Тюльпансене çулла кăлармалла

25 Июн, 2015

Тюльпансене çуллахи вăхăтра кăлармалла тенине илтнĕччĕ. Ăна хăçан кăларса мĕнле упрамаллине вĕрентеймĕр-ши?

Лина ИВАНОВА.

Канаш районĕ.

Çуркунне чи малтан çурăлса пахчана илем кÿнĕ чечексем - тюльпансем, гиацинтсем, нарциссем канăва кайма хатĕр. Çуркунне çак чечексем пĕлтĕр пуçтарса хатĕрленĕ вăй-халпа çеçкеленчĕç. Енчен те эсир пĕлтĕр лайăх вăрлăх туянса лартнă-тăк ăна тимлех пăхман пулсассăн та вăл лайăх чечекленет. Малашне те хитре чечеклентĕр тесен мĕн тумалла-ха? Чечекĕн уйрăмлăхĕсене пĕлсе тĕрĕс пăхмалла.

Тюльпан, нарцисс, гиацинт ытти суханлă ÿсен-тăран пекех пулăхлă тăпрана килĕштереççĕ. Тюльпан суханĕсем çулçисен хавалĕпе вăй илеççĕ, сĕтеклĕ япаласене сухана пуçтараççĕ. Çавăнпа тюльпан чечекне каснă чухне çулçăсене тĕкĕнме кирлĕ мар. Чечекленсе пĕтнĕ хыççăн çулçăсене йăлтах касса пăрахсан тепĕр çул тюльпан йĕркеллĕ тухса чечекленеймĕ.

Тюльпана кашни çулах кăларса çу каçармалла. Мĕншĕн тесен тăпрара ларсассăн вăл кивĕ хуппипе, хурт-кăпшанкă сиенленипе вăйсăрланать. Сухансене çеçке тăкăннă хыççăн, çулçăсем сарăхса типме пуçласассăн, кăларма юрать. Çĕр çинчи çулçăсем йăлтах типсе хăрса ларасса кĕтмелле мар. Чечек суханне иртерех кăларсан çамрăк сухан лайăх пулса çитеймест, унăн çийĕ шурăрах тĕслĕ пулать. Тюльпан суханĕ кашни çулах çĕнĕрен ÿсет. Пулса çитеймен тюльпан тепĕр çулхине шăтса тухсан та чечек çурма вăй çитереймест. Вăхăтра кăларнă тюльпан суханĕ сарăрах тĕслĕ пулать.

Кăларнă хыççăн тюльпансемпе гиацинтсен суханĕсене, тĕттĕмрех çĕрте 22-25 градусра типĕтмелле. Виçĕ-тăватă кунран лайăх типсе çитет чĕртавар, ăна тасатма та çăмăл. Сухан тунирен, тымартан çăмăл уйрăлать, кивелнĕ хуппийĕ вистенет. Тасатнă сухана шăрăхра вăрах тытма юрамасть - сухан ăшĕнчи чечек папкийĕ пĕтет, вара тюльпан тепĕр çулхине чечекленеймест.

Гиацинтсене те тюльпансене хатĕрленĕ мелпех кăларса типĕтмелле, август уйăхĕн вĕçĕччен упрамалла. Типĕтсе тасатнă сухана суйламалла та уçă ешчĕксене çÿхен сарса тĕттĕм çĕрте 17 градуса яхăн çĕрте упрамалла. Тĕп сакайĕнче е нÿхрепĕн çÿлти çÿлĕкĕсем çинче упрама юрать.

Нарцисс пирки пĕр-икĕ сăмах. Ку чечеке кашни çулах кăлармалла мар. 3-5 çулта пĕрре кăларса чечек тĕмне сайратмалла. Тюльпансене те, гиацитсемпе нарциссене те тăпрана август вĕçĕнче е сентябрь пуçламăшĕнче лартмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.