Ĕçлеместĕп, анчах ерçÿ çук... Çакăн пек те пулать
Паян ĕç ирĕклĕ, патшалăхăн тĕп саккунĕ - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ гарантиленĕ тăрăх «Кашни çыннăн хăйĕн ĕçлес пултарулăхĕпе хуçаланма, хăш енĕпе ĕçлессине тата профессие суйласа илме ирĕк пур. Вăйпа ĕçлеттерессине пăрахăçланă».
Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне 2,5 пин ытла ĕç сĕнекен 20 пин ытла ваканси пушши çинчен пĕлтерни пур. Производствăна çĕнетсе улăштарассипе çыхăннă процессемпе тата кадрсем улшăнса тăнипе пĕрлех вакансисене тултарманнин сăлтавĕсенчен пĕри паянхи обществăна пырса тивекен пуçаруллă сезон тата вахта миграцийĕ пулса тăрать. Хăшĕ-пĕри хăйĕн шухăш-кăмăлне кура пур енĕпе те улшăнăва кăмăллать, çамрăксене вара Раççейĕн инçет тăрăхĕсем илĕртеççĕ.
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕ тата Чăвашстат ирттернĕ тĕпчевсем тăрăх пирĕн хутлăхра пурăнакансенчен 50 пинĕшĕ ытти регионта, пысăкраххинче, вăй хума кăмăллать, мĕншĕн тесен çакă пысăк тупăш кÿнипе пĕрлех килти тата хушма хуçалăха пуçаруллă аталантарма май парать. Юлашкийĕ вара ял хуçалăх продукцийĕ сутнин усламĕпе çыхăннă хушма шалу шутланать. Ĕçлевĕн тата тупăшăн çакнашкал мелĕсем паян саккунпа килĕшсе тăраççĕ, вăхăтлăх вăй хурассине суйласа илнĕ граждансем вара ĕçлĕ шутланаççĕ. Сăлтавĕ акă мĕнре: ĕçсĕррисене тата ĕçлисене уçăмлатмалли икĕ меслетлĕх пур, вĕсенчен кашнийĕ çакна хăйне евĕр палăртать.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ /МОТ/ палăртнă тăрăх ĕçлĕ шутланакансен йышне çаксем кĕреççĕ:
- тара кĕрĕшсе эрнере пĕр сехет те пулин вăй хунисем, урăхла каласан укçапа натурăпа хавхалантарасси пирки сăмах вĕççĕн е çырса килĕшÿ тунисем*
- харпăр хăй предприятийĕнче, харпăр хăй ĕçĕнче е тăванĕ патĕнче тăрăшнă /çав шутра ĕç килĕшĕвĕ йĕркелемесĕрех/, ĕçпе тивĕçтерекенсем, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем, производство кооперативĕн членĕсем, çемье предприятийĕнче пулăшакансем*
- ял хуçалăх, вăрман хуçалăхĕн, сунар, пулă продукцине килте туса илес енĕпе тата ăна сутас е улăштарас тĕллевпе тăрăшакансем*
- чирленипе, сывă мар çынна пăхнипе ĕçре вăхăтлăх пулманнисем, 6 уйăхран кая мар тăсăмлă тĕрлĕ отпуск илнисем, ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи, ăна виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсем, ĕç пулманнипе ахаль ларакансем тата ытти те*
- çар е патшалăхăн ытти службинче тăракансем.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе килĕшÿллĕн ĕçлĕ граждансен йышне шута илмешкĕн статистика органĕсем уйăхсерен ĕçлев енĕпе халăх хушшинче социологи ыйтăмĕ ирттереççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсене демократи мелĕпе палăртаççĕ - гражданин сăмахне тĕпе хураççĕ, çавна май кăтартусенче чăнлăхпа килĕшсе тăманни те çук мар. Анкетăри шахвăртуллă майпа йĕркеленĕ 90-на яхăн ыйтупа хурава статистикăн ăста профессионалĕсем кăна уçăмлатма пултараççĕ. Çапла вара МОТ меслетлĕхĕпе пирĕн хутлăхра 36 пин ĕçсĕр гражданин шутланнă, пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ вара пилĕк процентран иртнĕ пек пулса тухать.
Раççейĕн ĕçлев саккунĕсемпе килĕшÿллĕн чăннипех ĕç шыракансем тата ăна пуçăнма хатĕррисем çавна май ĕçлев службин органĕсене пыракансем кăна ĕçсĕрлĕх статусне тивĕçеççĕ. Кунта вĕсене ваканси суйлама ирĕк параççĕ, специальноçа кура юрăхлă ĕç тупăнмасан е професси пулмасан тест витĕр тухма, ĕç рынокĕ ыйтакан ăсталăха вĕренме сĕнеççĕ. Ĕç шыранă тапхăрта ун пеккисене 4900 тенкĕ таран виçепе пособи тÿлеççĕ. Кун пек чухне хăйсенчен те çирĕп ыйтаççĕ: регистрацие тăнă ĕçсĕр çыннăн тÿлевлĕ вырăнта вăй хума юрамасть, çакна тупса палăртсан ĕçсĕрлĕхшĕн ултавлă мелпе тивĕçнĕ пособие патшалăха тавăрса пама тивет. Енчен те çав сумма пĕр пин тенкĕрен иртет тĕк уголовлă преступлени шутланать. Паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 4 пин ĕçсĕр гражданина регистрациленĕ, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ çулталăкра вăтамран пĕр процента çывхарнă.
Служба органĕсенче регистрациленмен граждансен вара социологи ыйтăмне хуравланă чухне хăйсен ĕçлевĕ пирки пытарма кирлĕ те мар. Саккун йĕркине пĕлменнисем çапла тăваççĕ те ахăр. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра харпăр хăй хуçалăхĕнчен илнĕ тупăша налук хумаççĕ, тĕслĕхрен пилĕк ĕнешĕн е çĕр сурăхшăн. Сăмах май, Чăваш Енри ялта пурăнакан кашни виççĕмĕш çемье хăйĕн хуçалăхне аталантармашкăн патшалăхран çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Шăпах çакă çемье членĕсене кăна мар, вĕсен тăванĕсене, тепĕр чухне кÿршисене те ĕçлĕ пулма май парать ĕнтĕ. Çу кунĕсенче пускиле утă пухса кĕртме пулăшрăн - хĕлĕпех сĕт-çăва тивĕçетĕн. Ку вара - ĕçлĕ пулни.
Хула çыннисене илес тĕк, енчен те вĕсем официаллă йĕркепе пĕр-пĕр организацире шутланса тăмаççĕ пулсан та чылай чухне ĕçлевĕн вăрттăн мелĕпе усă кураççĕ.
Çакна патшалăх статистики те çирĕплетет - паян республикăн тĕп хулинче Шупашкарта ĕçсĕр 2 пине яхăн çынна регистрациленĕ. Тĕлĕнмелли çук, асăннă ушкăна кĕрекенсен юрăхлă ĕç шырамалли тапхăр тăсăмĕ 3 уйăхпа танлашать, ку кăтарту Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут пĕчĕкрех. Ĕçлев службин клиенчĕсен çурри ытла малтанхи вунă кунрах вырăн тупать. Пĕр сăмахпа, ĕç шыракан çын ăна хăвăртах тивĕçет.
Республикăри ĕçлев службин органĕсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ халăха «киле пырсах» ĕç сĕнеççĕ. Службăн куçса çÿрекен офисĕсем «урапаллă» хăтлă пÿлĕмсенче инçетри ялсенче пурăнакансене ваканси банкĕпе усă курма май туса параççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хулари ваканси банкне Перекет банкĕн халăх йышлă çÿрекен вырăнĕсенче лартнă банкомачĕсенче тупма пулать.
Ĕç рынокĕн хальхи условийĕсенче - ваканси хисепĕ ĕç шыракансен йышĕнчен 4 хут нумайрах пулнă чухне - ĕçлев ыйтăвне хирĕçле хуравлакансене ĕненме кансĕр. Çапах та тĕрĕслĕхе тĕпе хурса çакна палăртмалла, унашкаллисем сахаллансах пыраççĕ: ĕçсĕррисем кăçалхи виççĕмĕш кварталта /Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе/ пĕрремĕш кварталтинчен 49,7 пин çын ытларах пулнă.
Ĕçлĕ пулни пур енчен те пайталлă. Мăшăрĕн шалăвĕ е ватă ашшĕ-амăшĕн пенсийĕ шучĕпе пурăнакансем е çын ĕнси çинче ларакансем чылай чухне тăванĕсен тинкине кăлараççĕ: кÿршисем ăнăçлă пурăнни тарăхтарать вĕсене, влаçпа кăмăлсăрланаççĕ, пĕтĕм тĕнчене хурлаççĕ. Саккунлă шалу пур çынна кÿршисемпе тусĕсем хисеплеççĕ. Чи пĕлтерĕшли - хăйне хăй хаклать вăл, ыттисен куçĕ умĕнче ÿкмест. Çакă вара кăмăла çĕклет, вăй-хăват парать тата чун хавалне тĕреклетет. Кунашкал çынна шанаççĕ, пысăкрах вырăн тата сумлăрах гонорар сĕнеççĕ.
Комментировать