«Калаçса татăлма» пулать: анчах çакă хăрушсăрлăха ан хавшаттăр
«Çулсем çинчи лару-тăру тĕлĕшпе эпир Атăлçи округĕнче, Раççей шайĕнче япăхрах курăнатпăр», - çак сăмахсенчен пуçларĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительствăн республикăри çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне.
Çивĕчлĕх çулсен пахалăхĕпе тата юсавлăхĕпе те сăлтавланни вăрттăнлăх мар. Чăн та, ку енĕпе, Михаил Васильевич шухăшĕпе, республика япăх мар ĕçлет. Юлашки тăватă çулта 147 км яхăн çул тунă е реконструкциленĕ, 738 км юсанă. Çул-йĕр хуçалăхĕ пĕтĕмĕшле илсен транспорт юхăмне ирттерсе яма вăй çитерет. Çапах ирсерен-каçсерен хăшпĕр çĕрте «пăкăсем» пулнине те палăртмалла.
Çулсем çинчи аварисен шучĕ юлашки вăхăтра чакни сисĕнет. Апла пулин те çынсем вилнипе, суранланнипе çыхăннă тĕслĕхсем çав-çавах нумай-ха. Михаил Игнатьев иккĕленмест: чи малтанах çулсем çине тухакансен культура шайне çĕклемелле - унсăрăн çивĕчлĕхе пĕтереймĕн. Шел, руль умне ÿсĕрле ларакансем те нумай. Эрех ĕçсе çула тухакан çын вара - чăннипех хăрушлăх çăлкуçĕ.
Çакăн пирки каланă май Михаил Васильевич пысăк должноçсенчи çынсен уйрăмах яваплăха туймалли çинче чарăнса тăчĕ. Туйманнине çирĕплетекен тĕслĕхе те аса илчĕ. Комсомольски районĕн администрацийĕн пуçлăхне ПАИ инспекторĕсем тытса чарни пирки каларĕ: «Районта уяв пулнă та - эрех ĕçнĕ, руль умне ларнă... Саккун умĕнче вара пурте пĕртан. Айăплисене никама та хÿтĕлемĕпĕр. Должноçсăр юлĕç - хăйсем валли хăйсемех нуша тупаççĕ...»
Лару-тăрупа ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов тĕплĕн паллаштарчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи 6 уйăхра ырă туртăмсем пурри палăрать. Сăмахран, аварисенче вилнисен шучĕ 7,9: чакнă. Анчах çулталăк пуçланнăранпа 86 çын пурнăçĕ татăлнă та - çак цифра пĕчĕкленни лăпланмалли сăлтав мар. Владимир Геннадьевич темиçе районта çынсем иртнĕ çулхинчен нумайрах вилнине палăртса пăшăрхантарчĕ. Йĕпреçсен кăтартăвĕ пушшех хурлăхлă. Пĕлтĕр çулталăкăн пĕрремĕш çурринче унта 1 çын вилнĕ, кăçал вара - 7. Вĕсенчен 6-шĕн пурнăçĕ пĕр аварире татăлнă. Хăрушă çав инкекшĕн шăпах ÿсĕр водитель айăплă.
Эрех ĕçсе руль умне ларма юратакансене, тен, июлĕн 1-мĕшĕнчен яваплăх çирĕпленни ăса кĕртĕ. Халĕ уголовлă яваплăх та пур вĕт. #сĕр водителе ПАИ сотрудникĕсем иккĕмĕш хут тытса чарчĕç-тĕк - уголовлă майпа явап тыттарĕç. Икĕ çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Çăмăлттай çавнашкал пирвайхи водителе республикăра июлĕн 1-мĕшĕнчех тупса палăртнă - Комсомольски районĕнче. Çавна май шăпах вăл руль умне ÿсĕрле ларнăшăн уголовлă майпа явап тытакан пирвайхи чăваш пулать-тĕр.
Владимир Геннадьевич çулсен юсавлăхĕ пирки те сăмах пуçарчĕ. Аварисен 44: ытти самантпа пĕрлех çул-йĕр условийĕсем кирлĕ пек пулманни те сăлтавлать. Шăтăк-путăк, разметка çукки, ытти... Ларăва районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннине кура тĕп инспектор шкулсем патне пыракан çулсене йĕркене кĕртмелли пирки пусăм тусах асăрхаттарчĕ. Çулсем урлă каçмалли вырăнсене кирлĕ пек палăртмалла, тротуарсене юсамалла, ытти енĕпе ĕçлемелле.
Тепĕр тема - автомобиль çулĕсем чукун çул урлă каçакан вырăнсем. Юлашки вăхăтра республикăра çав каçăсем çинче пысăк инкексем пулман. Анчах темиçе авари пулнă - çынсем, тĕрĕссипе, тĕлĕнмелле майпа кăна чĕрĕ юлнă. Горький чукун çулĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Черемнов пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре çавнашкал каçăсем 53. Кăçалхи февральте Çĕнĕ Шупашкарта тепловоз ВАЗ автомобиле пырса çапнă. Юрать-ха, тепловоз хăвăртлăхĕ пысăк пулман - 40 км кăна. Апла пулин те машинист рельссем урлă каçакан автомобиле асăрханă хыççăн тормоза пуснине пăхмасăр йывăр состав чарăнса ĕлкĕреймен - çăмăл машинăна пырса çапнă. Тепĕр тĕслĕх Улатăр районĕнче пулнă. Унта та машинист тепловоза чарса ĕлкĕреймен.
Чукун çулсем çинчи каçăсене те кирлĕ пек йĕркелемелле. Тивĕçлĕ паллăсем çакмалла, хăшпĕр çĕрте асфальт анса ларнă та - машинăсем рельссем урлă аран каçаççĕ, унашкалли пулмалла мар. Çак самантсене шута илмелли пирки те калаçу пулчĕ.
Пассажирсене илсе çÿрекен транспорт тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалли каламасăрах паллă. Омск облаçĕнче автобус йывăр грузовикпе çапăннă май пассажирсен пысăк ушкăнĕ вилни пушшех сыхă пулма хистет. Транспорт ачасене лартса çула тухнă-тăк - пушшех. Владимир Романов ачасене илсе çÿрекен автобуссем тĕлĕшпе правилăсем уйрăмах çирĕппине тепĕр хут аса илтерчĕ, вĕсене РФ Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.
Республикăра шкул автобусĕсем 329. Вĕсенчен 297-шĕпе усă кураççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах çак транспорт хатĕрĕсен водителĕсем те правилăсене пăхăнманни тĕл пулать - çулталăк пуçланнăранпа вĕсене 19 хут штрафланă. Апрельте Муркаш районĕнче шкул автобусĕ ВАЗ автомобильпе çапăннă, çăмăл машина водителĕпе пассажирĕ суранланнă.
Автобуссем тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсене Владимир Геннадьевич пайăррăн асăнчĕ. Сăмахран, ачасене инçе çула илсе кайнă чухне ПАИне маларахах пĕлтерсе хумаççĕ. Пĕлтерсен автоинспекци техника юсавлăхне, водителе хăйне тĕрĕслет, автоколоннăна ăсатма мигалкăллă машина уйăрать. Темшĕн çак майпа усă курасшăн мар. Çавăн пекех водительсемпе инструктаж ирттермеççĕ, техникăна тĕрĕслев витĕр кăлармаççĕ, ирсерен водительсен медицина тĕрĕслевне йĕркелемеççĕ тата ыт.те.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн ачасене илсе çÿремешкĕн 10 çултан «ватăрах» транспорт хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Çавăн пекех çак транспорт хатĕрĕсен тахограф пулмалла - водительсен ĕç режимне сăнаса тăмалли хатĕр.
ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре шкул автобусĕсене çĕнетсех пыраççĕ. 2006 çултан маларах туяннисене пурне те çĕннисемпе улăштарнă. Кăçал кăна çĕнĕ 17 автобус туяннă. Паллах, çак транспорт çине пысăк тиев лекет. Куллен тенĕ пек 1 пин ял-хулари 12 пин ачана вĕренекен вырăна илсе пымалла, кайран пурăнакан вырăна леçмелле. Унсăр пуçне ачасене явăçтарса йĕркелекен мероприяти йышлă - çулталăкра 300-тен кая мар спорт ăмăртăвĕ, тĕрлĕ уяв... Вĕсене 100 пин ытла ача хутшăнать. Çавна май автобуссем вĕçĕмсĕр çул çинче.
Тахографсем пирки калас тăк - çĕнĕ автобуссем çинче вĕсем пур, техника комплектне кĕреççĕ. Кивĕреххисем валли вара туянма тивет. Кашни - 50 пин тенке яхăн тăрать. Хальлĕхе 77 автобуса çав хатĕрпе тивĕçтернĕ - пĕтĕм транспортăн 23% чухлĕ. Ыттисем валли туянмалла. Михаил Игнатьев темиçе район-хула администрацийĕн пуçлăхĕсене ыйту пачĕ: «Хăçан мĕнпур автобус тахографлă пулĕ?» Пĕри те тепри шантарчĕç: вĕренÿ çулĕ пуçланиччен çав хатĕрсене туянса автобуссем çине вырнаçтаратпăр.
Владимир Романов вара каялла чакмасть: «Саккунпа килĕшÿллĕн ачасене лартса çула тухнă, тахографсăр автобуса пирĕн инспекторсем халь тесен халь тытса чарма пултараççĕ. Водитель штрафран хăтăлаймĕ. Штрафĕ самай пысăк - 3 пин тенкĕ». Çавна май Михаил Игнатьев та ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ, вырăнсенчи влаç ертÿçисене çаплах каларĕ: «Водителе пĕрре штрафлĕç, тепре... Ĕç укçи темле пысăк мар вĕт - штраф тÿлесех пĕтет. Пăрахса кайĕç, шкул автобусĕсем вара водительсĕр юлĕç...»
Районсен пуçлăхĕсенчен пĕри сăмах хушма хăюлăх çитерчĕ: «Владимир Геннадьевич, тен, сирĕнпе калаçса татăлма пулать? Хăвăрах калатăр вĕт - тахограф вырнаçтармашкăн уйăх е уйăх çурă кирлĕ тетĕр. Апла-тăк, тен, çак тапхăрта, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен, шкул автобусĕсен водителĕсене штрафламăр?» Те çак сăмахсем ытла та тархасланăн илтĕнчĕç - тĕп инспектор кăмăлĕ çемçелчĕ: «Чăваш Ен территорийĕнче тахограф çуккишĕн хальлĕхе явап тыттармăпăр. Анчах шкул автобусĕ ачасене лартса республика тулашне каять-тĕк - унашкаллишĕн каçармăпăр, тахограф пулмаллах. Мĕншĕн тесен çавнашкал автобуссене ют регионсенче чарчĕç-тĕк - саккунпа килĕшÿллĕн чи малтан пире сăмах тивĕ». Çапла килĕшсе татăлчĕç. Хăшĕсем пирĕн инспекторсемпе «калаçса татăлма май çук» тесе ахалех ÿпкелешеççĕ иккен.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать