Имплантатсене республикăрах хатĕрлĕç
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче регионсен хушшинчи "Пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн çивĕч ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа практика конференцие Раççейĕн 18 регионĕнчен пухăннă специалистсене саламланă.
Асăннă мероприяти реабилитацин хальхи йышши технологийĕсене туса хатĕрлекен тата пурнăçа пуçаруллă кĕртекен медицина учрежденийĕнче çиччĕмĕш хут иртет. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче Чăваш Енре реабилитаципе амбулатори тата стационар сиплевĕн виçĕ шайлă тытăмне туса хунă, çитĕннисемпе ачасене тивĕçтерекен медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕн калăпăшне ÿстернĕ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ отраслĕн локомотивĕ шутланать, унта кăткăс операцисен техникине алла илнĕ, хăйсен квалификацине Раççей тата ют çĕршыв клиникисенче ÿстерекен опытлă специалистсем вăй хураççĕ.
Михаил Игнатьев Раççейĕн Р.Р.Вреден ячĕллĕ травматологи тата ортопеди ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн директорне Рашид Тихилова килĕштерсе ĕçленĕшĕн, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева пысăк çитĕнÿсемшĕн тав тунă.
Влаçăн республикăри органĕсем тухăçлă ĕçленин усси куç умĕнчех: Чăваш Енре виççĕмĕш çул ĕнтĕ халăх йышĕ хăй еккипе ÿссе пырать, пурнăç тăршшĕ 2,5 çул пысăкланчĕ, вăрăм ĕмĕрлисем - 18, нумай ачаллă çемьесем 25 процент йышланчĕç.
Михаил Игнатьев конференцие пухăннисене Шупашкарта Индустри паркĕ тума тытăнни, резидент компанийĕсенчен пĕри эндопротезировани тата травматологи центрĕсем валли имплантатсем тата инструментсем кăларма тытăнасси çинчен пĕлтернĕ.
"Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртмешкĕн вырăн шыракансене пулăшма яланах хатĕр. Хăйсен шухăш-тĕллевне пирĕн республикăра пурнăçлас тĕллевлисем валли тивĕçлĕ услови туса паратпăр", - тенĕ вăл конференцие хутшăннисене тухăçлă ĕçлемешкĕн, пĕр-пĕрин шухăшĕпе тата опычĕпе паллашмашкăн ырă сунса.
В.СМИРНОВА
Комментировать