Андриян Николаевăн иккĕмĕш вĕçевĕ

3 Июл, 2015

Июлĕн 3-мĕшĕнче манăн аттен пĕртăванĕ - СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев - пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 11 çул çитет.

Çывăх тăванăма аса илнĕ май 45 çул каяллахи июнь уйăхĕнчи 19 кун куç умне тухать. ТАСС «Союз-9» карап космоса вĕçсе кайни çинчен пĕлтернине, унăн командирĕ пулмашкăн Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев полковника шаннине халĕ те лайăх астăватăп. Экипаж паттăрлăхĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп: вăл этемлĕхе тĕнче уçлăхĕнчи вăраха тăсăлакан вĕçевсене çул уçса панă-çке. Июнь уйăхĕн 1-18-мĕшĕсенче эпир çемйипех мухтавлă тăванăмăршăн тата унăн ĕçтешĕшĕн - Виталий Иванович Севастьянов бортинженершăн /Андриян Космонавтсене хатĕрлекен центрта космос вĕçевĕн механика курсĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ чухне унăн лекцийĕсене тимлĕн итленĕ/ - чун-чĕререн хавхалантăмăр, савăнтăмăр.

Çав хушăрах хумхантăмăр та: старт хыççăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш кунсенче «Время» информаци программин дикторĕсен пĕлтерĕвĕсем телевидени картинкисемсĕрех пулчĕç, вĕçев программине ăнăçлă пурнăçлани çинчен типĕ информаци панипех çырлахрĕç. Эпĕ нимĕн те пулман-ши тесе пăшăрхантăм. Анне те манпа пĕрлех кулянчĕ. Атте, Андриянăн аслă пиччĕшĕ, унпа пĕрлех манăн тете те пĕр саслăн çапла çирĕплетрĕç: лайăх тесе пĕлтереççĕ-тĕк, эппин, пурте йĕркеллех. Телевидени картинки çуккине вĕсем космос çыхăнăвĕн чăрмавĕсемпе çыхăнтарчĕç. Тăваттăмĕш кунхине ÿкерчĕк курăнсан эпир пурте хаш сывласа ятăмăр: чĕрĕ те сывă, йăл кулаççĕ. Çав кунсенче эпир вĕçев пирки калакан кашни хыпара тимлĕн итлерĕмĕр. Эпĕ телевизор экранĕнчен куç илмерĕм, дикторăн кашни сăмахне тăнларăм. Атте те кăсăкланса пăхрĕ: çак вĕçев ыттисенчен уйрăлса тăнине, вăл космос пулас старчĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине çывăх çыннăм пĕлнех ĕнтĕ. Эпĕ космонавтсем тăван çĕр çине чипер-йĕркеллĕ таврăнни çинчен калакан пĕлтерĕве чăтăмсăррăн кĕтсе кунсене шутларăм.

Июнĕн 8-мĕшĕнче Аленка 6 çул тултарчĕ. Кăнтăрла аттепе анне Çăлтăрлă хулана шăнкăравларĕç, çуралнă кунпа саламларĕç. Каçхине вара тÿрĕ эфирпа А.Николаевăн мăшăрĕпе Валентина Владимировнăпа тата хĕрĕпе йĕркеленĕ тĕлпулăва кăтартрĕç. Ăна пăхнă май хамăр та Вĕçевсен управленийĕн центрĕнче Андриянпа тÿрремĕнех çыхăннă пек туйса илтĕмĕр. Уйрăмах Аленка сасси - вăл ашшĕне киле часрах таврăнма ыйтрĕ - чуна пырса тиврĕ. Кĕçех мана Атăл леш енчи пионер лагерьне ăсатрĕç, шăпах унта июнĕн 19-мĕшĕнче космонавтсем чипер-йĕркеллĕ таврăнни çинчен савăнăçлă хыпар илтрĕм.

Николаевпа Севастьяновăн вĕçевĕ мĕн тери йывăр пулнине эпĕ ун чухне ăнланман. Эпĕ хамăн тăванăмпа мăнаçланнине çеç лайăх астăватăп. Хам питĕ телейлĕ çын пек туйăнатчĕ мана. Ун чухне эпĕ космонавтсем çĕр çине ансан утайманнине пĕлмен тата пĕлме те пултарайман. Вĕсен мышцисем вăйсăрланнă, шăмă тĕртĕмĕсем пирки те çавнах каламалла. Космосран анакан аппаратран вĕсене çăлавçăсем кăларнă. Георгий Михайлович Гречко аса илнĕ тăрăх - çавнашкал условисенче те Андриян Григорьевич паттăрлăх кăтартнă - вăл икĕ ури çине тăма пултарнă: шурса кайнăскер, тарланăскер, кăшт йăл кулнă, çапах ури çинче тăнă! Таврари çынсем космонавтăн кăмăл çирĕплĕхĕнчен питĕ тĕлĕннĕ. Çын организмĕ çапла хавшаса-начарланса çитнине медицинăра каярахпа «Николаев эффекчĕ» теме пуçланă.

Виталий Севастьянов кĕçех «Союз-18» космос карапĕпе черетлĕ хут вăрах вăхăтлăх - 63 талăка тăсăлнă - вĕçев тунă. Андриян Николаев текех вĕçмен, ытти космонавта хатĕрлес ĕçе чунĕпе парăннă, вĕсене хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарнă. Вăл СССР космонавт летчикĕсене, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсене Петр Ильич Климука, Владимир Васильевич Коваленока, Леонид Денисович Кизима хăйĕн чи лайăх вĕренекенĕсем тесе шутланă, каярахпа вĕсем çĕршыв тата тĕнче космосĕн легендисем пулса тăнă.

1975 çулта Андриян Григорьевич техника наукисен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Каярахпа вăл мана кандидат диссертацине баллистика теорийĕн тата космос ракетисен вĕçевĕсен никĕсĕнчи пĕр формула тăрăх хÿтĕлени çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн шухăшĕпе - формула тĕрĕс мар пулнă, çавна май ракетăсем вĕçмелле те пулман. Çапах пире ăнăçса пынă. Тăванăм кандидат диссертацине çав тери лайăх хÿтĕленĕ: патшалăх комиссийĕн членĕсем хирĕçлеме пĕр сăлтав та тупайман. Пĕр ыйту та паман вĕсем. «Халĕ вĕсем мĕнле вĕçмелле - çапла вĕçĕç». Вĕсем халĕ те вĕçеççĕ. Пирĕн «Союзсем» вара халĕ те тивĕçлипех тĕнчери чи шанчăклă космос карапĕсем шутланаççĕ.

Сергей НИКОЛАЕВ,

3-мĕш космонавтăн тăванĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.