"Тăнăçлăх - этем тата çемье телейĕн никĕсĕ"

23 Июн, 2015

Июнĕн 18-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Культура çуртĕнче "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ иртрĕ. Унта партин вырăнти 3 уйрăмĕн - Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсен - 198 суйлавçи хутшăнчĕ.

Мероприятие "Единая Россия" партин чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пычĕ. Вăл партирен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсен йышне заявленисене тĕпе хурса 8 çынна кĕртнине палăртрĕ. Вĕсем пурте "Единая Россия" парти членĕсем, регионри политканаш кашни кандидатах партин суйлав умĕнхи сасăлавне /праймериза/ хутшăнма ирĕк панă. Çав йышран 6-шĕ тĕлпулăва килнĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн заместителĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Афганистанри вăрçă инваличĕсен общество организацийĕн чăваш уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, "Дентамед" ООО тĕп врачĕ Юрий Зорин, "Базис" ООО управляющийĕ Алексей Львов. Шупашкарти 5-мĕш гимназин директорĕ Инна Исаева тата уйрăм предприниматель Игорь Поручиков пĕлтерĕшлĕ сăлтавсене пула Етĕрне районĕнчи тĕлпулăва хутшăнаймарĕç.

Унтан кандидатсем хăйсен программисемпе паллаштарчĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланас пулсан чи малтан мĕн тума палăртни çинчен кĕскен каласа кăтартрĕç.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви республика аталанăвĕн çирĕплетнĕ Стратегийĕпе килĕшÿллĕн ĕçленине палăртрĕ. Юлашки çулсенче экономикăра тата социаллă сферăра лайăх кăтартусем тума май килнĕ, паллах, туса çитерейменни те пур. Социаллă обязательствăсене пурне те пурнăçласа пыраççĕ - экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăрах. Республикăн 2015 çулхи бюджетĕнче халăхăн хÿтлĕхсĕр ушкăнĕсене субсиди тÿлеме кирлĕ укçа-тенкĕ калăпăшне 20% ÿстерме май килнĕ, çакăнта "Единая Россия" парти депутачĕсен тÿпи пысăк. Чăваш Енре аслă ăру çыннисене пулăшас енĕпе те нумай ĕçлеççĕ. Акă, "Ĕç ветеранĕ" ята илме кирлĕ ĕç стажĕн виçине чакарнăран 30 пин ытла çын социаллă хÿтлĕхĕн хушма мерисемпе усă курать. Вĕрентÿ тата медицина пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстересси, çĕнĕ ача сачĕсем тăвасси, çул-йĕр строительстви, ял-хуласене тирпей-илем кĕртесси те - приоритетлă тĕллевсен шутĕнче.

Михаил Игнатьев çынна аталанма тата пурнăçа ăнăçтарма йĕркеллĕ условисем туса парасси, этем тата çемье пахалăхĕсене çирĕплетесси хăйĕн программин тĕп тĕллевĕ пулнине пĕлтерчĕ. "Этеме хывнă инвестицисем чи пысăк усă кÿреççĕ. Хамăр вăйлă енсене сыхласа хăварса малалла аталантарăпăр, йăнăшсене тÿр-летĕпĕр, малашне те Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлĕпĕр", - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан кандидатсем суйлав-çăсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тĕлпулăва килнисене экономикăна явăçтаракан инвестицисем, яллă вырăнти çынсене ĕçпе тивĕçтересси, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ тата ытти кăсăклантарчĕ.

Тĕлпулу хыççăн вăрттăн сасăлав иртрĕ. Праймеризăн пĕрремĕш тапхăрĕнче Михаил Игнатьев çĕнтерчĕ - уншăн 181 çын сасăланă, урăхла каласан 91,4%. Михаил Игнатьев хăйне шаннăшăн чĕререн тав турĕ. "Эпир Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартакан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама тăрăшатпăр. Тĕнчери лару-тăру кăткăс, çавăнпа пирĕн республикăра тăнăçлăха сыхласа хăвармалла, мĕншĕн тесен тăнăçлăх - кашни çемьен тата çыннăн ырлăхпа телейĕн никĕсĕ", - терĕ Михаил Васильевич.

Июнĕн 19-мĕшĕнче çакнашкал тĕлпулу Шупашкар хулинче иртнĕ. Унта килнĕ 289 суйлавçăран 271-шĕ - 93,77% - Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканшăн сасăланă. Июнĕн 20-мĕшĕнче те Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухнă: Патăрьел районĕнче суйлавçăсен 97%, Канашра - 92%, Çĕрпÿ районĕнче 93,9% шăпах уншăн сасăланă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн конференцийĕ иртмелле, унта праймериз кăтартăвĕсене шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидата /çак партирен/ тăратĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.