ÇĔР ÇЫРЛИ -ВИТАМИНСЕН ПУХХИ
Çĕр çырлинче /клубника/ С, А, РР, Е, В ушкăнри витаминсем, шыççа тата микробсене хирĕçле витĕмлĕ эфир çăвĕсем нумай.
Сезонра кашни кун пĕрер стакан çырла çисен е çуршар стакан сĕткенне ĕçсен организмра С витамин çителĕклĕ пулать.
Пĕвер чирĕсем, ревматизм аптратсан пĕр эрне кашни кун 1-ер килограмм çĕр çырли çимелле.
Юна тасатма, юн çитменлĕхĕ аталансан, вăй-хал чаксан сезон вăхăтĕнче 3-4 эрне апатчен чĕрĕ çырла çимелле. Унра тимĕр нумай.
Чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ пулсан, атеросклероз аптратсан ирхине выç хырăмла тата кашни апатчен 1 сехет маларах чĕрĕ çĕр çырли çимелле. Ăна аллерги çук пулсан виçине чикĕлемеççĕ.
Вар хытсан кашни кун 1-ер стакан çырла çимелле. Унран хатĕрленĕ морс е компот ĕçме юрать.
Ангинăран сипленме 2 апат кашăкĕ çырлана термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра чÿхемелле.
Шута илме:
- çĕр çырлине гастродуоденит, гастрит, язва чирĕ, çырлана аллерги пулсан çиме юрамасть*
- ача кĕтекен тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен асăрханса çимелле*
- çичĕ çула çитмен ачасене ир пулакан çĕр çырлине çитермесен лайăхрах. Диетологсем вĕсене каярах пулса çитекен çырлана та 100 грамран ытларах пама сĕнмеççĕ.
Комментировать