Сĕт пахалăхĕ ÿсет

1 Июл, 2015

Муркаш районĕнче халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ тата хак улшăнăвне сăнаса тăраççĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем Муркаш, Хорнуй, Шаптак ялĕсене çитсе "Лактан", "Клевер" анализаторсемпе сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕ. Ветеринарсем чĕртавар паракансене тата йышăнакансене пахалăхшăн малашне те тăрăшма чĕнсе каланă. Хорнуй тата Муркаш ял тăрăхĕсенчи 70 ытла килти хуçалăх продукци пухакан "Алмаз" ОООпа суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă. Çак ĕç ытти ял тăрăхĕнче те малалла пырать. Район халăхĕ кашни кун 35 тонна ытла чĕрĕ сĕт парать.

Канаш районĕнче "Молочный двор - Канаш", "Молцентр", "Молочная империя", "Молочник" кооперативсем, потребобщество, "Мир" ЯХПК, "Вурнары завод СОМ" ООО, А.С.Агамирян предприниматель ял çыннисенчен сĕт пуçтараççĕ. Ăна Комсомольски, Тăвай, Пучинке /Йĕпреç районĕ/, Çĕнĕ Кипеç /Комсомольски/ сĕт завочĕсене леçеççĕ. Районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсем сĕт пахалăхне кашни уйăхра тĕрĕслеççĕ. Анчахрах 1750 тĕслĕх илнĕ. Хăшпĕринче шыв хушнине, хăймине пуçтарса илнине тупса палăртнă. Хуçисемпе ятарлă калаçу ирттернĕ, асăрхаттарса хăварнă. Паянхи кун тĕлне сĕт паракансемпе 254 килĕшÿ тунă. Май уйăхĕнче сĕт турттарнă чухне ветсанитари йĕркине пăхăнманшăн организацисен должноçри 5 çыннине административлă йĕркепе явап тыттарнă.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ