Çатти-çатти милĕкĕ
Аслисем "мунчара çапăнсан хул-çурăм, шăмшак канать" тесе каланинчен тĕлĕнеттĕмĕр эпир, ачасем. Ара, мĕн лайăххи пултăр лапка çинче, вĕри милĕк хумĕ айĕнче выртассинче! Вăхăт иртнĕçемĕн мунчара çапăннин хакне хамăн кĕлетке те пĕлекен пулчĕ. Ача чухне, ахаль те çемçе те çăмăл, сывă кĕлеткен милĕк уссине сисме кирлех мар-тăр çав.
Чăваш мунчи авалтанпах те-хĕмлĕхĕпе палăрнă. Ахальтен-и "мунчи тутлă пултăр" тесе сунатпăр мунча кĕме каякана. Мунча техĕмне вара, паллах, ытларах чухне милĕк кĕртет.
Çак ырлăха çулталăклăх хатĕрлеме шăпах вăхăт халĕ. "Милĕк тăвасси мĕн вăл - кайнă та каснă вăрмана, пулчĕ те" теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Анчах кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. Эппин, унпа паллашса илни кансĕрлемĕ.
Милĕк касма хатĕрленнĕ кун уяр пултăр. Çумăрлă çанталăкра милĕк касмаççĕ. Милĕке аслă çулсем хĕрринче те хатĕрлеме юрамасть. Йывăçсем сывлăшран тĕрлĕ сиенлĕ хутăша туртаççĕ.
Милĕке сывлăм типсен, кăнтăрлаччен касни аванрах. Ăна темрен те тума пулать: хурăнран, юманран, çăкаран, пилешрен, уртăшран, хурлăханран, чиерен, вĕлтренрен тата тĕрлĕ туратсене хутăштарса. Юман милĕкĕ хушшине вĕлтрен хуни те сиплĕхлĕ.
Хурăн милĕкне илес-тĕк, çамрăк хурăнран туни аванрах. Хурăн çулçине пÿрнесемпе сăтăрса пăхăр - вăл яка та çемçе пулмалла. Çулçă шатрашка пулсан урăх йывăç суйлăр. Милĕк хатĕрлемелли вăхăт июнь вĕçĕ - июль пуçламăшĕ. Ку тапхăрта хурăн çулçи сарăлса çитнĕ, сĕткенпе лайăх тулнă, çулçисем çирĕпленнĕ. Тÿрĕ, вăрăм туратсене суйласа касмалла, унтан 60-65 см вăрăмăш пĕчĕк туратсем иртмелле. Çыхнă милĕкĕн тунин диаметрĕ 4-5 см пулмалла. Ытлашши пысăк милĕкпе çапăнма йывăртарах.
Юман милĕкне июль-август уйăхĕсенче хатĕрлемелле. Милĕк валли тÿрĕ туратсем пулсан аванрах. Юман милĕкпе мунчана 3-4 хутчен кайма юрать. Юмана ытти йывăçпа хутăштарса та милĕк çыхма пулать.
Вĕлтрен пирки пĕр-икĕ сăмах. Милĕке вĕлтрен чечеке ларнă вăхăтра хатĕрлемелле. Нумайăшĕ вăл пĕçертесрен хăрать. Мунчара çапăниччен вĕлтрен милĕке тĕрĕс ислетмелле, вара вăл çапăннă чухне пачах та вĕтелемĕ. Кăшт çеç йĕплет. Ÿт вара çемçелет, хитреленет. Вĕлтрен милĕкĕн усси пысăк - вăл ревматизмран, радикулитран, подагрăран сипленме пулăшать. Унăн пĕр çитменлĕх çеç - вĕлтрен милĕкĕ пĕрре çеç мунча кĕме юрăхлă.
Милĕке çапăнма мĕнле ха-тĕрлемелле-ха? Типĕ милĕке 2-3 минута сивĕ шыв тултарнă тирĕкре лайăх йĕпетсе тытмалла, 2-3 минут - ăшă шывра, унтан вĕри шывра /вĕрекен шывра мар/. Вĕри шыва хурсан тирĕке хупмалла - милĕк лайăх сарăлса техĕмленĕ.
Пĕлсе хатĕрленĕ, типĕтнĕ, мунчара тĕрĕс ислетнĕ милĕкĕн çулçи питех тăкăнмасть. Милĕк ислетнĕ шывпа мунча чулне сапма е çăвăнма усă курма юрать.
Милĕк хатĕрлемелли пĕтĕмĕшле йĕрке
tМилĕке, ытти сиплĕ ÿсен-тăрана типĕтме пуçтарнă пекех, уяр çанталăкра, сывлăм типнĕ хыççăн хатĕрлемелле. Завод-фабрика, пысăк автоçулсем çывăхĕнчен аяккарах каймалла.
tМилĕк хатĕрлеме туратсем каснă чухне малашлăх пирки ан манăр - йывăçпа тирпейлĕ, перекетлĕ пулăр. Чăтлăхланнă туратсене çеç касма тăрăшăр. Каснă туратсене пуçтарăр.
tМилĕк тума çамрăк, лайăх авăнакан туратсем аван.
tПысăк туратсене каснă хыççăн милĕклĕх хатĕрлĕр те çÿхен сарса сулхăнра пĕр-икĕ сехет вырттарăр. Кирлĕ вырăна тиесе кайнă чухне чĕртавара вăйлă пусарма кирлĕ мар - хĕрсе кайма пултарать.
tХатĕрлесе çыхнă хыççăн милĕксене пĕр хушă йывăрлăхпа пусарса вырттарăр. Милĕк лăпчăнать /упрама çăмăлланать/, унтан милĕксене мăшăрласа хĕвел лекмен вырăна çил лайăх вылякан çĕре çакăр. Типсе çитсессĕн вĕсене хĕссе çакма юрать.
Комментировать