаевна. - Манăн шухăшпа, учителĕн урокпа кăна çырлахса лармалла мар, урок хыççăн класс тулашĕнчи ĕçсене те йĕркелемелле.
Татьяна Николаевна икĕ кружок ертсе пырать: «Радиокорреспондент» тата «Çамрăк çыравçă». Тĕллевĕсем пĕр пекех: чăвашла сăвă-калав çырасси, Чăваш Ен наци радиовĕпе вуласа парасси. Ку ĕçе пурнăçлама «Республика сасси» передача пулăшать иккен.
Паллă ĕнтĕ, ачан пултарулăхне асăрхасан, ăна хавхалантарсан унăн çав туртăм тата вăйланать. Татьяна Николаевна патне кружока çÿрекенсен те чăвашлăх туйăмĕ ÿсет. Вĕсен тăван халăх, унăн культурипе историйĕ çинчен нумайрах пĕлес килет. Ахальтен мар-çке алла аттестат илнĕ хыççăн чылайăшĕ аслă шкулсенчи чăваш уйрăмне вĕренме кĕрет. Руслан Орешкин, Ирма Башмакова хăй вăхăтĕнче «Тантăш» хаçатăн чи хастар авторĕсен шутĕнче пулнă, пурнăç çулне те журналистикăпа çыхăнтарнă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн ĕçне суйласа илекенсем те сахал мар. Вĕсем юратнă вĕрентекенĕпе яланах çыхăну тытаççĕ, канашлаççĕ.
- Кружок ĕçĕ, ман шутпа, питĕ кирлĕ, - тет Татьяна Николаевна. - Çак вĕренÿ çулĕнче тăваттăмĕш классемпе тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Диана Ивановăпа Таня Яковлева сăвă çыраççĕ, Маша Яковлева вара калавсемпе кăсăкланать. Вунпĕрмĕш класа çитичченех вĕсен пултарулăхне аталантарма тăрăшасчĕ. Кайран килĕшекен ĕçе суйласа илме çăмăлрах пулĕ. Мĕншĕн тесен 10-11-мĕш классенче кăна ĕçлени çителĕксĕр, чылай маларах пуçласан тухăçлăхĕ пысăкрах.
Кружок валли пултаруллă вĕрентекен модульлĕ программа хатĕрленĕ. Кашнинчех тĕрлĕ тема, анчах ытларахăшĕ çырассипе çыхăннă. Ачасем кунта сăвă виçисем, жанрсем çинчен тĕплĕнрех вĕренеççĕ. Çавăн пекех чăваш халăх поэчĕсен пултарулăхĕпе те паллашаççĕ, вĕсен сăввисене тишкереççĕ. «Тантăшра» пичетленекен сăвăсем те Опытнăй хастарĕсен «тĕрĕслевĕ» витĕр тухаççĕ иккен. Тантăшĕсен хайлавĕсене вуланă хыççăн ачасен çырас туртăмĕ тата пысăкланать.
- Паллах, ачасене çавăн пек интереслентерсен, çак ĕçе кĕртсе ярсан вĕсем ĕçлеме хирĕç мар, - палăртать хăйĕн шухăшне Татьяна Николаевна. - Сăвă çырма талант кирлĕ тетпĕр. Çав вăхăтрах вĕрентекенĕн те, аслисен те тин кăна алла калем тытакансене пулăшса пымалла, хавхалантармалла. Ача пĕр сăвă çырать те вĕрентекен ăна: «Санран пиçмест, пулмасть», - тесен унăн кăмăлĕ пĕтет, паллах. Сăвви чаплах пулмасан та унтан-кунтан тÿрлетсен тепрехинче вăл ла-йăхрах çырма пуçлĕ. Çавăнтанах хăнăхса пыраççĕ.
Кружока çÿрекен пултаруллă ачасенчен пĕри, Виолетта Аниферова, вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухрĕ те ĕнтĕ. Сăвă çырма пит ăста вăл. Республика шайĕнчи ăмăртусенче тăтăшах çĕнтерет. Хайлавĕсенче тĕрлĕрен тема хус-катса кашнинчех вулакан чунне вăратма пултарать.
Вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă Катя Николаева - пур енлĕ талантлă хĕрача. Вăл спортпа та туслă, ташлама та юратать. Çавăн пекех пушă вăхăтра сăвă та çырать. Сăмахран, вăл амăшĕ çинчен хайланă сăвви вĕрентекенне питĕ килĕшнĕ, тарăн шухăша янă.
Шкулта литература тĕлпулăвĕсем час-часах иртеççĕ. Кунта Валери Туркай та, Раиса Сарпи те, Альбина Юрату та килсе кайнă. «Хыпар» хаçатри Валентин Григорьев вара çамрăк талантсемпе ăсталăх урокĕ ирттернĕ. Çак тĕлпулусем, паллах, ачасен асĕнче яланлăха ырă йĕр хăвараççĕ, пултарулăха ÿстерме хавхалантараççĕ.
- Тăван чĕлхене пĕлни, чăвашлăха юратни, сăвă çырни пире малалла аталантарать, - тет Татьяна Николаевна. - Чăвашсем - пуян халăх. Пирĕн сăвăçсемпе çыравçăсем, журналистсем нумай, чаплă çынсем татах та пулĕç. Сăвă-калав çыракан пурнăç çине ăшшăн, ыррăн пăхать. Çавăнпа ачасен ĕмĕчĕсене татмалла мар. Пурин те «Тантăшпа» туслашмалла. Унта кашни вулакан хăйне кирлине илме пултарать. Аслисем ачисем е мăнукĕсем çырнине курса хĕпĕртеççĕ.
Комментировать