Уяв картине - тулли кăмăлпа

1 Июл, 2015

Июнĕн 27-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Нурлат хулинче пĕтĕм чăвашсен Уявĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр, Свердловск облаçĕсенчи, Мускаври, Питĕрти, Иркутскри, Ĕпхÿри 100 яхăн фольклор ушкăн килсе çитрĕ.

Тутарстан Республикинчи ытти халăх хушшинче чăвашсем шучĕпе виççĕмĕш вырăнта. Кунта культурăпа йăла-йĕркене сыхласа хăварма пĕтĕм майсем пур. Çĕр çирĕм юрă-ташă ушкăнĕ. Вĕсенчен çирĕм пĕрĕшĕ халăх коллективĕ ята илнĕ. Тутар Республикинчи вун тăхăр хулапа районта тăхăр вун пиллĕк чăваш шкулĕ ĕçлет. Ултă пин чăваш ачи хăйĕн тăван чĕлхине предмет пек вĕренет.

Чăваш Республикин делегацине - ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Ю.Попова, Чăваш наци конгресĕн президентне Н.Угаслова тата "Хыпар" Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне В.Туркая Тутар Республикин Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Р.Минниханов, Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи К.Яковлев тата Нурлат районĕн пуçлăхĕ Р.Кузюров кĕтсе илчĕç. Сумлă хăнасем малтан Нурлат хулинчи тĕпрен юсаса çĕнетнĕ Халăхсен туслăхĕн çуртне уçрĕç.

- Ку Тутар Республикинчи çакнашкал улттăмĕш çурт, çитес вăхăтра тепĕр икĕ районта уçмалла, - пĕлтерчĕ Р.Минниханов. - Вĕсенче туптанĕ пирĕн пуласлăх. Авалхи йăла-йĕрке, культура, тăван чĕлхе çирĕплетĕ халăхсен туслăхне.

Мероприяти 9-мĕш хут иртекен уявпа тăсăлчĕ. Хаклă хăнасене чăваш, тутар, вырăс наци кучченеçĕсемпе тата юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ хыççăн пурте чăваш картишĕнче пулса курчĕç, наци апачĕсемпе сăнланчĕç, алĕç тата çыравçăсен кĕнекисен куравĕсемпе паллашрĕç. Чăваш халăх культурине Марковсен нумай ачаллă çемйинче, вĕсен пурнăçĕн пĕр саманчĕ урлă кăтартрĕç. Юнашар килте паллă çарпуçĕ "Чапаев" сăнарĕ кĕтсе илчĕ. "Нарспипе" "Сетнер" вара К.Ивановăн вилĕмсĕр поэмине тепĕр хут аса илтерчĕç.

Нурлат районĕн пуçлăхĕ Р.Кузюров пухăннисене чăвашла салам сăмахĕсем каларĕ: "Нурлат тăрăхĕнчен пултаруллă çын нумай тухнă. Паянхи уяв Раççейĕпех сарăлнă чăвашсене пĕрле пулма тата туслăха çирĕплетме пулăшĕ".

Уявра халăх пуянлăхне туллин куртăмăр. Чи кирли - кашни халăх хăйĕн культурине тата чĕлхине упраса хăварни", - сăмах илчĕ Р.Минниханов. Вăл чăваш культурипе йăли-йĕркине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Тутарстан чăвашĕсен наципе культура пĕрлĕхĕн ертÿçине Константин Яковлева Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов уява хутшăннисене Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатев ăшшăн саламланине пĕлтерчĕ. "Тутар Республикинче çĕр вунпилĕк пин чăваш тутарсемпе тата ытти халăх ывăл-хĕрĕпе туслăн килĕштерсе пурăнать. Авалтан килекен çак Уяв халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварса тата та анлăлатса пыни мана чунран савăнтарать" - терĕ Юрий Попов.

"Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче час-часах пулнă май Нурлатри Уява çитекенни çуккине хам куçпа курса ĕнентĕм", - çапла палăртрĕ хăйĕн шухăшне Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Константин Яковлев.

Уявра тăпрана шалча çапса кĕртрĕç. Çакă ырă ĕç пуçламăшне сăнарлакан самант. Мăчавăр кĕлĕ вуларĕ. Вăл çÿлти хăватсенчен тухăçлă тырпул çитĕнтерме пулăшу ыйтрĕ. Унтан пухăннă халăх вăйă картине тăчĕ.

Уяв программине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ юрă-ташă ăстисем, çак шутра Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ те, ЧНК çумĕнчи "Янра, юрă" тата "Сувар" ташă ушкăнĕсем те илем кÿчĕç.

Василий КУЗЬМИН, Зоя ЯКОВЛЕВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Фоторепортаж

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.