Раççей команди пуринчен вăйлăрах!

23 Июн, 2015

Пирĕн спортсменсем тĕнче спорчĕн лидерĕ пулнине çирĕплетрĕç

Чăваш Ен - Европăн пĕр пайĕ, Атăл - Европăри чи илемлĕ юханшыв, Шупашкар - Европа хули, унта пурăнакансем - Европа çыннисем. Çак кунсенче эпир Европăн чăн-чăн пĕр пайĕ пулса тăтăмăр: Чăваш Ен тĕп хулинче командăсен Европа чемпионачĕ иртрĕ. Кунашкал сумлă та пысăк ăмăртăва Шупашкар 2003 çулта йышăннăччĕ, ун чухне пирĕн республикăра хăвăрт утас енĕпе Европа кубокĕ иртнĕччĕ. Акă, Европа пире, чăваш халăхне, тепĕр уявпа савăнтарчĕ. Раççей спортсменĕсем вара чемпионатра çĕнтерсе тĕнчере чи вăйлисем пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç. Пĕлтĕр хĕллехи Олимп вăййисем пирĕн команда триумфĕпе вĕçленни халĕ те асрах-ха. Çак кунсенче Бакура иртекен Европа вăййисенче те малта эпир. Пĕрремĕш пулатпăрах!

Çăмăл атлетика - спортăн амăшĕ

Европа чемпионачĕ Чăваш Ене сумлă хăнасене илсе килчĕ: Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен, ассоциацин тĕп секретарĕ Кристиан Милц, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок, Европа чемпионачĕн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕç. Михаил Васильевич чи малтанах Хансен господина ассоциаци ертÿçи пулма суйланнă ятпа саламларĕ, Европа чемпионатне Шупашкарта ирттерме ирĕк панăшăн тав турĕ. «Çакнашкал пысăк ăмăртăва йĕркелесси, пĕр енчен, питĕ яваплă ĕç, çав вăхăтрах Чăваш çĕрĕ çинче паллă спортсменсене курма питĕ хавас. Вĕсем пирĕн чунра çунат хушаççĕ, малалла утма вăй-хал параççĕ. Çăмăл атлетика Атăл хĕрринче пурăнакан халăхсемшĕн тахçантанпах чи юратнă спорт шутланнă. Вăл туслăх, пĕрлĕх туйăмĕсене вăйлатать», - терĕ Михаил Игнатьев.

Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен вара хăйсене ăшшăн йышăннине, чăваш халăхĕ тарават та ырă чунлă пулнине пĕлтерчĕ. «Сирĕн республикăна килсе курма питĕ кăмăллă. Чăваш Ен çинчен лайăххине кăна илтнĕ. Темиçе çул каяллах, командăсен чемпионатне Шупашкарта ирттерме ирĕк панă чухне, эсир çак ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарасса ĕнентĕмĕр. Манăн шухăшăмпа, çак чăнлăх тÿрре тухрĕ. Çакна эпĕ кунта çитсенех туйрăм. Йĕркелÿçĕсен команди питĕ лайăх ĕçленĕ. Регион ертÿçи те çак пулăмран айккинче юлманни савăнтарчĕ. Çăмăл атлетикăна спортăн амăшĕ теççĕ. Вăл - пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Çавăнпа вăл çынсене ĕмĕртен-ĕмĕре хавхалантарса пынă», - палăртрĕ вăл.

«Шупашкар çăмăл атлетикăн тĕп хули тесен те йăнăшас çук. Мĕншĕн тесен Раççейри тĕп стартсем кăçал пурте Чăваш Енре иртеççĕ, - сăмах илчĕ РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок. - Нумаях пулмасть виçĕ пысăк ăмăрту иртрĕ, август уйăхĕнче вара Шупашкар çĕршыв чемпионатне йышăнать. Нихăш регионта та çакăн чухлĕ ăмăрту иртмест. Чăваш спортсменĕсем маттур та пултаруллă пулнине палăртас килет. Вĕсем тĕрлĕ турнирта Раççей чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ. Паян, акă, Европа чемпионачĕ старт илчĕ. Яланхи пекех турнирта икĕ команда - Раççейпе Германи - чи сумлă наградăшăн тупăшать. Пирĕннисем хăйсене лайăх енчен кăтартасса шанатăп. Ăмăртăва епле хатĕрленни çинчен калас пулсан, пур енĕпе те йĕркеллĕ, командăсем те аван пулнине пĕлтерчĕç. Пурте вăхăтра çитнĕ, никам та тăрса юлман. Спортсменсем пĕрремĕш кунах çĕнетнĕ стадион пахалăхне тĕрĕслесе пăхрĕç», - терĕ хăна.

 Шупашкар - хăвăрт утакансен килĕ

Официаллă тĕлпулу хыççăн хăнасем ют çĕршыв, Раççей тата хамăр республика журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Пресс-конференцие уçнă май Свейн Арне Хансен господин Раççей тата Чăваш Ен çăмăл атлетикăн чи çывăх «тусĕсем» пулнине палăртрĕ.

- Чăваш Республикинче тĕнче шайĕнчи турнирсем пĕрре мар иртнĕ, малашне те иртĕç. Шупашкар вара хăвăрт утакансен килĕ пулса тăчĕ. Сирĕн тăрăхра спорт керменĕсем йышлă пулнине унчченех илтнĕччĕ. Халĕ, акă, хам куçпа курса ĕнентĕм. Пысăк мар хулара спорт инфратытăмĕ пуян пулнинчен тĕлĕнтĕм. Эсир чемпионата мĕнле хатĕрленни те савăнтарать: йĕри-тавра плакатсемпе баннерсем çакса хунă, кашни утăмрах волонтерсем, вĕсем вара кашни ыйтăва пурнăçлаççĕ. Европа чемпионачĕ çăмăл атлетикăна малалла аталанма, халăх хушшинче анлăрах сарăлма пулăшасса шанатăп, - терĕ вăл.

- Командăсен чемпионачĕн малашлăхĕ еплерех?

- Ăмăрту çултан-çул вăйланса пырать, унăн пĕлтерĕшĕ ÿсет. Чылай çĕршывра ăна кăмăлласа йышăнаççĕ, хăшĕ-пĕри хăйсем патĕнче те ирттерме хирĕç мар. Çавăнпа турнирсенче мĕн пулса иртнине вĕсем кăсăкланса сăнаççĕ. Сăмах май, чемпионата Европăри 15 çĕршывра тÿрĕ эфирта кăтартнă.

Спортсменсене те илĕртет вăл. Çак тапхăр хушшинче чемпионата 7000 ытла атлет хутшăннă. Унта çĕнĕ çăлтăрсем çутăлаççĕ, çĕнĕ чемпионсем ят илеççĕ, çĕнĕ кăтартусем палăраççĕ. Атлетсен тĕп тĕллевĕ - çĕршыв чысне хÿтĕлесси, иккĕмĕш вырăнта вара - хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатасси.

- Çак кунсенче Бакура Европа вăййисем иртеççĕ. Эсир ăна епле хаклатăр?

- Европăра çĕнĕ ăмăрту çуралнишĕн савăнмалла кăна. Вăл спорта аталантарать. Интересленсе сăнатăп унта мĕн пулса иртнине. Ăмăрту программинче малашне çăмăл атлетика валли те вырăн тупăнасса шанатăп. Европеиадăра та Раççей команди малта пулни маншăн та тĕлĕнмелле пулăм. Вырăс спортсменĕсем спортра чи вăйли пулнине хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе çирĕплетеççĕ.

- Юлашки вăхăтра допингпа усă курнă тĕслĕх йышланчĕ...

- Допингпа усă курнине сивлетĕп. «Таса» спортшăн эпĕ. Допинг çитĕнÿ мелĕ пулмалла мар. Çавăнпа Европа чемпионатĕнче те спортсменсем пысăк тĕрĕслев витĕр тухĕç. Çĕнтерĕве вăйпа çĕнсе илмелле, тĕрлĕ препарат ĕçсе мар.

- Европа çĕршывĕсем хушшинче ăнланулăх çухалчĕ. Спорта та политикăлама тытăнчĕç. «Çÿлтисенчен» «усал» сĕнÿсем пулмарĕç-и?

- Спорта политикăпа çыхăнтарни питĕ киревсĕр пулăм. Унта спортсменсене явăçтарни лайăххи патне илсе пымасть. Тĕрĕссипе, ку енĕпе пирĕн йĕркеллех. Нимĕнле йывăрлăх та пулман.

Халăхпа пĕрле - зарядкăна

Виçĕ куна тăсăлчĕ спорт уявĕ. Çак вăхăт хушшинче миçе пин çын «Олимпийский» стадиона çитсе курмарĕ пулĕ. Европа чемпионачĕ пуçланнине халалласа Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ праçникре те халăх лăк тулличчĕ. Ĕçлесе ывăннăскерсем савăнсах кÿлмек хĕррине васкарĕç. Чăваш патшалăх драма театрĕн умĕ яланхи пекех спортпа концерт лапамне çаврăнчĕ. Сцена çине тухакан çамрăк артистсене, республикăри паллă юрăçсене, ташă ăстисемпе пултарулăх ушкăнĕсене куракансем хапăлласа йышăнчĕç. Чăваш Енри аэробикăпа гимнастика федерацийĕсен хастарĕсем, çамрăк велосипедистсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Концерт вăхăтĕнчех зарядка ирттерни никамшăн та кĕтменлĕх пулмарĕ. «Çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна» ятарлă акци Шупашкарта темиçе çул каяллах йăлана кĕнĕ.

Сценăран инçех мар спорт лапамĕсем «ĕçлерĕç». Кунта çамрăк футболистсем çынсене мечĕкпе выляма вĕрентрĕç, каратэпе туслисем тĕрлĕ мелсене кăтартрĕç. Роллерпа ярăнма вĕренес текенсемпе скейтборд çине тăма хăраманнисем профессионалсенчен тĕслĕх илчĕç. «Ача-пăча хулинче» шăпăрлансен йышĕ пысăк пулнинчен те ним тĕлĕнмелли çук - кунта кашни ача хăйне валли кăсăкли тупрех. Аниматорсем те пĕчĕккисене хăйсем патне тĕрлĕ вăйăпа илĕртме пултарчĕç. Ача-пăча сасси, вĕсен хаваслă кулли, ашшĕ-амăшĕн хĕпĕртевĕ каçченех янăрарĕ лапамра. Хула çыннисемпе хăнасем ача-пăча ÿкерчĕкĕсен куравĕпе те паллашма пултарчĕç.

Чи хастаррисем вара ашшĕ-амăшĕпе пĕрле «Хаваслă стартсенче» вăй виçрĕç. Шупашкарти тĕрлĕ садик чысне хÿтĕлекен командăсем велосипедпа ярăнассипе, мечĕке карçинккана лектерессипе, михĕ тăхăнса сикессипе, мечĕке клюшкăпа чуптарассипе тата ытти енĕпе тупăшрĕç. Ăмăртăва пурĕ 60 çемье хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри - Казаковсен килйышĕ. Хулари спорт мероприятийĕсенче тăтăш курнăран-и - пирĕн сăмах тÿрех тĕл килчĕ:

- «Нацисен кросĕ», «Олимп кунĕ» массăллă чупусем чи юратнă ăмăртусем пулса тăчĕç пирĕн. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма юратнипех Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртуран нихăçан та юлмастпăр. Кăçал, акă, Юр кунне хутшăнтăмăр. Садикре кашни çул йĕркелекен çемье фестивалĕ те пирĕнсĕр иртмест тесен юрать. Паян, акă, «Хаваслă стартсене» тухрăмăр. Ачасене питĕ килĕшеççĕ кунашкал мероприятисем, эпир вĕсене хавхалантарса тăратпăр. Ывăлăмсемпе хĕрĕмсем пĕчĕклех спортпа туслă пулччăр, сывă ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр», - терĕ кил хуçи Сергей Петрович.

Стартра - 7500 çын

Анне монуменчĕ те спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене хăй патне йыхравларĕ. Унта Европа чемпионатне халалласа çăмăл атлетика чупăвĕ иртрĕ. Массăллă ăмăртăва Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников старт пачĕç.

«Шупашкарта спортпа туслисен йышĕ пысăк пулни савăнтарать. Чăваш Ене спорт регионĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Акă, эсир те паян çак чăнлăха ĕçпе çирĕплетрĕр. Эсирех стадионсене пырса спортсменсене хавхалантаратăр, çакă вара вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ хам та Чăваш Енри стартсене пĕрре мар тухнă. Кунтан кашнинчех çĕнтерÿпе каяттăм. Çавăнпа Шупашкар маншăн çĕнтерÿсен хули пулса тăчĕ», - терĕ Юрий Борзаковский хулари спорт хастарĕсене парнесемпе чысланă май. Вĕсем вара Шупашкарта сахал мар. Сумлă наградăсене пултаруллă йĕлтĕрçĕ, ветерансен хушшинче тĕнче чемпионкин ятне темиçе хут çĕнсе илнĕ Наталья Кузьмина, «Элара» предприятири чупма юратакансен клубĕн ертÿçи Маргарита Николаева, «Феникс» клуб ертÿçи Юрий Степанов, «Нацисен кросĕпе» «Олимп кунĕ» массăллă чупусенчи чи çамрăк атлетсем Романпа Кристина Леонтьевсем, Илья Дмитриев тата ыттисем тивĕçрĕç.

Йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх - чупăва 7500 яхăн çын хутшăнчĕ. Хулари предприятисемпе организацисем, сывлăх сыхлавĕпе культура учрежденийĕсем, техникумсемпе колледжсем, институтсемпе университетсем, шкулсемпе садиксем кашни хăйсен командине тăратнă. Шупашкарти спорт уявне кÿршĕ регионтан та килнĕ. Мари Республикинчи çăмăл атлетикăна юратакансен ушкăнĕ Чăваш Енре иртекен командăсен чемпионатне килсе курмасăр пултарайман. «Кунта пирĕн тус-юлташ нумай. Вĕсемех ăмăртăва кайма билет туянса хучĕç. Европăри чи вăйлă командăсен тупăшăвĕ çав тери илĕртÿллĕ. Хамăр тăрăхра иртекен пысăк турнирсене те хаваспах çÿретпĕр, массăллă ăмăртусене вара хамăр та хутшăнатпăр. Акă, Шупашкара хăнана килнин те усăллă пулчĕ. Туслă йышпа чупма уйрăмах кăмăллă», - пĕлтерчĕ ушкăн ертÿçи Аркадий Котмаков старта тухиччен.

 

Спорт пурне те пĕтĕçтерет

Европа чемпионачĕ пуçланнине халалланă савăнăçлă церемоние вара çамрăк спортсменсемпе фигуристсем, велосипедистсемпе скейтбордистсем уçрĕç. Яланхи пекех сцена çинчен илемлĕ кĕвĕ-çемĕ, илĕртÿллĕ ташă-юрă Хĕрлĕ лапам тăрăх сарăлчĕ. Чăваш халăх юрри-кĕввине илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Республикăри паллă ансамбльсемпе ушкăнсем Чăваш çĕрĕ çĕр пин юрă, çĕр пин кĕвĕ, çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕ пулнине ĕнентерсе çынсен чунĕнче ырă туйăмсем вăратрĕç. Пысăк экран çинче ылмашăнакан сюжетсем Чăваш Республики паттăр салтаксен, мухтавлă спортсменсен, маттур та ĕçчен çынсен çĕршывĕ пулнине аса илтерчĕç.

Шупашкарта командăсен чемпионачĕ пуçланнă ятпа Хĕрлĕ тÿреме пухăннă халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок саламларĕç.

- Спорт - хăватлă вăй! Спорт - халăх культурипе çын пурнăçĕн пĕр пайĕ. Спорт тĕрлĕ наци çыннисене, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене, тĕрлĕ шухăш-кăмăллисене пĕтĕçтерет. Ĕлĕк спорт ăмăртăвĕсем пынă чухне вăрçăсем чарăннă, паян та çапла тусан мĕнле лайăх пулнă пулĕччĕ. Спортпа туслă çын сывă та тĕреклĕ, ĕçчен те тăрăшуллă, хастар та пултаруллă. Вăл пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла хăюллăн утма пултарать. Чăваш Ен - спортпа туслă регион. Пирĕн республикăра спорт акцийĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ, çултан-çул çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ. Чăваш Енре иртекен ăмăртусем пирĕн чуна пуянлатаççĕ, вăй-хăват хушаççĕ, - терĕ Михаил Васильевич командăсен чемпионатне старт парса.

Раççей гимнĕ янăранă хыççăн сцена çине Итали юрăçи Ингрид тухрĕ. Тăватă чĕлхе пĕлекен /вăл вырăсла та аван калаçать/ артистка пурне те хăйпе пĕрле юрлама-ташлама чĕнчĕ. Куракансене вăл вырăсла, французла, итальянла юрласа тĕлĕнтерчĕ.

 

Пирĕн атлетсем - çĕршыв мухтавĕ

Икĕ кун хушшинче командăсем спортăн 40 енĕпе тупăшрĕç. Ăмăртуран ăмăртăва очкосем хушăннăран командăсен вырăнĕсем ылмашăнсах тăчĕç. Раççей спортсменĕсен команди малтан 5-6-мĕш вырăнсенче кăначчĕ, каярах турнир таблицин виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Пĕрремĕш кун вĕçнелле вара лидерсен йышне кĕчĕ. Яланхи пекех пирĕн команда Германи атлечĕсемпе тупăшрĕ: е вĕсем мала тухаççĕ, е эпир.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунне шăчăпа сикекенсем уçрĕç. Кунта Чăваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Европа чемпионки 4,70 метр сиксе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, командăна 11 очко парнелерĕ.

- Эпĕ хамăн кăтартупа кăмăллă. Шел те, 4,80 метра парăнтараймарăм. Çил вăйлă пулни чăрмантарчĕ. Çапах та çак тапхăрта асăннă кăтарту та начар мар. Кăшт кансан эпĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирсене хатĕрленме пуçлăп, тĕнче чемпионатне хутшăнма та ĕмĕтленетĕп, - пĕлтерчĕ ăмăрту хыççăн Анжелика.

Шăчăпа сикекенсем хыççăн старта диск ывăтакансемпе йĕтре тĕртекенсем тухрĕç. Пирĕннисем ку тупăшусенче пит чаплах пулмарĕç пулин те команда пухмачĕ балсемпе пуянлансах пычĕ. Куракансем вара чупакансене ытларах хапăлласа йышăнчĕç. Чи кĕске дистанцирен - 100 метртан - пуçланчĕ çак илĕртÿллĕ самант. Анчах Раççей атлечĕсем малтанах хăйсене пур енлĕн кăтартаймарĕç. 400 метрлă дистанцие Мария Михайлюк иккĕмĕш вĕçлени ыттисене вăй-хал хушрĕ тейĕн - кăтартусем лайăхланма пуçларĕç. Пĕрремĕш çĕнтерÿпе вара 2013 çулхи тĕнче чемпионачĕн призерĕ Екатерина Конева савăнтарчĕ, Хабаровск хĕрĕ виççĕлле сиксе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

- Тата та аяккарах сикме планланăччĕ. Шел те, 15 метра çитеймерĕм. Эпĕ хамăн тивĕçе пурнăçларăм пулĕ тетĕп - пухмача чи пысăк очкопа пуянлатрăм. Команда капитанĕ пулнă май ыттисемшĕн те пăшăрхантăм. Хам стартра чухне те вĕсене хавхалантарма тăрăшрăм, - терĕ Екатерина.

Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнчех пысăк çĕнтерÿсемпе Валентин Смирновпа Денис Кудрявцев тĕлĕнтерчĕç. 2013 çулхи Универсиада чемпионĕ В.Смирнов, командăсен чемпионатне пиллĕкмĕш хут хутшăнаканскер, пĕрремĕш хут 1500 метрлă дистанцире чи пысăк кăтартупа палăрчĕ. Тюмень облаçĕн спортсменĕ Д.Кудрявцев вара барьерсем урлă 400 метр чупса ăмăрту рекордне çĕнетрĕ, командăна 12 балл парнелерĕ. Вĕсем кунашкал çитĕнÿ тăвасса Юрий Борзаковский те ĕненмен. «Каччăсем яланах маттур пулнă, ку хутĕнче те лайăх ăмăртасса кĕтрĕм. Анчах та çаплах пуласса тĕлленменччĕ», - пĕлтерчĕ тĕп тренер.

Иккĕмĕш кун тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ Сергей Шубенков барьерсем урлă 110 метр чупса, Европа чемпионкисем Мария Кучинăпа Дарья Клишина çÿллĕшне тата тăршшĕне сиксе, çĕршыв чемпионки Анна Щагина 1500 метрлă дистанцие тухса хăйсем чи маттуррине тепĕр хут ĕнентерчĕç, командăна кашни «ылтăн» парнелерĕ. Эстафетăра та /4х400/ пирĕн хĕрсене çитекенни пулмарĕ. Николай Чавкин /чăрмавсем урлă 3000 метр чупасси/, Алексей Федоров /виççĕлле сикесси/, Нина Морозова /барьерсем урлă 100 метр чупасси/, Ирина Тарасова /йĕтре тĕртесси/ команда пухмачне пысăк очкосемпе пуянлатрĕç.

Çапла вара Раççей спортсменĕсем ăмăртуран ăмăртăва лайăх кăтартусемпе палăрса командăсен чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Раççейĕн - 368,5 очко, Германин - 346,5, Францин - 319,5. Иртнĕ çул пирĕн команда Брауншвейгра Германи атлечĕсене выляса янăччĕ. 2010-2013 çулсенче пĕрремĕш пулнă. Акă, каллех - чи вăйли, чи маттурри!

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.