Тăван çутçанталăка халалланă пурнăç
ЧР Пуçлăхĕ Эколог кунĕччен /июнĕн 5-мĕшĕ/ Указ кăларса Чăваш патшалăх университечĕн çутçанталăк пуянлăхĕпе усă курассин тата геоэкологи кафедрин профессорне Федор Карягина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ" хисеплĕ ята пама йышăнчĕ. Ăна пĕлтĕр туса хучĕç, Федор Александрович пĕрремĕш тивĕçрĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май "Хыпар" ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.
- Саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр! Çутçанталăка хÿтĕлесе ырă ĕç татах тăвăр.
- Тавах. Çапах та ку наградăна малтан Аркадий Айдака памаллаччĕ, вăл тивĕç-лĕрехчĕ. Шел, ун чухне çав ята туса хуманччĕ çав.
- Эсир 1992-1996 çулсенче ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пултăр. Кайран, ăслăлăх конференцийĕнче, çав çулсенче Чăваш Ен çутçанталăкне пуянлатнине палăртрĕç. Хăшпĕр ĕçсене аса илĕр-ха?
- 1993 çулхи июнь уйăхĕнче Шăмăршă вăрманĕнче çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Чăваш вăрманĕ" наци паркне, 1995 çулхи декабрь уйăхĕнче Улатăр вăрманĕнче çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" лаптăкне /вăл - 9,5 пин, унăн хÿтĕлев унки 25,5 пин га/ йĕркелеме йышăнтăмăр. Вĕсене тытса тăма федераци хыснинчен укçа уйăраççĕ. Çак управлăхсем сĕтпе тăрантаракан чĕрчуна, вĕçен кайăк-кĕшĕке, хурт-кăпшанка, çĕлен-калтана ĕрчеме, вĕсене юнашар районсене куçма, ÿсентăрана сарăлма май тăваççĕ. Ÿссе пыракан ăрăва биологи, зоологи, экологи пĕлĕвĕ пама пулăшрĕç. 1995 çулта Шупашкар, Сосновка, Çурçĕр, Акăшкÿл, Питтукасси вăрманлăхĕсен никĕсĕнче çутçанталăкăн "Заволжье" паркне никĕслерĕмĕр. Çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи 8 талккăшне чикĕлесе çирĕплетрĕмĕр.
- Кĕске хушăра тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă. Вĕсене камсем пуçарчĕç?
- Çутçанталăкăн уйрăмах сыхламалли çĕршыв шайĕнчи асăннă объекчĕсене туса хурасси чылай маларах республикăри паллă биологсен Агния Плетнева-Соколова, Зоя Куданова, Аким Ефейкин, Николай Воронов ĕмĕчĕ пулнă. Вĕсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессине республикăн Экологи министерствин специалисчĕсем чи сăваплă тивĕç вырăнне хурса йышăнчĕç. Çак ĕçре ЧР Аслă Канашĕн депутачĕсен тÿпи те пысăк. Вăл вăхăтра парламентăн Экологи комитетне биологи наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ Николай Матвеев ертсе пыратчĕ. Комитетра тăракансем тăван тавралăх пуянлăхне упраса хăварассишĕн нумай вăй хучĕç. Ку енĕпе асăннă министерствăпа тачă çыхăну тытатчĕç. Май килнĕ чухне вĕсен ячĕсене асăнам-ха: Федор Мадуров скульптор, В.И.Чапаев ячĕллĕ произодство пĕрлешĕвĕн инженер-химикĕ Венера Печникова, Улатăр тата Муркаш районĕсен больницисен тĕп тухтăрĕсем Людмила Баландинăпа Владислав Данилов, Çĕнĕ Шупашкарти Михаил Редькин юрист. Вĕсем хăтлăхсене саккун хÿттине илмелле терĕç, экологи ыйтăвĕпе пуçару чылай турĕç. Пирĕн вара сĕнÿсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлемеллеччĕ. Урăхла пулман, мĕншĕн тесен мана министра Патшалăх Канашĕ суйланă.
- Документсене Мускавра та тĕрĕслерĕç-и?
- Паллах. Министерствăн пай ертÿçи Александр Димитриев /халĕ "Сăрçи" директорĕн заместителĕ/, Маргарита Гафуровăпа Галина Константинова специалистсем, Чăваш ялхуçалăх тата педагогика институчĕсен ăсчахĕсем уйрăмах сыхлакан лапкăшсене патшалăх хÿттине илес тĕллевпе вырăна çитсе нумай тишкерчĕç. Çакăнта эпĕ ĕçе уйрăмах пысăк тÿпе хывнă хăшпĕр ăсчаха асăнса хăварасшăн: Галина Чернова, Вера Кириллова, Николай Хмельков, Леонид Воронов, Леонид Егоров, Зинаида Плечева /Чăваш патшалăх педагогика институчĕ/, Людмила Теплова, Дмитрий Ефейкин, Наталья Налимова, Альберт Ластухин /"Карăш" вĕренÿ центрĕ/. Вĕсем çав тĕпчев ĕçĕсене тÿлевсĕр пурнăçларĕç. Министерство автотранспортпа çеç тивĕçтерчĕ. Апла пулин те ăна паянхи кунчченех тав тăваççĕ. Чăн-чăн ăсчахсем çавнашкал чун-чĕреллĕ пулĕ çав. Каярахпа вара Раççей Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи, Вăрман хуçалăхĕн министерствисем, "Гипролес" институт вĕсен тĕпчевĕпе усă курса заповедникпа парк тăвас ыйтăва татса пачĕç.
- Халĕ пирĕн - çутçанталăкăн республика шайĕнчи уйрăмах сыхлакан 94 лаптăкĕ /48753 га, пысăкрах пайне совет тапхăрĕнче йĕркеленĕ/, "Чăваш вăрманĕ", "Сăрçи", Раççей Ăслăлăх Академийĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ /177 га/, çутçанталăкăн районсен шайĕнчи уйрăмах сыхлакан 31 талккăшĕ /460 га/. Вĕсем пĕр-пĕринпе экологи "сукмакĕпе" çыхăнаççĕ-и?
- Чылайăшĕ аванах çыхăнать. Сăмахран, "Чăваш вăрманĕпе" "Сăрçи". Чĕрчунсем пĕринчен тепĕрне пĕрмай çÿреççĕ. ЧР шайĕнчи лаптăксенчен те экологи каркасĕпе - вăрманпа, ĕшнепе, вăрман тăрăхĕпе, юханшывсен çыранĕпе, тепĕр чухне ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе - куçаççĕ. Çапах та кашни "сукмак" ирĕккĕн хутшăнма май памасть е хăшпĕрисен хушшинче çыхăну пачах çук - вăрман тăрăхĕсем çитĕнтерсе çыхăнтармалла. Экологи каркасĕсене çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи лаптăкĕсен йышне кĕртмелле.
- "Чăваш вăрманĕпе" "Сăрçи" хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлани иккĕлентермест. Вĕсене хуралçăсен пысăк ушкăнĕ сыхлать. Республика, район шайĕнчисене пăхса тăмаççĕ. Сунарçăсем хÿтĕсĕре кĕрсе чĕрчун тытаççĕ, ялйыш вĕсене хăратать, йывăç, милĕк касать, çырла-кăмпа пуçтарать, хытă каяш тăкать... "Сăрçин" Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕ хĕрринчи лаптăкне /27,6 га/ Миназым Рахматуллов нумай çул браконьерсенчен хÿтĕлесе пурăнать. Республикăпа район шайĕнчи лаптăксене те пĕрер çын çирĕплетмелле мар-ши?
- Тĕллевÿ пархатарлă. Манăн та ырă шухăшсем пур. Эпĕ астăвасса хуласемпе районсен хăйтытăмлăх органĕсен çутçанталăка хÿтĕлекен пайĕсенче 2-5-шер специалист /вăл патшалăх инспекторĕ шутланнă, çутçанталăка сиен кÿнĕшĕн административлă ĕç пуçарса штраф хунă/ ĕçленĕ. 2000 çулсенче 1-ер хăварчĕç, вĕсене административлă ĕç пуçарма чарчĕç, çăмăл автомашинисене туртса илчĕç.
Республика шайĕнчи лаптăксене хÿтĕлеме ятарласа дирекци туса хунă. Вăл ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине пăхăнать, унта 3 çын çеç вăй хурать. Паллах, дирекци пĕтĕм лаптăка сыхлаймасть. Районсене çÿреме ăна çăмăл автомашина та çирĕплетсе паман. Хăтлăхсене хураллама çывăхри ялсенче пурăнакан, çутçанталăк пуянлăхне упрассишĕн тăрăшакан çынсене ĕçе илсен лайăхчĕ. Ку ыйтăва татса париччен вĕсене вăхăтлăха та пулин шанмалла.
- Паян районсенче туристсене канмалли вырăнсем тумалли çинчен нумай калаçатпăр. Кану çурчĕсем уçма тĕллев тытнине ырлатăп çеç. Хăнасене районсене илĕртме вĕсене хăтлă тумалла. Тата мĕн кирлĕ?
- Таса, сывă, кайăклă вăрман, пулăллă шыв-шур пултăр. Хăна вĕтлĕх-чăтлăхра чĕрчун кĕшĕлтетнине курса савăнтăр. Ку ыйтăва ЧПУ преподавателĕсем Зоя Трифоновăпа Инна Никонорова хăйсен тĕпчевĕсенче туллин хуравларĕç. Туризм проекчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшакан влаç органĕсемпе бизнесменсене вĕсен ĕçĕсемпе паллашма сĕнетĕп.
- Тата мĕнле ыйтусем пуçа ыраттараççĕ?
- Ял тăрăхĕсенчи çырма-çатрана тăкса тултарнă хытă каяша михĕсене тултарса район полигонне леçесчĕ, шыв-шур çыранне тирпейлесчĕ. Пĕвесене юшкăнран тасатмалла, гидрохатĕрĕсене юсамалла. Вăрман культурисене чир-чĕртен сиплеме федераци хыснинчен укçа ытларах ыйтса илесчĕ. Çак ĕç калăпăшне ÿстермесен юмансăр, чăрăшсăр, хăшпĕр ытти культурăсăр юлăпăр.
Çуллен ялйышпа хам çуралса ÿснĕ Кивĕ Ахпÿрт /Патăрьел районĕ/ ялĕн масарне Америка вĕренинчен тасатма каятăп. Тымарне темиçе çул кăклатпăр - пурпĕр пĕтерейместпĕр. Пирĕн ялта çеç мар, пур çĕрте те ашкăрать вăл. Хăшпĕр ял тăрăхĕнчи уй-хиртех сарăлнă. Ăна касса тымарне кăклама питĕ йывăр. Хăвăрт хунаканскере республикипех пĕтермелле. Унран тасалмалли тĕллевлĕ программа хатĕрлесе Çутçанталăк министерствине тăратрăм. Шел те, ăна хальлĕхе йышăнмарĕç-ха.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать