«Эй, Çÿлти Аттемĕр» кĕлле вăл II Николай патшана каласа панă

3 Июл, 2015

«Çут тĕнчере виç телей: атте, анне тата лайăх арăм» текен ваттисен сăмахĕ пур пирĕн халăхăмăрăн. Самана темĕнле пăтрашуллă та кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен нĕрсĕрле «ирĕклĕ» пек туйăнсан та, пĕр мăшăрпа ĕмĕр ĕмĕрлекен сăваплă тенине мала хурса пурăнакансем те пурах. Тĕрĕссипе, пур кăна мар - йышлă та. Кулленхи пурнăçра хăйсене кăтартма юратманран вĕсене асăрхасах каймастпăр, тен, çавăнпах сăваплă çынсем халăх тыткăчи пулнине ăнланса çитейместпĕр те. Нимĕнле кукăр-макăрлăха пăхăнмасăр, суя илĕртÿлĕхе парăнмасăр хăй йĕркипе пыракан вăхăт вара йăлтах хăй вырăнне лартать: таси, чăн-чăнни, çулсем иртнĕçем çĕнелсе те вăй илсе кăна пырать.

Этемлĕхĕн пĕр чарăнми аталанса пыракан ÿнер тĕнчинче тарăн та манăçми йĕр хăварнă пултаруллă художниксем сахал мар. Вĕсен йышне 1892 çулта Владимир кĕпĕрнинче /халĕ - Иваново облаçĕ/ Палех ялĕнче турăш ÿкерекенсен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ Павел Корина кĕртмесĕр май çук. 1962 çулта вăл «СССР халăх художникĕ» ята тивĕçнĕ, тепĕр çулнех - Патшалăх премине. Александр Невский, Георгий Жуков, Константин Симонов, Максим Горький, хăйĕн вĕрентекенĕн Михаил Нестеров художникăн тата ытти паллă çынсен портречĕсене ăста ÿкерсе чапа тухнипе пĕрлех вăл çав вăхăтри чи чаплă реставратор шутланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ăсталăхне Италире туптанăскер 1955 çулта Дрезден галерейине хăй реставрациленĕ картинăсене леçме кайнă. Тепĕр 11 çултан вара паллă предприниматель Арманд Хаммер йĕркеленипе Нью-Йоркра Павел Корин картинисен выставки уçăлнă. Унта халăх çав тери йышлă пырса çÿренипе асра юлнă çав курав.

Çиелтен пăхсан, çак художникăн пултарулăх çул-йĕрĕ питех те ăнăçлă йĕркеленнĕ пек курăнать. Тĕрĕссипе вара, синкерлĕхĕ те çителĕклех: Павел Корин хăйĕн пурнăçĕн тĕп тĕллевне ниепле те пурнăçлайман, "Русь уходящая" картина валли ÿкерсе хатĕрленĕ çĕр ытла эскизне сарлакăшĕ - 6, тăршшĕ 8 метр пысăкăш рамăна карса лартнă шурă пир çине ниепле те куçарайман… Ÿкерĕнмен картина халĕ те çаплипех, пĕр йĕр те, пĕр чĕрĕк те туса вараланманскер, Корин музейĕнче /Мускаври Третьяков галерейин филиалĕнче/ упранать.

Историпе философи тĕлĕшĕнчен уçăмлă та тарăн пĕлтерĕшлĕ картинăна ÿкерес ĕмĕтпе Павел Корин 1925 çулта Донской мăнастирĕнче Тихон патриарха пытарнине курнă хыççăн çунатланса кайнă. Çакăн çинчен художник мăшăрĕ Прасковья Тихоновна Корина та çырса хăварнă, ун чухне вĕсем пĕрлешмен пулнă-ха, çапах та пĕр-пĕрне аванах пĕлнĕ. Вырăс художникĕпе чăваш хĕрĕ çемье çавăрнин историйĕ питĕ хăйнеевĕрлĕ. Прасковья Коринăн ача чухнехи шăпи те пĕр-пĕр кăсăклă роман çырса кăтартмаллискерех. Чăваш классикĕн Константин Ивановăн тăванĕ тесе шутланаканскер Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ. Ун пирки Виталий Исаев фотожурналист 1983 çулта «Тăван Атăл» журналта «Самана тантăшĕсем» статьяра «К.Иванов поэтăмăрăн çывăх тăванĕ» тесех çырнă.

Вĕсен тăванлăх çыхăнăвне уçăмлатма Прасковья Корина 1981 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче ун чухне Чăваш патшалăх университетĕнчи «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă В.П.Станьял патне янă çырăва пĕр улăштармасăр илсе кăтартар. Ăна вырăсларан чăвашла куçарманнин сăлтавĕ - Прасковья Тихоновна еплерех çырнине сыхласа хăварас тени кăна мар, çырура сăмах кукамăшĕ е асламăшĕ çинчен пынине татăклăн пĕлмесĕр «бабушка» тенине чăвашла тĕрĕс мар куçарса йăнăш тăвас хăрушлăх та пурри.

Многоуважаемый Виталий Петрович!

Получив Ваше письмо, хочу ответить на Ваши вопросы по возможности, что помню. Прошло больше семидесяти лет, как я уехала с родины.

Я родилась в дер. Елань-Чишма, в 4-х верстах от села Ермолкино. Как потом мне рассказывали, родная мать умерла во время родов, просила жену родственника /кажется, двоюродного своего брата Петра Федотовича Федорова/ взять к себе в село Ермолкино. До 10 лет воспитывала меня Наталия Васильевна Федотова со своим мужем Петром Федотовичем. У них не было детей. Относились они ко мне как к родной дочери. Я все время считала их своими родителями. Когда начала учиться, дали мне фамилию по имени Петра Федотовича - Петрова. Потом узнала, что Наталия Васильевна родственница Константина Васильевича Иванова. Была, помню, фраза: «Бабушки ведь родные сестры». Не знаю, Наталия Васильевна родная сестра бабушки или матери К.В.Иванова. Наталия Васильевна любила детей, она была высокая, очень строгая, властная, мощная, с достоинством. Ее даже мужчины побаивались. Она родилась в Хужалге. Я, девочкой очень часто ездила с ней в гости в Хужалгу и зимой, и летом, очень хорошо помню Хужалгу. Там жил и брат с семьей. После окончания церковно-приходской школы, Наталия Васильевна решительно сказала, что Пашу надо учить дальше, на учительницу.

Сперва хотели отправить в Белебей, в 18-ти верстах от Ермолкино, но Наталия Васильевна решила отдать в Слакбаш, там есть родственники.

К 1 сентябрю 1911 года отец Петр Федотович отвез в Слакбаш, в двухклассную школу. Приехали в дом К.В.Иванова. Переночевали, потом меня сразу устроили в общежитие в школе же, в двух шагах от дома Ивановых. Никого почти из семьи их я не помню, только сестра Константина Васильевича училась в этой же школе в старшем классе. Ходила я к ним в гости, но редко, стеснялась. Проучилась я только 4 месяца. В конце декабря, перед каникулами, как-то наша учительница спросила в классе, «Кто из Вас сиротки, встаньте». Я встала и девочка из последнего класса, постарше. Обращаясь ко мне, учительница сказала: «Хочешь ли ты поехать учиться в Москву к Великой Княгине Елизавете Федоровне?» Я сказала, что спрошу маму. Написала письмо в Ермолкино. Приехала в школу Наталия Васильевна, сказала, мне непременно надо ехать. «Ты будешь учиться в Москве, в большом городе, выйдешь в люди», - сказала она. Именно - «выйдешь в люди», запомнилось мне. На Рождественских каникулах отвезли сперва в Уфу на несколько дней, но мы с учительницей вернулись в Ермолкино за метрическими выписками. Попрощалась я с большой семьей приемных - бабушка, дедушка, отец, мать, дядя /брат Петра Ф./, тетя - на долгие годы.

Виталий Петрович, соберетесь в Москву - милости просим. Я буду в Москве почти до конца июля. В августе поеду на родину мужа. Там в родительском его доме я тоже устроила «музей Павла Корина». Будете в Москве, позвоните по тел: … Сговориться.

Всего хорошего.

Çыру вĕçĕнче - П.Т.Корина алă пусни, килти телефон номерĕ те пур.

Виталий Станьял Прасковья Тихоновна патне çийĕнчех, çав çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, хурав янă. Унта вăл К.В.Иванов амăшĕ Евдокия Васильевна, Пуян Тетеçлÿ Ваçлин çемйинче çуралнăскер, Кайрăклăра йăмăкĕпе тата шăллĕпе пурăнни çинчен пĕлтернĕ. Наталия Васильевна вара - Хушăлкаран, çавăнпа та вĕсен тăванлăхĕ таçтан малтанхи ăрусенченех пырать текен шухăш тĕрĕсреххине палăртнă тĕпчевçĕ, çырăва Прасковья Тихоновнăпа Корин музейĕнче тĕл пуласса шаннипе вĕçленĕ.

Прасковья Корина хăйĕн йăхташĕсене, чăвашсене, яланах хапăл пулнă. Çакна паллă журналистка тата тĕрĕç Валентина Минеева çырнă «Искусствăшăн иртнĕ кун-çул» статьяра та куратпăр. Слакпуç хыççăн пурнăçĕ епле йĕркеленсе кайни çинчен Прасковья Тихоновна Валентина Алексеевнăна çапла каласа панă.

«Мускава раштав умĕн çитрĕмĕр. Ăлкăна илсе кайрĕç, унта обителĕн настоятельниципе Елизавета Федоровнăпа паллашрăмăр. Вăл нимĕç хĕрĕ пулнă. II Александр патша ывăлне Сергей Александровича качча тухнă, Православи тĕнне куçнă, вырăсла калаçма вĕреннĕ. Вăл тăлăх-туратсене пулăшнă. Раççей Японипе вăрçнă чухне аманнисене сыватма Мускавра госпиталь уçнă. Упăшкине террорист бомба пăрахса вĕлернĕ. Çавăн хыççăн вăл çуртсем туяннă, обитель йĕркеленĕ. Ăна Иисус Христос вилĕмрен хăтарнă çыннăн икĕ йăмăкĕн Марфăпа Марийăн ятне панă. Мăнастирти йĕркепе пурăнаттăмăр. Приютра вунсакăр хĕрачаччĕ. Вĕренеттĕмĕр, пур предмет та, ют çĕршыв чĕлхи те пурччĕ. Пире провизора пулăшаканĕн ĕçне тума вĕрентрĕç. Ÿкерме юрататтăм, çавна вĕренесчĕ тесе учительницăна калаттăм та - вĕрентекенне тупрĕç.

Ун чухне Елизавета Федоровна вилсен хăйне пытармалли вырăн /усыпальница/ тутарнă. Çĕр айĕнче стенисене ÿкерчĕксемпе илемлетме Нестеров художника чĕннĕ. Вăл унта хăйĕн пулăшаканĕпе пĕрле ĕçленĕ. Ÿкерме вĕрентекенĕ урока пычĕ, вăл Нестеровăн пулăшаканĕ иккен, çамрăкскер, кăмăллăскер: «Эс мĕн ятлă? Эпĕ Павел Дмитриевич Корин», - терĕ. Сăрăсене хутăштарса тĕрлĕрен тĕс тутарчĕ, репродукцисене пăхса кăранташпа ÿкерттерчĕ. Гипс кĕлеткесене кăмрăкпа тутарчĕ. Каярахпа тата темиçе хĕр унăн урокĕсене çÿреме пуçларĕ. Учителе кĕтеттĕмĕр. Вăл килнине курсан хĕрсем: «Ав Диагональ килет», - тетчĕç. Павел Дмитриевич хапхаран кĕрсе картиш варрипе вашкăртатчĕ. Çавăнпа хамăр хушăмăрта ăна Диагональ тесе тăрăхлаттăмăр. Виçĕ çул вĕрентĕмĕр ĕнтĕ, 1919 çулта пĕр кунхине урокне вĕçлерĕ те: «Петрова, юл-ха, ыттисем кайма пултараççĕ», - терĕ. Хăй алăкăн-тĕпелĕн утать, эп мĕн айăпа кĕтĕм-ши, мĕншĕн ятлать-ши тесе чĕтресе ларатăп... «Пашенька, эс качча пыратăн-и мана?» - терĕ. Эп качча тухма шутламан, сиксе тăтăм та тухса чупрăм… Киле каяс килетчĕ - ямаççĕ. 1921 çулта çапах кайса килтĕм».

Хăй çуралнă тăван тăрăхне мĕнле кăмăл-туйăмпа кайса килнине аса илсе Прасковья Тихоновна 1989 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче чăвашсен паллă ăсчахне Алексей Кондратьев профессора çыру çырса пĕлтернĕ: «Приехала, не могу говорить по-чувашски, 10 лет не слыхала чувашскую речь. Только молитву "Отче наш" повторяла все время по-чувашски. Обходила дом, вспоминала все, пошла на огород к риге: вдруг такое потрясение, - упала вперед, лицом на землю и так горько зарыдала!!! Все для меня тут кончено... В Москве ждет жених. ‹...› Отец приемный был очень хороший, любил меня. Когда приехала из Москвы, рассказала ему обо всем: и так хорошо, дивно провожал меня. Он сказал мне слова, которые я до сего дня не забываю. Он сказал: "Желаю тебе счастья, жизни хорошей. Только запомни мои слова, где бы ты ни была, кем бы ты ни была, - возвысишься, упадешь, в счастье и в несчастье, - помни, что ты чувашка, никогда не забудь об этом". До сего момента я помню его слова, всем всегда говорю об этом».

«Эй, Çÿлти Аттемĕр» кĕлле чăваш хĕрачи II Николай патшана тăван чĕлхепе каласа пани пирки нумайăшĕ вуланă е илтнĕ-тĕр. Çакăн çинчен Австралире пурăнакан вырăс çыравçин Любовь Миллерăн «Преподобномученица Великая княгиня Елизавета» кĕнекере, Алексей Кондратьевăн «Уфа» журналта пичетленнĕ «Прекрасная Прасковья» очеркра, Ева Лисинан «Хыпар» хаçатăн 2000 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче кун çути курнă «Çăлтăрне пар…» статйинче вуласа пĕлме пулать.

Геннадий Дегтярев чĕлхеçĕ 2009 çулта редакцилесе кăларнă «Иртнĕ çулсен çути» кĕнекере Валентина Минеева Прасковья Коринăпа 1991 çулхи нарăс уйăхĕнче Мускавра ирттернĕ калаçу сыпăкĕ те пур /10 стр./ Аякран килнĕ хăнан «Чăвашла калаçатăр-и халь?» ыйтăвĕ çине Прасковья Тихоновна çапла хуравланă: «1911 çултанпа чăваш сăмахĕ илтменччĕ, манса пытăм. Елизавета Федоровна чĕннипе II Николай патша пынăччĕ те, приюта кĕрсе курчĕ. Хĕрачасене ыйтусем пачĕ. Эпĕ хам чăваш пулни пирки каларăм.

- Чăваш-и? Тĕлĕнмелле. Кала-ха мĕн те пулин чăвашла.

- Ваше Величество, Сире калама тивĕçлĕ хитре сăмах тупаймăп. «Отче наш» кĕлле чăвашла калăп, - терĕм.

Государь мана хулпуççинчен лăпкарĕ. Çак кĕлле эп халь те чăвашла калатăп».

Марфăпа Мария обителĕнчи революци хыççăнхи юлашки кунсем тата Елизавета Федоровнăна еплерех тытса кайни пирки Любовь Миллер чăваш хĕрĕн асаилĕвĕсем çинче никĕсленсе çырса кăтартнă... Революци хыççăнхи пурнăç никамшăн та çăмăл пулман: хăраххăн, пĕр-пĕрне пулăшмасăр, çирĕп тĕрев тупмасăр ура çинче тытăнса тăма çав тери йывăр пулнă. Чĕннĕ-чĕнменех Павел Корина качча тухма килĕшменнине Прасковья экзаменсем çывхарнипе тата хăй малалла вĕренесшĕн пулнипе сăлтавланă. Çапах та хĕр чунĕ çамрăк çын ăна чăнласах кăмăлланине сиснĕ сиснех. Корин хăйĕн вĕренекенĕсем валли Третьяков галерейинче час-часах экскурсисем йĕркеленĕ, ун чухне унта Александр Иванов художникăн «Явление Христа народу» пысăк картинăллă ятарлă зал пулнă. «Павел Дмитриевич пире ертсе çÿренĕ май йăлтах тĕплĕн ăнлантарса паратчĕ. Темшĕн-çке вăл кашни сăмахне ман çине пăхса пĕр маншăн кăна каланă пек туйăнатчĕ», - хутшăнăвĕсем епле çепĕç те сисĕмлĕ пулни пирки çапла черченнĕн аса илнĕ каярахпа Прасковья Тихоновна. «Прошу только дружбы, немного привета от милой серьезной девочки», - шухăш-кăмăлне пĕр пытармасăр çырнă ун патне Павел Корин.

Çамрăксем 1926 çулта пĕрлешнĕ, туйне вĕсем Михаил Нестеров художник килĕнче ирттернĕ. Марфăпа Мария обителĕнче пĕрле ĕçленине асра тытса Михаил Васильевич çамрăк мăшăра Çăлаканăн хăй ÿкернĕ сăнне парнеленĕ. «Çак турăшпах эпир чиркĕве венчет тăма кайрăмăр. Пачăшкă Нестеров ĕçне тÿрех палласа илчĕ те Михаил Васильевич турăшĕ сирĕн алла мĕнле лекнĕ тесе тĕлĕнчĕ. Павел Дмитриевич хăпартланса ку Нестеровăн хăйĕн парни вĕт-ха тесе хуравларĕ», - аса илсе çырнă Прасковья Тихоновна. Коринсен музейĕнче çак паллă художник парнеленĕ ĕçсем татах та упранаççĕ, пĕрин çине вăл: «Другу моего друга - Паше Кориной. Нестеров», - тесе алă пуснă. Çапла çырнинченех Коринсен çемйинче юлташлăхпа пĕр-пĕрне пулăшасси тĕп вырăнта тăни палăрать. Мăшăрне е арăмне тесе çырман вĕт-ха вĕсене никамран лайăх пĕлнĕ художник! ЮЛТАШ сăмаха малти вырăна тăратнă.

Корин пултарулăхне тĕпчекенсем Павел Дмитриевич мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Православи тĕнне тытса пурăннине палăртаççĕ, 1967 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче вилнĕскере Мускаври Новодевичье масарĕнче пытарнă, унти мăнастирĕн Успени храмĕнче Павел Корин ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ. Темиçе архиерей хутшăннă панихидăна художникăн тахçанхи тусĕ, тепĕр 3 çултан Патриарх пулса тăнă Извеков митрополит ертсе пынă.

Мăшăрне пытарнă хыççăн тепĕр эрнеренех Прасковья Тихоновна Павел Корин мастерской пек усă курнă çуртра музей йĕркелеме пуçăннă. Йĕркелесе çитерсен унта вăл 1971 çултан пуçласа мĕн виличченех, 1992 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен, музей управçи тата экскурсовед пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕшĕн епле тăрăшнине пĕрре те кăтартасшăн пулман Прасковья Корина, çакна вăл Валентина Минеевăна каласа панă асра юлмалли самант тăрăх та хаклама пулать, «Пĕр çын реставрацилеме картина илсе килнĕччĕ. Павел Дмитриевич ăна мастерскоя кĕртсе хучĕ те юсама унăн ал çитмерĕ. Картина выртать. Вăл мана пĕтсе çитнĕ картинăсене юсаса çĕнетме вĕрентрĕ-ха, анчах мана шанмасть. Вăл ĕçе кайрĕ, эп хайхи картинăна тытрăм та çĕнетрĕм. Темиçе кунтан хуçи килчĕ. Картинăна илсе тухрăм. Тĕлĕнсе кайнă Павел Дмитриевич ăна тытрĕ те çÿле çĕклерĕ, сĕтел çине хучĕ.

- Павел Дмитриевич, эсир асамçă пулĕ? - савăнать картина хуçи. Вăл тухса кайрĕ.

- Пашенька, эсĕ-и ăна?

- Эпĕ, - терĕм хама сăмах лекесрен хăраса. Ку ман ĕç иккенне ют çын умĕнче каламарĕ, ăна хăйĕн ĕçĕ вырăнне хуни маншăн чи пысăк парне пулчĕ. Çавăнтан вара реставраци мастерскойĕнче иксĕмĕр ĕçлерĕмĕр…»

Мĕнле сăпайлă та тăрăшуллă çын пулнă вĕт-ха вăл, Прасковья Корина! Мăшăрĕ унăн ĕçне хăйĕн тесе йышăннине «ЧИ ПЫСĂК ПАРНЕ» пек хаклама сапăр кăмăллă та таса чунлă хĕрарăм кăна пултарать пуль çав. Ахальтен мар унăн çутă сăнарĕ паянхи вырăс публицистикинче тĕслĕхлĕ те курăмлă вырăн йышăнса тăрать. Мускаври Марфăпа Мария обительне сăнланă май акă мĕнлерех çырнă ун пирки Владимир Солоухин «Чаша» эссере: «Не знаю, какие девочки там учились /служили/, называясь крестовыми сестрами, не знаю, как там они ухаживали за больными /при обители была больница/ или какими занимались рукоделиями, но по Прасковье Тихоновне могу судить, какими были воспитанницы Марфо-Мариинской обители, какого душевного богатства, какой душевной чистоты».

Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Прасковья Корина кулленех Успени храмне çÿренĕ, ытармалла мар хитре сасăллăскер тата кĕвĕ-çемĕ вăрттăнлăхĕсене çивĕч туяканскер собор хорĕнче юрланă. Чиркĕве çÿрекенсене вăл мĕн ватăлса виличченех хăйĕн тап-таса та янкăр сассипе тĕлĕнтернĕ.

Прасковья Коринăн пирĕншĕн çав тери хаклă тепĕр ырă енне те палăртса хăварас килет, ытти çынсем ун çине пăхса чăвашсем епле ырă халăх пулнине курса ĕненнĕ. Çакна Ева Лисинăн «Çăлтăрне пар…» статйи нимрен лайăх çирĕплетет. Прасковья Корина çинчен вăл аякри çулçÿревре, Иерусалим хулинчен 12 çухрăмра вырнаçнă мăнастирте те, илтнĕ. Унти хĕрарăм Ева Николаевна хăш халăх çынни пулнине пĕлсессĕнех: «Эсир чăваш пулни мĕнле лайăх!» - тесе хавхаланнă, Прасковья Тихоновна пирки мĕн пĕлнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă. Çакăн çинчен каярахпа Ева Лисина: «Мана, чăваш хĕрарăмне, аякри-аякри çĕршывра тепĕр чăваш хĕрарăмĕ çинчен каланă ырă сăмаха итлеме мĕнле кăмăллă, савăнăçлă пулнине хăвăрах ăнланатăр», - тесе аса илни хăех мĕне тăрать!

Телее, Прасковья Коринăн çутă сăнарĕпе ун çинчен çырнисене вуласа кăна мар, художниксен ĕçĕсем тăрăх та паллашма пулать. Çамрăкскерне, Марфăпа Мария обителĕнчи хĕрачасен тумне тăхăннăскерне, пулас мăшăрĕ, Павел Дмитриевич хăй ÿкернĕ. Теприне, халĕ Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранакан паллă картинăна, Максим Горький кинĕ Надежда Алексеевна Пешкова çырнă. Унта Прасковья Тихоновна 19 ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш тумĕпе ларать. Специалистсем каланă тăрăх, сурпанне вăл пушкăрт чăвашĕсем пек сырнă...

Чăннипех те тĕлĕнмелле çын пулнă вăл, самана пăтрашулăхне пăхмасăрах ырă кăмăлпа та таса чунпа 92 çул пурăннă чăваш хĕрарăмĕ. Хăватне ăçтан тупнă-ха тесе шухăшлатăн та - хуравĕ хăйне хăех килет, çамрăк чухне те, ватăлсан та вăл «Эй, Çÿлти Аттемĕр» кĕлле ача чухнехи пекех чăвашла каланă, тăван халăх тымарĕнчен нихăçан та татăлман.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.