Тĕллевлĕ усă кураççĕ

19 Ноя, 2013

Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕ федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă, Диплома тивĕçнĕ. Ведомство конкурсĕнче ĕç-хĕле 21 критери тăрăх хакланă: страховани взносĕсем пухнине, парăмсене шыраса илнине, пенсисене вăхăтра палăртнине, электрон çыхăнăвне йĕркеленине, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене, клиент службин йышăнăвне тата амăшĕн капиталĕ тĕлĕшпе заявленисене мĕнле пăхса тухнине тĕпе хунă. Сертификат хуçисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе Красноармейскисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Федерацин «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕренпе - 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен - Трак тăрăхĕнче амăшĕн капиталĕн сертификатне вун-вун çемье илнĕ.

Патшалăхăн асăннă пулăшăвне виçĕ тĕллевпе - хваттер условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелеме - тăкаклама ирĕк панă.

Чылайăшĕ хăйĕн çемйин пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хурать. Çак мелпе усă курассипе паянхи кăларăмра РФ Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕн ертÿçи Альбина ПЕТРОВА паллаштарать.

- Альбина Валерьяновна, амăшĕн капиталĕпе хваттер условийĕсене лайăхлатас текенсен ăна ăçта хывмалла?

- Саккун тăрăх çемье капиталĕн укçипе çурт туянас е ăна туса лартас тĕллевпе илнĕ кредит килĕшĕвĕн /займ килĕшĕвĕн/ тĕп парăмне татма тата проценчĕсене тÿлеме* суту-илÿ килĕшĕвĕпе туяннă пÿлĕмшĕн тÿлеме* çуртăн пай строительствине хутшăннин килĕшĕвĕн хакне саплаштарма* харпăр хăй çурчĕн строительствишĕн е ăна реконструкциленĕшĕн /çав шутра подряд организацине хутшăнтармасăр/ тÿлеме* харпăр хăй çуртне лартнă /реконструкциленĕ/ чухнехи тăкаксене компенсацилеме* çурт-йĕр, çурт-йĕрпе строительство, çурт-йĕр валли укçа пухса пыракан кооператива кĕнĕ чухнехи пай взносне тÿлеме* çурт тума е туянма кредит е займ /çав шутра ипотека/ илнĕ чухне малтанхи взнос хывма ирĕк пур.

- Унпа хăçан усă курма юрать?

- Çурт-йĕр кредичĕсемпе займсене татмашкăн çемьене амăшĕн капиталĕн ирĕкне илсе килнĕ ача ÿсĕмне пăхмасăр кирек хăш вăхăтра, ытти енĕпе вăл виçĕ çул тултарасса кĕтме тивет.

- Пĕр кредита саплаштарма теприне илсен тĕп парăма тата процентсене амăшĕн капиталĕ шучĕпе саплаштарма ирĕк параççĕ-и?

- Паллах. Тĕслĕхрен, çурт туянма е лартма малтан ипотека кредичĕ илнĕ тейĕпĕр, ăна татмашкăн каярахпа пайталăраххине йĕркеленĕ. Пĕр кредита саплаштарма теприне ача çураличчен йĕркелемелле пулнине аса илтеретĕп.

- Пурăнмалли условисене лайăхлатмалли килĕшĕве сертификат хуçи ячĕпе мар, мăшăрĕннипе йĕркеленĕ тĕк çемье капиталĕн укçине хывма пулать-и?

- Мăшăрĕ çурт лартассине е туянассине хăй çине илсен, çавăн пекех вăл кредит килĕшĕвĕн заемщикĕ шутлансан çав укçана хывма юрать паллах.

- Çурта туса пĕтермен чухне кредита амăшĕн капиталĕ шучĕпе таттараççĕ-и?

- Таттараççĕ. Çапла тумашкăн строительство пайне хутшăннин патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă килĕшĕвĕ е харпăр хăй çуртне лартма ирĕк пани кирлĕ.

- Амăшĕн капиталĕпе харпăр хăй çурте подряд организацине хутшăнтармасăр лартма е реконструкцилеме ирĕк панине ялти çемьесем хапăлласа йышăнчĕç. Çак тĕллевпе укçана мĕнле майпа куçараççĕ?

- Пурăнмалли çурт лартмашкăн е ăна реконструкцилемешкĕн укçана икĕ тапхăрпа куçараççĕ. Çурт çĕклемешкĕн çĕр уйăрнине çирĕплетекен документ, строительствăна пуçламашкăн ирĕк пани, çĕнетсе улăштарнă чухне çурта реконструкци тумалли документсем пулсан унăн пĕр пайне куçараççĕ. Иккĕмĕш пайĕпе пĕрремĕшне тивĕçнĕренпе 6 уйăх иртсен - строительствăн е реконструкцин тĕп пайне пурнăçланине çирĕплетнĕ хыççăн.

- Туса лартнă е реконструкциленĕ çуртсен тăкакĕсене саплаштармалли условисене пĕлес килет.

- Асăннă тĕллевпе амăшĕн капиталĕ уйăрма ыйтса çырнă заявленире кăтартнă суммăна пĕр харăсах уйăраççĕ. Кун пек чухне çурт тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкне илнин регистрацийĕ 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен маларах пулмалла мар. Реконструкцилени тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкне хăçан йĕркелени ниме те пĕлтермест - ăна 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çĕнетсе юсамалла.

- Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çÿлерех асăннă саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Уйрăммăн илсен вĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă займсене пырса тивеççĕ. Çакăн пирки каласа параймăр-ши?

- Саккун мерисем амăшĕн капиталне укçана куçарнă тĕслĕхсене чарса лартассине пырса тивеççĕ. Тĕслĕхрен, патшалăх пулăшăвĕн хушма мерине çурт лартма е туянма илнĕ займсене татма хывас тĕлĕшпе çирĕпрех ыйтма тытăннă. Халĕ çав укçана кредит тата миркрофинанс организацийĕсем, потребительсен кооперативĕсем, çавăн пекех ипотека килĕшĕвĕн обязательствисене тивĕçтерекен ытти организаци пама пултарать. Унсăр пуçне займ укçине заемщикăн банк счечĕ çине куçарса параççĕ.

- Сертификат хуçисене амăшĕн капиталне илме ирĕк памашкăн йышăнасси тепĕр чухне вăраха тăсăлни канăçсăрлантарать...

- Саккунпа килĕшÿллĕн ыйтăва заявлени çитернĕ вăхăтран 30 кун иртиччен татса памалла. Çак тапхăрта тĕрлĕ ведомствăна çыраççĕ: ШĔМе - хĕрарăм ачи тĕлĕшпе преступлени туманнине, опекăпа ЗАГС органĕсене - амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарса пепкине туртса илменнине çирĕплетме. Уйрăм çурт туяннă чухне пурăнакан пÿлĕме хаклакан комиссирен вăл пурăнма юрăхлă пулнине, унсăр пуçне право йĕркине сыхлакан органсенчен ултав схемисем пирки ыйтса пĕлеççĕ. Çирĕплетнĕ вăхăтра ведомствăсен пенси службине хурав памалла. Вĕсене тĕпе хурса тивĕçлĕ йышăну палăртаççĕ. Ăна сертификат хуçисем чăтăмсăррăн кĕтнине ăнланатпăр, май пур таран ĕçе хăвăртлатма тăрăшатпăр. Кăçал, тĕслĕхрен, асăннă ыйтăва татса памалли тăсăм 22 кунпа танлашнă.

- Укçана вара хăçан куçараççĕ?

- Саккун тăрăх - амăшĕн капиталĕпе хуçаланма ыйтса заявлени çырнăранпа 2 уйăхран кая юлмасăр. Урăхла каласан йышăну кăларма пĕр уйăха яхăн иртет, тепĕр уйăх - укçана кредит, займ паракан, вĕренÿ е строительство пулăшăвĕпе тивĕçтерекен организацисен, çурт сутакансен счечĕсем çине куçарма.

- Красноармейски тăрăхĕнче амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хуçисем йышлă-и, ăна вĕсем ăçта хываççĕ?

- 2007 çултанпа асăннă документа çемьере иккĕмĕш ача çуратнă е усрава илнĕ 690-а яхăн хĕрарăм тивĕçнĕ. Унсăр пуçне 179 çемье ăна виççĕмĕш, 30 ытларахăшĕ - тăваттăмĕш, 8-шĕ - пиллĕкмĕш, пĕри улттăмĕш ачашăн илнĕ. Пирĕн районта пурăнакансем унăн укçипе ача ÿсĕмне пăхмасăр çурт-йĕр кредитне саплаштарма пуçаруллă хываççĕ - 183 çемье çак тĕллевпе 63 млн тенкĕ тăкакланă.

Тата 100 ытла çемье пурăнмалли условисене ача 3 çул тултарсан лайăхлатнă: çурт туянма - 35, строительство пайне кĕме 1 заявлени йышăннă. Сертификат хуçисем харпăр хăй çуртне подряд организацине хутшăнтармасăр амăшĕн капиталĕн укçипе лартма е реконструкцилеме, çавăн пекех маларах çĕкленисен е çĕнетсе улăштарнисен тăкакĕсен компенсацине тивĕçме 2010 çулхи раштав уйăхĕнче асăннă саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ирĕк илчĕç. Çурт лартас тĕллевлĕ 21 çын 3,5 млн, реконструкцилеме шутланă 17 çемье 3 млн тенкĕпе усă курнă, тăкаксен компенсацине 11-ĕн 3,6 млн тенкĕлĕх илнĕ.

Унсăр пуçне 4 çемье ачисене аслă шкулта, колледжра, техникумра вĕрентме 121 пин тенкĕ хывнă. Амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелес тĕллевлисенчен хальлĕхе пĕр заявлени те илмен-ха.

Валентина СМИРНОВА

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.