Мĕн пуррине упрамалла

30 Июн, 2015

Республика Кунĕпе çыхăннă ĕçсем вĕçленчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт. Экономикăпа çыхăннине шутпа, укçапа пахаламалла пулĕ: çавăн чухлĕ тĕлпулу ирттернĕ, çавăн чухлĕ килĕшÿ тунă, çыхăнусем йĕркеленĕ, хутшăнусене çирĕплетнĕ. Çавна май республикăна миллион-миллион тенкĕлĕх тупăш кÿнĕ.

Культура мероприятийĕсене мĕнле виçепе пахаламалла-ха? Халăхăн туйăмне тĕрĕс палăртма пултаракан хатĕр пур-ши?

Уяв программипе иртнĕ концертсене, фестивальсене, унта тĕрлĕ чĕлхепе янăранă юрăсене, тĕрлĕ халăхăн кĕвви-çеммине укçа çине куçарма нимĕнле сум та çитмĕ. Чун-чĕре, ăс-хакăл, кăмăл-сипет енĕпе çыхăннă ĕçсем - вилĕмсĕр, яланлăхах. Пире аваллăх эрешĕсем, истори хавхалантараççĕ. Ку - пурнăç хăй ыйтни, патшалăх ĕçĕн пĕр енĕ. Республика ертÿлĕхĕ çавна лайăх ăнланать: культура аталанăвĕсĕр Чăваш Ен çĕкленеймĕ. Çавăнпа ытти регион представителĕсем пирĕн тăрăха ăнтăлнине ăнланмалла.

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне, "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале хутшăннисем те, "Руç ăстисем" конкурса килнисем те Шупашкарпа киленнине, вăл хăтлă, хитре, таса пулнишĕн кăмăлланине палăртрĕç. Хăнасем пирĕн хулана килĕштернишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Çакă - хамăра хакланиех-çке. Манса каяр мар: яланах çапла пулман Шупашкар. Хĕрлĕ лапам, пурте куç хывнă фонтанлă залив урăх сăнлă пулнине те астăватпăр. Çак илем пĕлĕтрен вĕçсе анман. Хăй вăхăтĕнче Дмитрий Лихачев академик культурăна çăлма, вăл хăйĕн пĕлтерĕшĕпе экономикăран та вăйлăрах пулнине систерсе "чан" çапнă. Шел те, çĕршывăмăрта ун сассине илтеймен, тен, илтес те темен. Илтменлĕхĕн çимĕçĕсем пиçсе çитнĕ ĕнтĕ: ырă йăласем вырăнне усаллисем алхасма пуçларĕç, халăхăн пĕр пайĕ ĕçке ярăннă, наркомани тата ытти тĕрĕс çул çинчен пăраççĕ. Çавăнпа та пирĕн республикăра культура ыйтăвĕсене ыттисенчен маларах "сиплеме" тытăнни палăратех çав.

Çакна ютран килнĕ хăнасем тÿрех асăрхарĕç. Сăмахран, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Мелекесс хулинчен килнĕ "Савăнăç" халăх ансамблĕн хастарĕсене Шупашкар хăйĕн тирпейĕпе тыткăнланă. "Хула питĕ килĕшрĕ, ентешсем те çав тери тарават, кăмăллă, татах чун туртать кунта", - терĕ ансамбль ертÿçи Ирина Иванюкова. Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Аслă Микушкел ялĕнчи Надежда Савельева та, Галина Спиридонова та, Надежда Минеева та çаплах шухăшлаççĕ.

Республика Кунне Шупашкарта çеç паллă тумастпăр, яллă вырăна та тухма пуçларăмăр. Малтан Етĕрнесем йышăнчĕç, унти кăлтăксене Шăмăршăсем шута илсе "якатрĕç", Елчĕксем хăйсен енчен çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç. Малалла - Вăрнарсем, Сĕнтĕрвăррисем, Çĕмĕрлесем, Куславккасем, Комсомольскисем. Кăçал вара республика ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канашсен умĕнче çак шухăша палăртрĕ: "Шанатăп: чаплă уявпа çитнĕ илем, хăтлăх, тирпейлĕх яланлăхах сирĕнпе юлĕç. Эсир вара ку енĕпе хăвăртан çирĕпрех çеç ыйтма пуçлăр".

Питĕ ансат тĕллев: мĕн пуррине упрамалла та малалла ăнтăлмалла. Вара эпир этемле - ыттисене тĕлĕнтермелле, ăмсантармалла - пурăнăпăр. Хамăр та, паллах, киленÿ тупăпăр.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.